Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Инҫетрен килӗҫ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума хутшӑнӗҫ, эсир вара Саваоф Ҫӳлхуҫа мана сирӗн патӑра янине пӗлсе илӗр, ку вӑл эсир Ҫӳлхуҫа Туррӑр сассине тимлесе итлесессӗн пулӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 9. ҫак Ҫуртӑн никӗсне Зоровавель алли хывнӑ; ӑна ун аллиех туса пӗтерӗ, Мана сирӗн патӑра Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗн вара.
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах Эпӗ Хамӑн чурамсене, пророксене, каланӑ сӑмахӑмсем, Эпӗ кӑтартнӑ йӗркесем сирӗн аҫӑрсене ҫитменччӗ-и вара? вӗсем ҫапла калатчӗҫ: «Саваоф Ҫӳлхуҫа хамӑр ҫулсене, хамӑр ӗҫсене кура пире мӗн тума кӑтартса панӑ, ҫавӑн пек турӗ те ӗнтӗ пире» тетчӗҫ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑҫта-ха вӗсем — сирӗн аҫӑрсем? пророкӗсем тата, ӗмӗрех пурӑнӗҫ-и-ха вӗсем?5. Отцы ваши - где они? да и пророки, будут ли они вечно жить?
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, саккӑрмӗш уйӑхӗнче, Захарийӑна — Аддо ывӑлӗн Варахийӑн ывӑлне, пророка — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа сирӗн аҫӑрсене питӗ хытӑ ҫилленсе ҫитнӗ, 3. ҫавӑнпа эсӗ вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Ман енне ҫаврӑнӑр, вара Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тесе калать Саваоф Ҫӳлхуҫа те.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ сирӗн тыррӑр-пуллӑра ӑрша ярса тата шурӑхтарса пӗтерсе тӑтӑм; сирӗн аллӑрсем тунӑ пӗтӗм ӗҫе пӑр ҫаптарса пӗтерсе пытӑм; анчах эсир Ман енне ҫаврӑнмарӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсир Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ чухне Эпӗ сирӗнпе хывнӑ халал тата Манӑн Сывлӑшӑм сирӗн хушшӑрта тӑрать: ан хӑрӑр!
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗн куҫӑр умӗнче вӑл нимӗн те мар пек туйӑнмасть-и?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗнче, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 2. халӗ ӗнтӗ Зоровавеле — Салафиил ывӑлне, Иудейӑна тытса тӑраканскере, тата Иисуса — Иоседек ывӑлне, аслӑ иерее — тата халӑх йӑлкӑмне ҫапла кала: 3. ҫак Ҫуртӑн малтанхи чапне курнисенчен кам та пулин тӑрса юлнӑ-и сирӗн хушшӑрта, тата ӑна халӗ мӗнлерех куратӑр эсир?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 4. сирӗншӗн вара вӑхӑт ҫитнӗ-и? ҫак Ҫурт юхӑнса ларнӑ чухне сирӗн хӑвӑрӑн илемлетнӗ ҫуртӑрсенче пурӑнмалла-и?
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑхсем хушшине пӑхӑр-ха, тимлӗрех тинкерӗр-ха, вара хытӑ тӗлӗнетӗр эсир: сирӗн ӗмӗрте Эпӗ акӑ ҫакӑн пек ӗҫ тӑвӑп, ун ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмен те пулӑттӑр.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сирӗн Амврий йӑли-йӗркипе Ахав килӗн мӗнпур ӗҫӗ сыхланса юлнӑ, эсир вӗсенӗн канашӗсемпе пурӑнатӑр; Эпӗ сана ҫаратса хӑвармалла тӑвӑп, ҫыннусенчен култарӑп, Манӑн халӑхӑм мӑшкӑлне сирӗн курмалла пулӗ.
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Каларӑм вара эпӗ: итлӗр-ха, Иаков йӑхӗн пуҫлӑхӗсем, Израиль килӗн ҫулпуҫӗсем: сирӗн тӗрӗссине пӗлмелле марччӗ-и? терӗм.1. И сказал я: слушайте, главы Иакова и князья дома Израилева: не вам ли должно знать правду?
Мих 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав кун сирӗн ҫинчен ытарӑш каласа парӗҫ, хура куҫҫулӗпе йӗрсе ҫапла калӗҫ: «эпир пӗтӗмпех ҫука тӑрса юлтӑмӑр! халӑхӑмӑн еткерлӗх ҫӗрне урӑххисене пачӗҫ; ман аллӑма мӗнле таврӑнӗ вӑл! ӗнтӗ пирӗн хирсене ют халӑх ҫыннисене валеҫсе панӑ» тейӗҫ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иона вӗсене каланӑ: тытӑр та мана — тинӗсе ывӑтӑр, вара тинӗс сирӗншӗн лӑпланӗ; ҫакӑ хӑватлӑ тӑвӑл сирӗн тӗле мана пула килсе ҫитнине пӗлетӗп эпӗ, тенӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Калне хулине ҫитӗр те пӑхӑр, унтан аслӑ Емаф хулине кайӑр, кайран филистимсен хулине Гефа анӑр: ҫак патшалӑхсенчен лайӑхрах мар-и вӗсем? вӗсен ҫӗрӗсем сирӗн ҫӗрӗртен анлӑрах мар-и?
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Сирӗн уявӑрсене кураймастӑп, йышӑнмастӑп, чаплӑ пухӑвӑрсем вӑхӑтӗнчи парнӗрсен ырӑ шӑршине хапӑлламастӑп.21. Ненавижу, отвергаю праздники ваши и не обоняю жертв во время торжественных собраний ваших.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ, Пурне те Тытса Тӑракан, ҫапла калать: пур урамра та ӳлесе йӗрӗҫ, пур ҫул ҫинче те: «шел, шел!» тесе кӑшкӑрӗҫ, ҫӗр ӗҫлекенсене хуйхӑрма, хӳхлев юрри пӗлекенсене хӳхлеме чӗнӗҫ, 17. пур иҫӗм пахчинче те ӳлесе йӗрӗҫ, мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн хушшӑрпа иртӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла ӗнтӗ, чухӑна таптанӑшӑн, унран парнелӗх ҫӑкӑр илнӗшӗн эсир, чутланӑ чулран ҫурт тусассӑн та, унта пурӑнаймӑр; хӳхӗм иҫӗм пахчисем лартса ӳстерсен те, иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗр: 12. Эпӗ сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсем мӗн тери нумаййине, ҫылӑхӑрсем мӗн тери йывӑррине пӗлетӗп: эсир — тӳрӗ ӗҫ тӑшманӗсем, эсир сӗрев илетӗр, сутра чухӑнсенӗн ӗҫне тӳнтерле кӑтартатӑр.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Израиль килӗ, итлӗр ҫак сӑмахӑма, сирӗн ҫинчен каласа хӳхлӗп эпӗ.1. Слушайте это слово, в котором я подниму плач о вас, дом Израилев.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.