Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна эп мӗнпур чӗререн хумханса итлерӗм, вӗҫкӗн Наполеона, Кутузов мар, эпир Расщепейпе аркатнӑн туйӑнчӗ.Я выслушала это с огромной радостью, словно не Кутузов, а мы с Расщепеем разбили Наполеона.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗлӗкхине аса илнӗ май, ун пек илӗм-тилӗм вӗҫкӗн сӑмахсем ман кӑмӑла пӑтратаҫҫӗ, ҫапах та эпӗ ӑна пикенсех итлерӗм, хисеплеме пӗлекен ҫын пек пулма тӑрӑшрӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ гостинӑйсем тӑрӑх шаклаттарса ҫӳрекен вӗҫкӗн мар.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан вӑл, пӗтӗм урама янратса юрласа: — «Вӗҫкӗн каять курорта, курса юлӑр пурӑр та…» — тесе, киле май уттарчӗ.Потом он ушел, распевая на всю улицу: — «Воображала первый сорт уезжала на курорт…»
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл хӑй Бальзакӑн вӑтӑр ҫулхи вӗҫкӗн хӗрарӑмӗ, бал хыҫҫӑн ывӑнса ҫитсе, хӑйӗн ҫемҫе пуканӗ ҫинче ларнӑ пекех ларать.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах вӗҫкӗн хӗр халӑха улталаса, суя чап илсе ҫеҫ пурӑннине пӗлсен вара чӑтаймасть, ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Чӑнкӑ Мирунпа Вӗҫкӗн Вӗҫелис ресторанра сыпса лараҫҫӗ.
Шурӑ, шурӑ, кӑпӑшка // Евгений Турхан. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
– А-а-а, Вӗҫкӗн Вӗҫелис кантурӗ пирки калатӑн-ҫке эсӗ.- А-а-а, ты оказывается говоришь про контору Василисы Хвастуна.
Мӗн вӑл филиал? // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
29. Моав ытла та мӑнаҫлӑ пулни ҫинчен, мӑнкӑмӑллӑ, вӗҫкӗн, каппайчӑк пулни ҫинчен, чӑрсӑр чӗреллӗ пулни ҫинчен илтнӗ эпир.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Вӗҫкӗн Микихвер хӗрӗннине» каласа парӑр-ха!
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чиновник ӑна: «Ак ҫакнӑ йышӑнмасӑр тӑраймӑр вара», тет те питӗнчен ҫатлаттарать; вӗҫкӗн патак ярса тытать, чиновник ӑна кӑкӑрӗнчен чышать; вӗҫкӗн ӳкет, шавланине илтсе, тарҫӑсем чупса ҫитеҫҫӗ, барин вилӗ выртать, — вӑл ҫӗре питӗ хытӑ персе анса тӑнлавӗпе сӗтел ури айне лартакан тимӗр ҫине ҫапӑннӑ иккен.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каччӑ Прибыткова патне кайса ӑна тытса чарнӑ будочниксенчен вӗҫкӗн мӗн ятлине ыйтса пӗлет, ун патне кайса, ӑна дуэле тухма чӗнет; дуэле тухма чӗниччен вӗҫкӗн хӑйӗн йӑнӑшне кулкаласа анчах йышӑнать, дуэле чӗннине илтсен, ахӑлтатса кулса ярать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпир вӗҫкӗн ҫынсем мар.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл ман тӑван атте пулин те, усал ҫын пулнӑ, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! йӑкӑс ҫын, вӗҫкӗн казак пулнӑ…
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.