Поиск
Шырав ĕçĕ:
47. Ман сӑмахӑма илтсе те Мана ӗненмен ҫынна Эпӗ айӑпламастӑп: Эпӗ тӗнчене айӑплама килмен, ӑна ҫӑлма килнӗ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иисус каланӑ вӗсене: сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсан, эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Турӑ патӗнчен анса килнӗ; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Вӑл янӑ.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: эсир Мана та пӗлетӗр, Эпӗ ӑҫтан иккенне те пӗлетӗр; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Яраканӗ, Чӑнни, пур, эсир Ӑна пӗлместӗр.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсир вут-ҫулӑмпа ялкӑшса тӑракан ту патне килмен, хура пӗлӗт патне, сӗмлӗх патне, ҫил-тӑвӑл патне килмен, 19. трупа сасси ҫывӑхне, калаҫакан сасӑ патне пырса тӑман; ҫав сӑмахсене илтекенсем йӑлӑнса каланӑ: «ку сӑмах пире ан илтӗнтӗрччӗ» тенӗ, 20. мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн хӑйсене: «тӑва сӗртӗнсен, тискер кайӑка та чулпа персе вӗлермелле е ухӑпа персе вӗлермелле» тенине тӑнламашкӑн хал та ҫитмен; 21. ун чухне курӑнни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, Моисей хӑй те: «эпӗ хӑраса, чӗтресе тӑратӑп» тенӗ.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпир тӗнчене нимӗн те илсе килмен; паллӑ ӗнтӗ, унтан та нимӗн те илсе тухас ҫук.7. Ибо мы ничего не принесли в мир; явно, что ничего не можем и вынести из него.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑвӑр ӗненнипе сире тивлет парса ҫӑлнӑ; ҫӑлӑнасси хӑвӑртан килмен, вӑл — Турӑ панӑ ырӑлӑх: 9. эсир хӑвӑр ӗҫӗрсене пула ҫӑлӑнман, ҫавӑнпа никам та ан мухтантӑр.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ку шухӑш сире хӑвӑра Чӗнсе Илекенрен килмен.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпир ытлашши мухтанмастпӑр, эпир сирӗн пата Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме килмен пулсассӑн, пире ҫапла айӑплама пулатчӗ.
2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тӑвас килнӗ ырра тӑваймастӑп, тӑвас килмен усала тӑватӑп.19. Доброго, которого хочу, не делаю, а злое, которого не хочу, делаю.
Рим 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл — шывпа, юнпа, Сывлӑшпа килнӗ Иисус Христос; Вӑл шывпа ҫеҫ килмен, шывпа тата юнпа килнӗ; Ун ҫинчен Сывлӑш кӳнтелет: Сывлӑш — чӑнлӑх вӑл.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Вӑл, вӗсен еннелле ҫаврӑнса, вӗсене чарса каланӑ: эсир хӑвӑр мӗнлине пӗлместӗр; 56. Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Этем Ывӑлӗ те Хӑйне пулӑштарасшӑн килмен, Хӑй пулӑшасшӑн, нумайӑшне ҫӑласшӑн Хӑй чунне пама килнӗ, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вара вӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: эсир пӗлетӗр: халӑхсен пуҫлӑхӗсем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, тӳресем те халӑха хӗсӗрлеҫҫӗ; 26. сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас теекенӗ сирӗн тарҫӑр пултӑр; 27. хӑвӑр хушшӑрта малти пулас теекенӗ сирӗн чурӑр пултӑр; 28. Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ, тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ саккуна е пророксен сӑмахӗсене пӑрахӑҫлама килнӗ тесе ан шухӑшлӑр: Эпӗ пӑрахӑҫлама килмен, туса ҫитерме килнӗ.17. Не думайте, что Я пришел нарушить закон или пророков: не нарушить пришел Я, но исполнить.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ хама хам каларӑм: чунӑм! ӑслӑлӑха шыра, ӑнланма тӑрӑш, 5. эсӗ хӑв ирӗкӳпе килместӗн тата каяссу килмен чухнех каятӑн, сана кӗске вӑхӑт ҫеҫ пурӑнма ирӗк панӑ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ун хыҫҫӑн патша хӑйӗн керменне кайнӑ, каҫхи апат ҫимесӗрех ҫывӑрма выртнӑ, ӗҫме-ҫимене хӑй патне илсе кӗме те хушман, анчах ыйхи килмен унӑн.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӑл вара, Ырӑскер, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, вӗсене тӗппипех пӗтермен, Хӑйӗн ҫиллине нумай хутчен пусарнӑ, Хӑйӗн хаярлӑхне пӗтӗмпех кӑларман: 39. Вӑл вӗсем ӳт иккенне, сывлан сывлӑш — пӗр кайсан каялла килмен сывлӑш — иккенне астуса тӑнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ хам ирӗкӗмпе килмен, Туррӑмӑр хушнипе килтӗм, ҫавӑнпа Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑр.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сири ҫарӗ йышлӑн килмен пулин те, вӗсем Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе питех те пысӑк ҫара ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, иудейсем хӑйсен ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑшӑн ҫапла пулнӑ та ку.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ чӗрӗ, мана Вӑл сана усал тӑвасран тытса чарчӗ, эхер те эсӗ ман патӑма васкаса килмен пулсассӑн, эпӗ тул ҫутӑличчен Навал кил-йышӗнчи пӗр арҫыннине те чӗрӗ хӑвармастӑмччӗ, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.