Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗнмерӗ (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яков Лукич, хӑйӗнчен мӗн ыйтнине илтмен пек пулса, нумайччен чӗнмерӗ.

Яков Лукич долго молчал, будто и не слышал обращенной к нему просьбы.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑна хирӗҫ никам та чӗнмерӗ.

Сдержанное молчание было ей ответом.

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хирӗҫ каласса кӗтсе, Давыдов пӗр чӗнмесӗр табак туртрӗ, паҫӑрхи евӗрлех ним пулман пек кулакан Поляница та чӗнмерӗ.

Давыдов молча курил, ожидая ответа, молчал и Поляница, все так же безмятежно улыбаясь.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унта пулнисенчен никам та пӗр сӑмах чӗнмерӗ, анчах Дубцов мӗн каланине вӗсенчен кашнех хӑйне майлӑ йышӑнчӗҫ: суккӑртарах счетовод, черетлӗ сводка ҫине пӑхма пӑрахса, тӗлӗннипе куҫлӑхне ҫамки ҫине улӑхтарса лартрӗ, куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр, Дубцов ҫине ним шутлама аптранӑ пек пӑхрӗ; Яков Лукич, хӑйӗн тӗксӗм те йӗрӗнчӗк куллине пытараймасӑр, пуҫне айккинелле пӑрчӗ, Давыдов вара, савӑнӑҫлӑн йӑл кулса, пукан хыҫӗ ҫине сӗвенчӗ; ун айӗнчи пукан тайкаланса, чӗриклетсе илчӗ.

Никто из присутствовавших не проронил ни слова, но зато каждый из них по-своему воспринял сказанное Дубцовым: счетовод, оторвавшись от очередной сводки, в изумлении вздернул очки на лоб и, не моргая, ошалело уставился на Дубцова подслеповатыми глазами; Яков Лукич, будучи не в силах скрыть хмурую и презрительную улыбку, отвернулся, а Давыдов, просияв радостной улыбкой, откинулся на спинку стула так, что стул заходил под ним ходуном и жалобно заскрипел.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Давыдов чӗнмерӗ.

Давыдов молчал.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Макарӑн шурса кайнӑ питӗнче хытӑ мӑкӑльсем выляма пуҫларӗҫ, анчах вӑл хӑйне тытса чарчӗ-чарчех, чӗнмерӗ.

У Макара заиграли под побледневшими скулами крутые желваки, но он огромным усилием воли сдержался, промолчал.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов чӗнмерӗ.

Давыдов промолчал.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла пирӗн квартирант шӑппӑн та йӗркеллӗн виҫӗ талӑк пурӑнчӗ, чӗнмерӗ, тӑваттӑмӗш талӑка кайсан вара хайхи калаҫма пуҫларӗ…

Прожил наш квартирант трое суток тихочко-смирночко, молчком, а на четвертый день заговорил…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лешӗ ним те чӗнмерӗ, сӑмсине нӑш-нӑш ҫеҫ турткаларӗ, унтан лашине утланчӗ те кайрӗ.

Промолчал этот чудак, только носом посопел, с тем сел верхи и уехал.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов ҫаплах чӗнмерӗ, ҫавӑнпа та Куприяновнӑна чӑрмантаракан пулмарӗ.

Давыдов по-прежнему молчал, и Куприяновна высказывалась без помех:

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Куприяновна ӑна хирӗҫ ним те чӗнмерӗ.

Куприяновна не ответила на его приветствие.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аса илӳсен хурлӑхӗ килсе пуснипе пулас, Аржанов вӑрах чӗнмерӗ.

Очевидно подавленный воспоминаниями, Аржанов надолго замолчал.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫурӑмӗ ҫине таянчӗ, чӗнмерӗ, унтан пӑшӑлтатнӑ пек ерипен каларӗ: «Ман айӑпа пула ку алӑ куҫҫуль те сахал мар шӑлнӑ…» — стена еннелле ҫаврӑнчӗ те вилчӗ, кайрӗ леш тӗнчене Власий туррӑн ут кӗтӗвӗсене кӗтме…

Он прилег на спину, помолчал, а потом почти шепотом сказал: «И слез она по моей вине вытерла немало…» — отвернулся лицом к стенке и помер, пошел на тот свет угоднику Власию конские табуны стеречь…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аржанов ҫаврӑнса ларчӗ те нумайччен сӑмах чӗнмерӗ.

Аржанов, отвернувшись, долго молчал.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов пӗр хушӑ чӗнмерӗ, Лушка хӑйне ҫавӑн пек ним именмесӗр мухтани ӑна кӑмӑла каймарӗ, тӗлӗнтерчӗ.

Давыдов помолчал, неприятно удивленный таким развязным самодовольством.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Яков Лукич арӑмне хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ.

Яков Лукич не ответил на вопрос жены.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Половцев пукан ҫине ларчӗ, хӗҫне чӗркуҫҫи ҫине хучӗ, аллисемпе хӗҫ ҫине тӗренсе, пуҫне усрӗ те нумайччен сӑмах чӗнмерӗ.

Половцев сел на стул, положил на колени шашку и, опираясь о нее руками, низко согнувшись, долго хранил молчание.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ текех йытӑлла вӗрместӗн-и ӗнтӗ? — ахӑлтатсах кулса ячӗ Кондрат, анчах Куженков, илтмӗш пулса, нимӗн те чӗнмерӗ.

Теперь не гавкнешь? — захохотал Кондрат, но Куженков промолчал, словно и не слышал.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов чӗнмерӗ

Давыдов молчал.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демид чӗнмерӗ, сарлакан хӑлаҫланса ҫеҫ кӑтартрӗ.

Демид промолчал, широко повел рукою.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней