Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Кӑнтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑнтӑр (тĕпĕ: кӑнтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑр Украинӑри авалхи парксем тата!

А старые парки Южной Украины!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Горева «армире» пулман талӑксенче военно-полевой управлени хулан инҫетри кӗтессинчен хулан кӑнтӑр енчи кварталӗсене куҫса килнӗ, Александра Ивановна хӑйпе пӗрле тахҫантанпах служить тӑвакан ҫынсем хушшине пырса тухсан, ӑна ҫавӑнтах Томас Мюнцер переулокӗнчи пӗр чылай пуян коммивояжерӑн питӗ илемлӗ ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ.

За те сутки, что Горевой не было «в армии», военно-полевое управление из дальнего предместья переместилось в южные кварталы города, и Александру Ивановну, когда она появилась среди своих старых сослуживцев, немедленно устроили в очаровательном особняке, принадлежавшем состоятельному коммивояжеру, в переулке Томаса Мюнцера.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Александра Ивановна кӑнтӑр енчен тапӑнса пыракан дивизие кайма хатӗрленчӗ, юлташӗсене те, машинӑна та тупнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ҫула тухса каяс минутра ӑна сасартӑк хулан хӗвелтухӑҫ енчи тулашне кайма сӗнчӗҫ, унта кӳрше васкавлӑн улӑштармалла тата ҫавӑнпа пӗрлех Дунай флотилийӗпе ҫыхӑнӑва майласа ямалла пулнӑ.

Александра Ивановна готовилась отправиться в дивизию, наступающую с юга, и уже подобрала компанию и обзавелась машиной, как вдруг почти в минуту отъезда ей рекомендовали отправиться в восточные пригороды, где приходилось срочно сменять соседа, а заодно налаживать связь с дунайской флотилией.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эпир сирӗнпе кӑнтӑр ҫыннисем, анчах ҫурҫӗрте те хамӑра япӑх туймастпӑр, — калаҫса пӗтерчӗ те Сталин Воропаева хирӗҫ темиҫе утӑм турӗ.

Мы с вами южане, а на севере тоже себя не плохо чувствуем, — договорил Сталин и сделал несколько шагов навстречу Воропаеву.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Апла пулин те, Ленин урамӗнче, Графски пристань ҫывӑхӗнче, халӑх яланах нумай пулать, Кӑнтӑр бухтин ҫыранӗнчен пӗр самантлӑха та чарӑнма пӗлмен мӑлатуксемпе электричествопа ӗҫлекен пӑрасен шавӗ, пулеметран пенӗ пек, тӑнкӑртатса илтӗнет.

Впрочем, на улице Ленина, поближе к Графской пристани, было довольно оживленно, а с берега Южной бухты теперь доносился дробный, как пулеметная очередь, и ни на секунду не останавливающийся звук молотов и электрических сверл.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӑш чухне, тӑрсан-тӑрсан, ҫӑра пӗлӗтсем хушшинче кӑнтӑр еннелле ҫӗмӗрӗн пек вӗҫсе пыракан хӑлат курӑнать.

Порою парил в серых тучах сокол, холодный ветер гнал птицу на юг.

XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Кунта лашасене ҫитерсен, эпир ҫыран хӗрринчи ансӑр ҫулпа, сӑртсен хӗррипе тинӗс хушшинчи хӗсӗк ҫулпа пырса пӗр чарӑнмасӑрах Бронтеркри «мӑн чиркӳ» патне ҫитрӗмӗр; унтан тата тепӗр миль инҫерех тӑракан Гвальфиордӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗ хӗрринчи 3аурбеертир кивӗ чиркӗве ҫитрӗмӗр.

Здесь лошади были накормлены; дальше мы проехали по узкой прибрежной дороге, между цепью холмов и морем, без остановки до Брантарской «Главной церкви» и еще на милю дальше, до Заурбоерской «Annexia», заштатной церкви, находящейся на южном берегу Хваль-фьорда.

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вал кӑшкӑрашма чарӑнсан, шӑплӑха кӑнтӑрлачченех нимен те хускатмасть, анчах кӑнтӑр ҫитсен, Варвара каллех никамран малтан мӗн те пулин юрласа яратех.

Как только стихал он, уже ничто не нарушало тишины до полудня, когда она же первая обязательно что-нибудь запевала.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Унӑн ҫурчӗсем шоссерен кӑшт аяларах, пурте кӑнтӑр еннелле пӑхса лараҫҫӗ.

С домами пониже шоссе, как один обращенными к югу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Калинин ячӗпе тӑракан колхоз тинӗс хӗрринелле анакан сӑртӑн кӑнтӑр тайлӑмне вырнаҫнӑ.

Колхоз имени Калинина был расположен на южном склоне холма, спускающегося к морю.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тепӗр эрнерен вӑл каллех килсе ҫитет, кӑнтӑр енчи айлӑмсене ҫеҫпӗлсем сапаласа тӑкать, кизил йывӑҫҫисене папаксем кӑларттарать, вара ҫӗнӗрен тӗтрепе ҫумӑр, е тата пас ӑшне тарать.

Чтобы спустя неделю прорваться снова, разбросать по южным склонам подснежники, образовать почки у кизила и вновь бежать в туманы, в дождь, в изморозь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Кайран вӗсем иккӗшӗ те аманни, сывмарри тата вӗсене кӑнтӑр кирли палӑрнӑ, вара вӗсем, мӗнпур ҫар ҫыннисем пекех, ӗҫсӗрскерсем, кӑнтӑралла тухса килнӗ…

Потом оказалось, что они оба изранены и больны, что им нужен юг, и они, беззаботные, как все военные люди, двинулись на юг.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тӗксӗм-хӗрлӗ, хӑрса кайнӑ гранат йывӑҫӗн хуппи тӗслӗ ту тепӗр тӑва, ҫуллахи кӑнтӑр кунӗнче пулакан хумсем пек ҫӑра-кӑвак, сӗткенлӗ те ҫемҫе, пӗр йӗрсӗр тӑва витсе тӑрать; кӑвакки хӑйпе юнашар икӗ ту хушшине хӑй тӗсне панӑ, кӑвакарса, пӗлӗтпе пӗрлешнӗ; тӗксӗм-хӗрлӗ тӗслӗ малти тӑвӑн чиккисене те хӑй тӗсне ӳкерчӗ, ун тӑрӑх тӗттӗм пулнӑ вӑхӑтри пек пӑтранчӑк ӗнтрӗк сапаланнӑ.

Темно-рыжая, в пятнах цвета высохшей гранатовой корки гора прикрывала другую, густо-синюю, как волна в летний полдень, сочную, мягкую, лишенную очертаний; синяя окрашивала собою ущелье, что проходило рядом, синяя вливалась в небо и синила его, заливала границы передней темно-рыжей горы и распространялась по ней мутными, точно сумерки, заплывами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ку тӗлӗшпе кӑнтӑр — тӗлӗнмелле аван.

Юг в этом отношении — удивительный лекарь.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Хӗвел каҫхи тӗтрене, арланӑ йӗпе ҫип сарнӑ пек, тусен кӑнтӑр аяккисене сарса хучӗ те типӗтсе ячӗ.

Солнце просушивало ночные туманы, расстеленные, как мокрая пряжа, на южных склонах гор.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫапла Ганс пире Снеффельс ҫурма утравӗн кӑнтӑр енчи ҫыранӗ хӗрринче, вулкан тӑвӗ пуҫланнӑ ҫӗртех ларакан Стапи ялне ҫитиччен ертсе кайма пулчӗ.

Итак, Ганс обязался провести нас до деревни Стапи, находящейся на южном берегу полуострова Снайфедльснее, у самой подошвы вулкана.

XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

8-мӗш числара капитан ҫав утравсенчен чи хӗвелтухӑҫӗнчине, Миггенес ятлӑ утрава палласа илчӗ те, эпир тӳрех Исландин кӑнтӑр енчи ҫыранӗнчи Портланд ҫӑмсахӗ еннелле кайрӑмӑр.

8-го числа капитан узнал Мюггенес, самый западный из этих островов, и с этого времени мы пошли прямо на мыс Портланд, находящийся на южном берегу Исландии.

IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Каҫалапа шхуна Данин ҫурҫӗр вӗҫӗнчи Скаген сӑмсахӗ умӗнчен ҫавӑрӑнса иртрӗ, ҫӗрле Кагеррак тӑрӑх пырса, Линлнес сӑмсахӗ ҫывӑхӗнчен Норвегин кӑнтӑр енчи вӗҫӗнчен пӑрӑнчӗ те, Ҫурҫӗр тинӗсне тухрӗ.

К вечеру шхуна обогнула мыс Скаген у северной оконечности Дании, затем ночью прошла по проливу Скагеррак, миновала близ мыса Линнеснес южную оконечность Норвегии и вышла в Северное море.

IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Питех те аван, — терӗ капитан Бьярне, — хӗвелтухӑҫӗпе кӑнтӑр енчен вӗрет.

— Ветер отличный, — ответил капитан Бьярне, — юго-восточный.

IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ку документ чӗлхи — кӑнтӑр енчи пӗр-пӗр чӗлхе, ун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Следовательно, мы имеем дело с одним из южных языков.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней