Поиск
Шырав ĕçĕ:
Прохор чӑпӑркка аврипе чугуна шаккарӗ те кулса ячӗ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аяккалла кайса пыракан симӗс ещӗксен ярӑмӗ пӗр майлӑн тӑкӑртатнине итленӗ май вӑл, ҫӗрелле тирӗннӗ сӳрӗк куҫӗсене ҫӗклесе пӑхмасӑр, чылайччен пушӑ аврипе платформа хӗррине тӑкнӑ шлак ванчӑкӗсене чакаласа тӑчӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан — чӑпӑрккана ҫавӑрса тытрӗ те вӑл, сотнике нимӗн тавҫӑрса илме памасӑр, питӗнчен, аллисенчен чӑпӑркка аврипе ҫунтарма тытӑнчӗ.Перехватив кнут, он бил кнутовищем по лицу, по рукам, не давая сотнику опомниться.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах та полковник, унӑн шухӑшӗсене тепӗр май ҫавӑрса ярас тенӗ пек, хӗҫ аврипе сӑмса сыппине хыҫса илчӗ те ҫапла каларӗ:Но полковник, словно разубеждая его, эфесом шашки почесал переносье, сказал:
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий, чӗлпӗр вӗҫне ҫавӑркаласа тип ҫырмаран тухнӑ чухне, кашкӑра самантлӑха куҫран ҫухатрӗ, утне тӗмеске ҫине сиктерсе хӑпарсассӑн ӑна татах курчӗ: — вӑл чылай аякра йӑртлатса пырать иккен; ҫеҫенхирӗн хура йӑранӗсем тӑрӑх ҫӗрпеле пӗр тӗс пулса, хыт курӑксем хушшипе йытӑсем шӑвӑнаҫҫӗ, унтан та инҫерехре, Крепышне чӗн саламат аврипе ӑшалантарса, чӑнкӑ шырлан хӗррипе ватӑ пан тӗрлеттерсе пырать.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кумӗн сӑн-питӗнче тарӑхни-туни палӑрмарӗ, уншӑн пулсан — хуть килте лар, хуть килтен тухса кайса сӗтӗрӗнсе ҫӳре — пурӗпӗр; вӑл, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те, пушӑ аврипе хулпуҫҫийӗсене хыҫкаларӗ, вара икӗ кум ҫула тухса кайрӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Озеров вара пӑсӑлса, ланкашкаланса пӗтнӗ ҫула, ун тӑрӑх майӗпен шӑвакан лавсене, пичӗсене тӑм илтернӗ, юрланса пӗтнӗ хӗрарӑмсем ҫӗмрӗк ҫуна тавра тата ҫул хӗрринчи канава пушатнӑ тырӑ миххисем тавра тӑнине курчӗ, Васька Голубцова та курчӗ вӑл: харсӑр ача, ашшӗн кӗске кӗрӗкне тӑхӑннӑскер, кӗрт тӑрӑх аран-аран ашса, васкаман хӗрарӑмсем патне пырать, вӗсене пушӑ аврипе юнаса хыттӑн кӑшкӑрать…
XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лаша хартлатса илчӗ — Виктор шартах сикрӗ; алӑк патне чӗрне вӗҫҫӗн, шӑппӑн утса пычӗ те саламат аврипе шаккарӗ.Всхрапнул конь — Виктор вздрогнул: на носках, крадучись, подошел к двери, постучал рукоятью плетки.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Быков, хӑйне ҫӑлакана автомат аврипе ҫапса ватнӑ та, унӑн ванчӑкӗсене йывӑҫ тӗмӗсем хушшинелле ывӑтнӑ.Быков добил свою спасительницу прикладом автомата и обломки раскидал по кустам.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫав вӑхӑтрах Бражников, мачча шӑтӑкӗнчен курӑннӑ эсэсовец пуҫне автомат аврипе ҫапса ҫурнӑ та ҫӗрелле сикнӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
— Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, — терӗ Сергей, аллинчи саламат аврипе карттӑ ҫинелле кӑтартса, — ҫулсем пирӗн ниме юрӑхсӑр, машинӑсене пӗр хӗрхенмесӗр вататпӑр, йӗпе-сапаллӑ кӗр килсен вара — хӑть те хурах кӑшкӑр! — Ку тӗлте саламат аври вылянса илчӗ те карттӑн пӗтӗм тӑршшӗпех чупса тухрӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей саламатӑн шерепеллӗ аврипе станица тавра тӗллесе ҫаврӑнсан, ҫынсем сасартӑк симӗс садсене курчӗҫ — вӗсем Родниковскине йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ, площадьрен садсем еннелле, тротуарлӑ тата виҫӗ рет йывӑҫ лартса тухнӑ турӗ урамсем пур еннелле те, хӗвел пайӑркисем пек, тӑсӑлса выртаҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑмла аврипе явкаланнӑ йывӑҫ тӗмӗсем ҫинче пӗрмаях кайӑк-кӗшӗк хӗвӗшетчӗ, халӗ унта кӳлӗ капланса тӑрать: шывра кайӑксен пӗчӗк йӑвисем юхса ҫӳреҫҫӗ, ӑшӑх вырӑнсенче вара мӑнаҫ чарлансем пулӑ тытаҫҫӗ; ӗнер анчах хӑмӑш кашласа ларнӑ улӑхра паян улӑхӗ те, хӑмӑшӗ те ҫук — пурте шыв айне пулнӑ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вӑй ҫитет! — Макариха пушӑ аврипе картан ҫӳлти вӗрлӗкне шат! тутарчӗ те, Ерофей Кузьмич шартах сиксе илчӗ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Акӑ ӗнтӗ патефона уҫрӗҫ, аврипе, шарманкӑна ҫавӑрнӑ пек, заводить турӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпир виҫӗ утӑмра ҫеҫ пулнине курсан, вӑл сиксе тӑчӗ те тарма шухӑшларӗ, анчах малта пыракан капитан ӑна пӑшал аврипе ҫапрӗ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сасартӑк курах кайрӑм: эпӗ пӑшал аврипе ҫапса ӳкернӗ тискер этем вилмен иккен, анраса кайнӑ ҫеҫ.Вдруг я заметил, что тот дикарь, которого я ударил прикладом, не убит, а только оглушен.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Малта чупса пыраканӗ ман тӗле ҫитсен, ун патне сасартӑк чупса пытӑм та пӑшал аврипе ҫапса ураран ӳкертӗм.Когда передний поравнялся со мной, я неожиданно бросился на него и прикладом ружья сшиб его с ног.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тепӗр пилӗк минутран вӑл Полозова тыткӑна илчӗ, ҫамрӑксене командӑсем пара пуҫларӗ, икӗ кашӑк аврипе сӗтеле марш кӗвви е тата ҫавӑн пек темле япала шаккама тытӑнчӗ.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пушӑ аврипе ҫултан сулахаялла тӗллесе кӑтартать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.