Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем хушшинче ак ҫаксене — вунсаккӑрмӗш-ҫирӗммӗш ҫулсенче карательсен отрячӗсенче ҫӳренӗ, кӗҫӗн командирсен составӗн сентябрьти мобилизацийӗнчен пӑрӑнса юлнӑ ӗлӗкхи Дон ҫарӗн уретникӗсене, вахмистрӗсемпе подхорунжийӗсене, пӗлтӗр Тури Дон округӗнчи восстани вӑхӑтӗнче тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсене пере-пере пӑрахса паттӑра тухнӑ повстанецсене, — кӗскен каласан, совет влаҫӗпе пачах ҫула майлӑ мар ҫынсене курма пулнӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Халь ӗнтӗ мана ӗҫлес куна ҫапла ӗҫсӗр ирттернӗшӗн ахаллӗн каҫармаҫҫех терӗ вӑл, ватӑлса килес ҫулсенче пирӗн пек ҫынсемпе ҫыхӑнса кайма ӑнран тухнӑ ҫын кӑна пултарать терӗ.
Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Григорий арӑмӗ патне сивӗ ютшӑнусӑр пуҫне нимӗнле туйӑм та пулман тата ӑна пачах юратман вӑхӑт та пулнӑ, анчах юлашки ҫулсенче вӑл ун ҫине урӑхларах пӑхма пуҫларӗ, Наталья пирки кӑмӑлӗ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кайнин тӗп сӑлтавӗ вара ачисем пулчӗҫ.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӳршӗллӗ пурӑннӑ май, вӗсем юлашки ҫулсенче час-часах тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрне нимӗн чӗнмесӗр пуҫ тайса иртрӗҫ, хушӑран кӑштах калаҫкаларӗҫ те.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Лӑпкӑ Дон» роман-эпопейӑна Дон тӑрӑхӗнче 1919—1922 ҫулсенче пулса иртнӗ ӗҫсене тӗпе хурсӑ ҫырнӑ.В основу романа-эпопеи «Тихий Дон» легли события на Дону в 1919-1922 годах.
Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫаплах 1920-1921 ҫулсенче Чӗмпӗрте тухса тӑнӑ «Атӑл юрри» журнала ҫӗнӗрен чӗртрӗҫ.Также в 1920-1921 годах был возрожден журнал «Волжская песня», издававшийся в Симбирске.
Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.
Ҫак хаҫатсем хупӑннӑ хыҫҫӑн Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче чӑваш пичечӗ сӳнет (1920-1921 ҫулсенче «Атӑл юрри» журналӑн (редакторӗ Александр Милли) икӗ номерне шута илмесен).
Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.
Анатолий Малышев: «Урташ пурӑннӑ ҫулсенче ертӳҫӗсемпе те, чиновниксемпе, пит килӗштереймен. Чӗлхине пулах чӑваш писателӗсен пӗрлешӗвне те кайран, вилес умӗн кӑна илчӗҫ».
Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
Пробатовпа тӗл пулни Мажаровӑн мӗн пур иккӗленӗвӗсен тӗввине касса татрӗ, ӑна, пӗрре ача чухнехи асран кайми ҫулсенче илсе тухнӑ пек, хӑй пурнӑҫ тӑршшипех шыранӑ-ӗмӗтленнӗ ҫӗр ҫине илсе тухрӗ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Влаҫра ларнӑ ҫулсенче Аникей хӑйӗн тӗп тӑшманӗ тесе пӗрмаях Егор Дымшакова шутланӑ, пухусенче вӑл тухса каласран кӑна хӑранӑ — Егор яланах нимӗн хӗрхенмесӗр, кулса, мӑшкӑлласа, хаяррӑн тухса каланӑ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Апла пулсан, ҫак ҫулсенче вӗсем кама та пулин пире хамӑра кирлинчен ытларах кирлӗ пулнӑ.Значит, кому-то в эти годы она нужней была, чем нам с тобой.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Егор лайӑх ӑнланчӗ: халӗ Аниҫҫе унран кая мар асапланать, анчах талайӗ ҫавӑн пек-ҫке унӑн, вӑл хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне кӑтартма юратман, нихҫан та хӑйӗн совеҫне хирӗҫ пыман, чи йывӑр ҫулсенче те никама та кайса пуҫ ҫапман.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Акӑ вӑл Дымшаков юлашки ҫулсенче ӗмӗтленнӗ, нумайранпа кӗтнӗ, теветкеллӗ самант.Вот она, долгожданная и рискованная минута, о которой мечтал он последние годы.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ку 1960-мӗш ҫулсенче пулса иртнӗ.
Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Хӑй Мускавра пурӑннӑ ҫулсенче Константин хӗрсемпе те, хӗрарӑмсемпе те пӗрре ҫеҫ паллашман, час-часах юратса та пӑхнӑ, тепӗр чухне кӑсӑклӑ пек туйӑннӑ ҫынпа хӑйӗн кун-ҫулне ҫыхӑнтарма та хатӗр пулнӑ, анчах ҫакна — ҫамрӑк чухне ҫапла тӑваҫҫӗ те-ха — суккӑрлӑх, мӗн пулса тухасси ҫинчен шутласа пӑхмасӑр тума пултарайман, пур енӗпе те чӑркӑшнӑ, хӗрсем, хӗрарӑмсем ҫине ытла та хытӑ пӑхнӑ, вӗсене темӗнле ҫитме ҫук идеалпа танлаштарнӑ, веҫех тӗплӗн виҫнӗ, вара ӑна хӑйӗн туйӑмӗнчен ҫӑмӑллӑн тӳрленме кирек мӗнле пӗчӗк кӑлтӑк та ҫителӗклӗ пулнӑ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл хӑйне ялта мӗн кӗтнине те, унта мӗн тӑвассине те пӗлмест, ҫапах та, хӑй юлашки ҫулсенче пурӑнса ирттерни вӑхӑтлӑх тата иртсе каймаллискер ҫеҫ пек, чӑн-чӑн пурнӑҫ тин ҫеҫ ҫывхарса ҫитнӗ пек.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Атту вӑл ҫак ҫулсенче Ксени ӑна кӗтсе пурӑннӑ тесе шутлама пултарать.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ман ҫулсенче нумай ҫынсем наукӑра ҫӗнӗ япала тума та, кӗнекесем ҫырма та ӗлкӗрнӗ — сахал-и унта!..В мои годы многие люди сумели, совершить и открытия в науке, и написать книги, и мало ли что!..
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Юлашки ҫулсенче вӑл сахал мар йывӑрлӑхсем чӑтса ирттернӗ, анчах вӗсенчен чи йывӑррисене пӗтерме те май тупнӑ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.