Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухрӑм (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ унӑн ятне вуласа тухрӑм: «Ляпидевский» тенӗ, акӑ эсӗ Ляпидевский пулаймарӑн тесе шухӑшларӑм.

Я прочитал название «Ляпидевский» и подумал: «А вот ты не стал Ляпидевским».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мӗн-мӗн тунине, судри пекех, пур енчен те, ҫар сучӗ енчен те — ҫав наукӑна пӗлсех те ҫитерейместӗп те-ха эпӗ — пӑхса тухрӑм.

Точно как на суде, я разобрал его поступок со всех точек зрения, в том числе и с военно-юридической, хотя об этой науке у меня было довольно смутное представление.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн хупӑрах илтӗнен ҫамрӑк сассине илтсе, эпӗ темиҫе хут та вӑрана-вӑрана кайрӑм: — Атакӑран тухрӑм кӑна, — тет вӑл, — пӑхатӑп — бензозаправщиксем.

и несколько раз я засыпал под его молодой глуховатый голос: — Только я вышел из атаки, вижу — бензозаправщики.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн ҫырнине куҫӑма карса илнӗ палӑрми тӗтре витӗр вуласа тухрӑм та ҫав хӗрарӑм сӑнарлӑ пулнӑ арҫынна Ч.-ва палласа илтӗм.

Через какую-то темноту перед глазами я прочитала надпись и узнала Ч. в шлеме, делавшем его похожим на женщину.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухрӑм — пусма ҫинче ҫутӑрах — мӗн ҫырнине пӗрер саспаллин уйӑрса вулама хӑтлантӑм: «Пулас пулсан…» тесе вуларӑм эпӗ.

Я вышла — на лестнице было светлее — и стала по буквам разбирать надпись: «Если быть…» — прочитала я.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

РОКК курсӗнчен вӗренсе тухрӑм та, вара госпитальте хама хушса янӑ тивӗҫӗмпе мар, профессиллӗ сестрарах ӗҫлеме тытӑнтӑм.

Я кончила курсы РОКК и стала работать в госпитале уже не «общественницей», а профессиональной сестрой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гослитале ҫитсен «стоматологине» те кӗмерӗм, унта мана Варя курма пултаратчӗ, ҫыруне тепӗр хут вуласа тухрӑм та, Саня ӗлӗкрех нихҫан та ҫакӑн пек ҫырманни ҫинчен шухӑша кайрӑм.

Уже приехав в госпиталь и не зайдя в «стоматологию», где она могла увидеть меня, я снова перечла письмо и вдруг подумала о том, что Саня прежде никогда не писал мне таких писем.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яланхи пекех, малтан ӑна эпӗ васкавлӑн пӑхкаласа тухрӑм, Саньӑна инкек-синкек пулман-и, тесе хӑвӑртрах пӗлесшӗн пултӑм, унтан вара тепӗр хут, васкамасӑр, кашни сӑмахне сиктермесӗр вуласа тухрӑм.

Как всегда, я сначала пробежала письмо, чтобы поскорее узнать, что с Саней ничего не случилось, потом стала читать ещё раз, уже медленно, каждое слово.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳрече умне тӑрсах ҫав хыпара вуласа тухрӑм та ҫаврӑнса пӑхрӑм, ҫынсем пӑшӑрханса пӑхкаларӗҫ, ҫавӑн чух мана темле урӑх туйӑм ярса илчӗ; вуласса та эпӗ темле хама палӑрми урӑхла пурнӑҫра вуланӑ пек вуларӑм.

Стоя перед самым окном, я прочитала сводку, потом обернулась, увидела серьёзные, взволнованные лица, и странное чувство вдруг охватило меня: это чтение происходило уже в какой-то новой, неизвестной жизни.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑтам шкулшӑн курс пӗтерсе тухрӑм, халӗ университетра вӗренетӗп.

Я окончила курсы за среднюю школу, а сейчас учусь в университете.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ госпитальтен ҫуркунне ҫитеспе тухрӑм.

Я выписалась из госпиталя к весне.

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Усадьбӑра мӗн пулса иртнине курма эпӗ тула тухрӑм.

Я вышла во двор посмотреть, что происходит в усадьбе.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паян та эпӗ Ромка Каштансем патне кӗрсе тухрӑм — хӑҫан килесси паллӑ мар.

Я уже заходила справляться на дом к Ромке Каштану — когда вернутся, неизвестно.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мускавран та ытларах ҫавӑншӑн тухрӑм эп.

Я больше всего из-за этого и уехала с вами из Москвы.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сӗлкӗш тухрӑм эп комендант патӗнчен.

Невеселая вышла я от коменданта.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ вокзалтан тухрӑм.

Я выхожу из подъезда вокзала.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ йӑраланса тухрӑм.

И я вылезла.

20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтан эп турткаланарах тӑтӑм, унтан тӳсеймерӗм, урай варрине шуса тухрӑм, тӑпӑртатма пуҫларӑм, хама кинора вӗрентнӗ пек, алла тутӑр тытса, пӳлӗм тавра кӑлтӑрмач пек-юха-юха ҫаврӑнтӑм.

Я сперва не решалась, а потом вышла на середину вагона, затопала дробно, как меня учили когда-то для кино, и пошла, пошла, пошла по кругу с платочком…

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ӗнтӗ тепӗр состав айӗнчен чӑмса тухрӑм.

А я уже нырнула под другой состав.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ перрон тӑрӑх чылайччен ҫӳрерӗм, дежурнӑй патне кӗрсе тухрӑм, пӗринчен ыйтрӑм, тепринчен ыйтрӑм, анчах мана никам та нимӗн калаймарӗ.

Я ходила по перрону, заглядывала к дежурному, спрашивала всех, но никто ничего не знал.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней