Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтрӗ (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тармастӑп-ҫке эпӗ, — йӑлӑнса ыйтрӗ Давыдов.

Я не убегу, — просил Давыдов.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Сӑмах парӑр-ха, — тесе ыйтрӗ тӑлӑх хӗрарӑм Екатерина Гулящая.

— Слово дозвольте, — потребовала вдовая Екатерина Гулящая.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ӑҫталла тӗллесе кӑтартать вӑл хӳрепе? — тӑрӑхласа ыйтрӗ Банник.

— Куда же это она хвостом указывает? — язвительно выспрашивал Банник.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫавӑнпа арӑмна хӑваласа ятӑн-и-ха эсӗ? — мӑшкӑлласа ыйтрӗ оргпай пуҫлӑхӗ Хомутов.

— Через это ты и жену прогнал? — ехидно спросил заворг Хомутов.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пӗтертӗн-и? — ыйтрӗ секретарь.

— Закончил? — спросил секретарь.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Манӑн ӗҫ мӗнле унта, Корчжинский? — хӑюсӑртараххӑн ыйтрӗ Макар секретарьтен.

— Как мое дело, Корчжинский? — не без робости спросил у него Макар.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Беглых туса пынӑ выводсене хамӑрӑн решени никӗсне хурса йышӑнӑпӑр, ҫапла-и? — ыйтрӗ секретарь.

— Примем за основу нашего решения выводы Беглых, так, что ли? — спросил секретарь.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Беглых доклачӗ тӑрӑх калас текенсем пур-и? — ыйтрӗ райком секретарӗ, ларури ҫынсем ҫине пӑхса ҫаврӑнса.

— По докладу Беглых будет кто говорить? — спросил секретарь райкома, обводя присутствующих взглядом.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мана пӗр-пӗр шухӑрах лаша илсе тухса пар-ха, — ыйтрӗ вӑл витери дежурнӑйран.

— Выведи мне какого-нибудь конишку порезвее, — попросил дежурного по конюшне.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапах та, мӗн тума кирлӗ пулчӗ-ха сана, Макар, ҫав чӗлхе? — ыйтрӗ юлашкинчен Разметнов.

А к чему, Макар, тебе это язык спонадобился? — спросил наконец Размётнов.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Йывӑр-и? — сурчӑкне ҫӑтса, Макарпа унӑн кӗнеки ҫине ирӗксӗрех хисеплесе пӑхса ыйтрӗ Разметнов.

— Трудная штука? — проглотив слюну, с невольным уважением поглядывая на Макара и на книжку, спросил Размётнов.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗне вӗренетӗп, тетӗн-и? — тепӗр хут ыйтрӗ те Макар, кӗнекине хупса хучӗ.

— Чему обучаюсь? — переспросил Макар и захлопнул книжку.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗнле наукӑсене вӗренетӗн? — тӑрӑхласа, сиввӗн ыйтрӗ Разметнов.

Каким таким наукам? — язвительно и холодно спросил Размётнов.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗнле вӑлтана? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Давыдов, Щукарь калавне тимлесех итлесе пыраканскер.

— На какой крючок? — удивился Давыдов, слушавший Щукарев рассказ не без внимания.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхозран коммуна пулса тӑрӗ, унтан — курса тӑр-ха тата — каярахпа ӑна путиловски заводра ӗҫленӗ слесарь Семен Давыдов ятне парӗҫ…» — хӑйӗн шухӑшӗсем шӳтле ҫаврӑнса кайнине курса, Давыдов йӑл кулса ячӗ те Щукарьтен: — Час ҫитетпӗр-и-ха? — тесе ыйтрӗ.

Из колхоза станет коммуна и — смотри еще — назовут ее впоследствии имени путиловского слесарька Семки Давыдова…» — Давыдов улыбнулся шутливому обороту своих мыслей, спросил у Щукаря: — Скоро доедем?

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗн тума пымалла-ха вара? — никама пӑхӑнман ҫын пек ыйтрӗ лешӗ, ашшӗн хӗрлӗ кӑшкарлӑ, кусурукӗнчен ҫӳлерехре тӗссӗрленсе юлнӑ кокарда йӗрриллӗ картузне ӗнси ҫине антарса лартса.

— А чего идтить-то? — независимо спросил тот, сдвигая на затылок отцовскую фуражку с красным околышем, с выцветшим следом кокарды над козырьком.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Е ку — тутлӑ ҫылӑх-и? — йӑл кулса ыйтрӗ Любишкин.

Или это — сладкий грех? — улыбаясь, спросил Любишкин.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ытах та ҫынсем чӑнкӑ ҫырманалла пуҫхӗрлӗ чӑмсан, эсӗ те чӑмас тетӗн-и вара? — хуллен ыйтрӗ йӑл кулса ларакан Разметнов.

— А ежели люди с яру головами вниз будут сигать, и ты будешь? — спросил тихо улыбавшийся Размётнов.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапах та, мӗншӗн тухатӑн-ха эсӗ? — тӗпчесех ыйтрӗ Давыдов, ҫакӑн пек чухӑн ҫын — чӗмсӗр активист колхозран тухнинчен тӗлӗнсе.

— Так почему ты все-таки выходишь? — допытывался Давыдов, пораженный выходом бедняка — молчаливого активиста.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов Молчунӑн сахал сӑмахлӑ заявленине ҫавӑркаласа тӑчӗ-тӑчӗ те кӑштах тӗлӗнсе, кӑмӑлсӑр сасӑпа: — Мӗнле-ха эсӗ капла, э? — тесе ыйтрӗ.

— Что же это ты, а?

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней