Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тери сăмах пирĕн базăра пур.
тери (тĕпĕ: тери) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Республикинче тӗрӗ тӗрлекенсем, капӑр ҫи-пуҫ хатӗрлекенсем, йывӑҫа касса эрешлекенсем, тӑм тетте тӑвакансем ҫав тери йышлӑ пулин те ытти регионсенчен килнӗ маҫтӑрсем конкурса хутшӑнни уявӑн ят-сумне тата ҫӳле ҫӗклет.

Хоть и в большом количестве вышивальщиц, мастеров по изготовлению украшений, по вырезанию по дереву, по изготовлению глиняных игрушек из Чувашской Республики, все же участие в конкурсе мастеров из ряда других регионов возвышает значимость праздника.

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пӗрлештереҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Алгебра предметне ҫав тери кӑмӑллани хӑйӗн ӗҫне тӑвать пулмалла.

Любовь к алгебре делает, наверное, делает свое дело.

Ҫӗнӗ пурнӑҫа — ҫамрӑк хӑватпа // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ун чухне паспортри штамп та ҫав тери кирлӗ япала шутланнӑ – партипе хӗсмет карьеринче ҫитӗнӳсем тума, чикӗ леш енне кайма тата ытти те.

Тогда штамп в паспорте играл большую роль – для успеха в карьере партийном и государственном, для выезда за рубеж и прочее.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ун чухне паспортри штамп та ҫав тери кирлӗ япала шутланнӑ – партипе хӗсмет карьеринче ҫитӗнӳсем тума, чикӗ леш енне кайма тата ытти те.

В то время штамп в паспорте считался необходимостью – для карьерного роста в партийном и государственном деле, для выезда за границу и прочее.

Ҫырӑнмасӑр кӑна пурӑнар-и? // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Самар чӑвашӗсен ертӳҫи Николай Давыдов унӑн пултарулӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ, ырӑ кӑмӑлӗ пирки ҫапла каларӗ: — Ҫынни пысӑках та марччӗ, анчах ӗҫӗсем ҫав тери пысӑк.

Руководитель чуваш Самары Николай Давыдов о его творчестве, трудолюбии, добродушии сказал так: - Человек он хоть и был не большим, но дела его очень велики.

Архиповӑн ячӗ халӑх асӗнчех // Елена ТРОФИМОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Малашне те килесшӗн-ха, — хуравларӗ вӑл. — Шупашкар питӗ килӗшет мана. Ҫыннисем ҫав тери тараватлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ. Кунтан чунпа пуянланса кайни ҫулталӑка ҫитет».

Помоги переводом

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Куртӑм та — тӗлӗнтӗм: мӗн тери хитре вӗсем, куҫ илми пӑхас килет, сӑнанӑҫемӗн кӗлӗ вулама кӑмӑл ҫуралать.

Увидела и - удивилась: до того красивые они, глаз не оторвать, все больше присматриваясь появляется желание помолиться.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Вӑл ҫав тери ачасене юратать, нимрен те хӑрамасть, яланах хӑйӗн чирленӗ тусӗсене пулӑшма васкать.

Он очень любит детей, ничего не боится, всегда спешит на помощь к своим заболевшим друзьям.

Чӑвашла тата вырӑсла «Айболит» // Ольга ФЕДОРОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ун пекки ҫак тӑрӑх сӑн-сӑпатне ҫав тери киревсӗрлетет.

Помоги переводом

Тасалӑхшӑн ытларах тӑрӑшасчӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Ку сахӑр диабечӗн ҫӑмӑл форми чухне ҫав тери усӑллӑ.

Помоги переводом

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

— Ҫав тери нумай.

Очень много.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

90-мӗш ҫулсенче Мускав варринче Чӑваш Енрен тухнӑ 500-е яхӑн ҫын тӗл пулать, тӑван чӗлхепе калаҫать, тӗп хулана килекен пултарулӑх коллективӗсен чӑваш юррисене итлет, фольклор ушкӑнӗсене хутшӑнать — ҫакна пӗлсен ҫав тери тӗлӗнтӗм.

Помоги переводом

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫывӑх ҫыннӑма мӗн тери йывӑр пулнине ӳссен ҫеҫ ӑнлантӑм.

Только будучи взрослой, я поняла, как нелегко было близкому человеку.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ун чухне кӑмӑл ҫав тери пусӑрӑнчӗ.

Тогда очень испортилось настроение.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ун чухне кӑмӑл ҫав тери пусӑрӑнчӗ.

Тогда очень сильно расстроился.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Чиркӗве ҫӳрекенӗн ку мӗн тери пысӑк ҫылӑх пулнине пӗлмеллех.

Верующий прекрасно должен понимать, насколько это грешно.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пӗччен пурӑнаканскерне ҫав тери шеллерӗм.

Мне стало жаль ее, одиноко проживающей жизнь.

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Тӗрӗссипе, шашлӑк ҫисе тултарнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма выртни мӗн тери сиенлӗ.

Действительно, спать после поедания шашлыка очень вредно.

Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№

Кунта амӑшӗсен тӳпи ҫав тери пысӑк.

Помоги переводом

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Сережӑна амӑшӗ шӑллӗне парнелесен мӗн тери савӑннӑ вӑл!

Как обрадовался Сережа, когда мама подарила ему братика!

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней