Поиск
Шырав ĕçĕ:
Выҫӑхса пурӑннипе мар, урӑх енӗпе вӑл ман асӑмра тӑрса юлчӗ.Оно запомнилось мне, и вовсе не потому, что нас плохо кормили.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫар ҫыннисем хушшинче — чӑн та, малтан хуллен, асӑрханса — «Сталинград» сӑмаха калама пуҫласан, ҫав туртӑм чуна ыраттаракан тунсӑха куҫрӗ, госпитальте ним тумасӑр пурӑннипе тӳсмелле мар пулса ҫитрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хушӑран унӑн выҫӑ пурӑннипе кӑштах тӗссӗрленнӗ пек курӑнакан кӑвак куҫӗсем хӑйне ҫитерекен салтаксем ҫине, вӗсенчен каҫару ыйтнӑ пек пӑха-пӑха илнӗ.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Те хӗрарӑмсӑр пурӑннипе ҫапла диккӑйлана пуҫларӗ юлашки вӑхӑтра…Только в последнее время чуть одичал, видимо, жизнь без женщины дает о себе знать…
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Мана кун чухлӗ пурӑннипе ҫитет. Вӗлерттерме ҫынсем ертсе килтӗн. Вӗлерттер, эппин, часрах!
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Пирӗн аннесем аякра пурӑннипе килейместчӗҫ пирӗн пата, сире ӑмсанаттӑмӑр та ҫавӑнпа.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗн сӑлтавне Валентин Емельянович ӗҫе юратнипе, пирус нихҫан туртманнипе, сӑра-эрехпе туслашманнипе, ырӑ кӑмӑллӑ Валерий ывӑлӗпе тата ҫемҫе чӗреллӗ Галя кинӗпе пӗрле килӗштерсе пурӑннипе ҫыхӑнтарать.
Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet
Те нумайранпа Хусанта пурӑннипе, те пӗр вырӑнта улшӑнмасӑр вун-вун ҫул ӗҫленипе ӑна кунта никам та ял ҫынни тесе шутламасть, мӗнле наци ҫынни пулнине те чухламасть, мӗншӗн тесен коллективра вӑл – «дядя Миша».
«Чӑвашлах калаҫас килет» // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Хусанти Мускав районӗнчи «Жилплощадка» микрорайонӑн социаллӑ ыйтӑвӗсем ҫине ку таранччен кирлӗ пек тимлӗх уйӑрман – те тӗп хула центрӗнчен аякра пулнипе, те ҫакӑнта ытларах «хура ӗҫ халӑхӗ» пурӑннипе.
Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
«Ялта кичем, хулара аталанма майсем ытларах. Унта сусӑрсем валли куржоксем ӗҫлеҫҫӗ, мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Районта вара эпӗ мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланманпа пӗрех», — пытармарӗ вӑл ун чухне.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
12. Ҫапла вӗсем хӑйсем унччен сӑмах панине пӑсаҫҫӗ, ҫавӑншӑн ӗнтӗ айӑпа кӗреҫҫӗ; 13. ҫитменнине тата ӗҫсӗр пурӑннипе вӗсем килӗрен киле ҫӳреме хӑнӑхаҫҫӗ; вара ӗҫсӗр супнипе кӑна мар, кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетеҫҫӗ, сӑмах сараҫҫӗ, калама юраманнине калаҫҫӗ.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сире никам та йӑваш шухӑшлӑ пек пулнипе, ангелсене хисеплесе пурӑннипе илӗртсе ан улталайтӑр — ун пек ҫынсем курманнине курнӑ пулаҫҫӗ, хӑйсенӗн пӑсӑлнӑ ӑсӗпе мӑнкӑмӑллӑланаҫҫӗ, 19. ун пек ҫынсем Пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ, анчах та тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ тӑл-пӳ, Турра юрӑхлӑ ӳсмешкӗн, Пуҫран вӑй илсе тӑмалла-ҫке.
Кол 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса таса пурӑннине курччӑр та арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавна курсассӑн Петр халӑха каланӑ: эй Израиль арӗсем! мӗншӗн эсир ҫакӑнтан тӗлӗнетӗр? мӗншӗн пирӗн ҫине эпир ӑна хамӑр хӑватпа е хамӑр таса пурӑннипе утакан тунӑ пек пӑхса тӑратӑр?
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, ӑна ӑслӑлӑх хӑвачӗ кӗрӗ, 8. вара ӑслӑлӑх сӑмахӗсем калӗ, хӑйӗн кӗллипе Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрӗ; 9. кӑмӑлне те, ӑсне те ырӑлатӗ, Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлӗ; 10. вӑл хӑй вӗрентӗвӗн ӑслӑлӑхне кӑтартӗ, Ҫӳлхуҫа халалӗн саккунне уяса пурӑннипе ырӑ ят илӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Кил-ҫурта пӑрахса тухса каясси, пурнӑҫа кирек ӑҫта та ҫӗнӗрен йӗркелесси хӑратмасть мана. Питӗ ватӑ мар-ха эпир, вӑй-хал пур. Анчах хуҫалӑха тытса пыма пӗлмен ҫынсене хамӑн ҫурта епле парса хӑварас-ха? Пуррине юхӑнтарма нумай кирлӗ мар вӗт. Ахаль те пӑтранса пурӑннипе вӑхӑта сая ятӑм», — калаҫрӗ Владимир Катырев.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Малтан ытла та чухӑн пурӑннипе те ҫыхӑннӑ ку.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05