Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуся чӗпӗтсе татса пӗтернӗ куҫхаршисене ҫӳле ҫӗклесе итлерӗ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӗсенчен пӗри, Шура патӗнчен иртсе пынӑ май, ӑна янахӗнчен чӗпӗтсе илчӗ; Шура акӑлчанла пӗлнине пӗлмесӗр: «Кайӑпӑр пирӗнпе пӗрле, пике, вилесем тума», — терӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑй пӳлӗмнелле иртсе кайнӑ чух вӑл Аннӑна янахӗнчен кӑмӑллӑн чӗпӗтсе илнӗ.— И проходя в свою комнату, он благосклонно ущипнул Анну за подбородок…
XVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Инкек тавраш ан пултӑр тесе, эпӗ тӑварне хӑвӑртрах чӗпӗтсе илтӗм те сулахай хулпуҫҫи урлӑ ывӑтма тӑтӑм, анчах Уотсон мисс ҫакна асӑрхарӗ те мана чарчӗ: «Аллуна ил, Гекльберри, — терӗ. — Ялан эсӗ пур ҫӗрте те ҫӳплетӗн!»
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫурхи март уйӑхӗ тӑрать, анчах каҫсенче йывӑҫсем сивӗпе декабрь уйӑхӗнчи пек шартлатса ҫурӑлаҫҫӗ, чӗлхене кӑларнӑ-кӑларман сивӗ чӗпӗтсе илет.
Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.
Чӑн та ӳсӗр мар-и тесе, майор хӑйне хытах чӗпӗтсе илчӗ те ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ.— Чтобы действительно увериться, что он не пьян, маиор ущипнул себя так больно, что сам вскрикнул.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Ни малтан, ни кайран чӗпӗтсе илме ҫук.
Хӳреллӗ дневник // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 46,49 с.
Тӗлӗк мар-ши ку тесе хама хам никам куриччен чӗпӗтсе илтӗм: ыратать.Чтобы убедиться, что это не сон, я незаметно ущипнул себя: больно…
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Кӑнтӑрла ку пычӗ-ха, ҫапах та ҫав хӗллехи вӑрӑм каҫсенче чуна чӗпӗтсе ыраттаракан асаилӳсене пула ӑшӗ хытӑ вӑркарӗ.Днем это ему удавалось, но длинными зимними ночами тоска воспоминаний одолевала его.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑкӑрлӑкра хӑварнӑ уйгур урапи, картишӗнче хуҫи пурттине васкаса лартса тарнӑ вутӑ каскипе ун ҫывӑхӗнчи саваласа ҫитереймен хӑма, урам варринчи лутра курӑка мӑйракисенчи пӑявӗсене хывманнипех ӳркевлӗн чӗпӗтсе ҫӳрекен вӑкӑрсем, ҫӑл пури патӗнчи тӳнсе кайнӑ витре — ҫаксем пурте ӗнтӗ хуторта кал-каллӑн юхса пынӑ пурнӑҫ кӗтмен ҫӗртенех арӑш-пирӗшшӗн пӑсӑлни, хуҫисем ӗҫӗсене пӑрахсах таҫта-таҫта пытанса пӗтни ҫинчен калать.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ак мӗнлерех, — протезист чӗн шнуртан туртрӗ те, пуҫ пӳрне шӗвӗрринчен уйрӑлчӗ, вара, йӑвашшӑн чӑлтлатса, ҫӗнӗрен чӗпӗтсе тытнӑ пек пулса тӑчӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Чамасӑр вӑрӑм пуҫ пӳрни, темӗнле чӗпӗтсе тытнӑн, вӗҫӗпе ҫеҫ шӗвӗрри ҫумне ҫыпӑҫнӑ та илемсӗррӗн курӑнать.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тиврӗ те систермесӗрех хыттӑн чӗпӗтсе илчӗ.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Темскер ырӑ мар пуласса уҫӑмсӑррӑн туйса, чуна чӗпӗтсе ыраттаракан пӑлханупа тунсӑх пуснипе асапланаканскер, вӑл чӗлпӗрне йӗнер пӗкечи ҫине хучӗ те сӑрт тӗмески патне ҫитиччен те каялла куҫ ывӑтса илмерӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, ҫип ҫунса кӑмрӑкланнине пӳрнисемпе чӗпӗтсе татса, хӑйӑвне тивертсе ячӗ, тӑрпа ҫине сывласа, ӑна хут таткипе шӑлчӗ те вырӑнне лартрӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ача макӑрнипе, вӑл чуна ыраттармалла шелленине кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Иван Алексеевичӑн та кӗтмен ҫӗртенех куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухрӗ; ватса пӗтернӗ, юнӑхса кӳпченӗ тутине тӑварлӑ тумламсем чӗпӗтсе кайрӗҫ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Мӗн-ха, тӑвансем, асӑнар пуль, эппин, хамӑр хуторсене, чӗлӗм туртӑпӑр шӑмми-шаккисем канлӗ выртчӑр тесе, сӗнчӗ те Григорий, аяккарах пӑрӑнса, йӗнер хырӑмсарлӑхне пушатрӗ, лаши ҫӑварлӑхне кӑларчӗ, унтан, чӗлпӗре малти сулахай уринчен явакласа ҫыхса, ӑна ҫӳлелле тӳп-тӳрӗ ӳсекен, пурҫӑн пек ҫемҫе симӗс курӑка чӗпӗтсе ҫӳреме ячӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Рябчиковӑн хӗрарӑмӑнни пек чуна чӗпӗтсе ыраттаракан хурлӑхлӑ сассипе хутӑшса, Алешка Шамилӗн хулӑн сасси янӑравсӑррӑн чӳхенсе юхрӗ:
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий чӗри кӑртлатса тапнине, пучахсем хуллен пӑшӑлтатса чӳхеннине илтрӗ, ҫӗр чиккинче юмахри пек эрешленсе ашкӑракан курӑксене, чӗрене чӗпӗтсе ыраттармалла кӑвак тӳпене курчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Атаман керменӗн хапхи умӗнче вара, сивӗ ҫӗрте, ҫатӑрах чӗпӗтсе ҫунтаракан ҫил ҫинче лейб-гварди Атамански полкӗнчи казаксен хисеплӗ хуралӗ вилнӗ пек хытса тӑнӑ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.