Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунах (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӑл ҫаратать ӑна, йӑлтах ҫаратать… ку кашни кунах ҫакнашкал пулса пынӑ, анчах эпӗ халиччен тавҫӑрса илеймен!» шухӑшларӗ Штольц.

«Она его грабит, тащит с него все… это вседневная история, а я до сих пор не догадался!» — думал он.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Штольц пӗр эрнелӗхе Парижран Лондона кайрӗ, кайнӑ кунах вӑл ҫавӑн ҫинчен Ольгӑна пӗлтерме пычӗ.

Он уехал на неделю из Парижа в Лондон и пришел сказать ей об этом в самый день отъезда, не предупредив заранее.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ильинскисем ҫур ҫул Парижра пурӑнчӗҫ: Штольц кашни кунах вӗсемпе калаҫса, ҫул кӑтартса ҫӳрерӗ.

Полгода прожили Ильинские в Париже: Штольц был ежедневным и единственным их собеседником и путеводителем.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Шутласамӑр; — терӗ инкӗшӗ, магазинтан тухнӑ май: — кашни кунах пирӗн пата пыратчӗ, кайран сасартӑк ҫухалчӗ.

— Вообразите, — сказала она, выходя из магазина, — каждый день бывал у нас, потом вдруг пропал.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Халӗ ӗнтӗ пыршӑ-пакарта лайӑх мар, — терӗ Обломова кил хуҫи арӑмӗ: — ӗнер икӗ мӑшӑр пӗчӗк пыршӑ-пакартӑшӑнах ҫичӗ гривнӑ ыйтрӗҫ, ун вырӑнне чӗрӗ лосось пулӑ пур: кашни кунах пулӑ шӳрпи пӗҫерме пулать.

— Потроха уж теперь нехороши, — сказала хозяйка Обломову, — вчера за две пары маленьких просили семь гривен, зато лососина свежая есть: ботвинью хоть каждый день можно готовить.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫав кунах, каҫхине, икӗ хутлӑ ҫуртра (вӑл ҫуртӑн пӗр енӗ Обломов пурӑнакан урамалла тухать, тепӗр енӗ — шыв хӗрринчи урамалла), ҫӳлти хутӗнчи пӗр пӳлӗмре Иван Матвеевичпа Тарантьев калаҫса ларчӗҫ.

Вечером в тот же день, в двухэтажном доме, выходившем одной стороной в улицу, где жил Обломов, а другой на набережную, в одной из комнат верхнего этажа сидели Иван Матвеевич и Тарантьев.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ кашни кунах пирӗн патра пулатӑн: ҫынсем калаҫнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук, — хушса хучӗ Ольга, — вӗсем пуринчен малтан калаҫма тытӑнаҫҫӗ.

— Ты бываешь каждый день у нас: очень натурально, что люди толкуют об этом, — прибавила она, — они первые начинают говорить.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл шурӑ платье тӑхӑнчӗ, Обломов парнеленӗ алҫыххине чӗнтӗр айӗн пытарса ҫыхрӗ, ҫӳҫне Обломов юратнӑ пек турарӗ; малтанхи кунах фортепиано ӗнерсе хатӗрлеме хушрӗ, ирхине вара юрласа пӑхрӗ.

Она надела белое платье, скрыла под кружевами подаренный им браслет, причесалась, как он любит; накануне велела настроить фортепьяно и утром попробовала спеть Casta diva.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫакӑн ҫинчен вӑл кашни кунах ыйтса пӗлнӗ-мӗн.

И этот вопрос повторялся каждый день.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫыру илсен, тӳрех калатпӑр эппин, эпир ҫураҫнӑ хӗрпе каччӑ иккенне пурте пӗлеҫҫӗ, кашни кунах тӗл пулатпӑр.

— Тогда и скажем, как получишь письмо, а между тем все будут знать, что мы жених и невеста, и мы будем видеться ежедневно.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ырӑ мара вӑл эс пирӗн хаттӑна вӑйпа тенӗ м вирхӗнсе кӑнӗ кунах сисрӗ.

Чуяло оно недоброе с того самого дня, когда ты чуть не силою к нам в хату ворвался.

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Кашни кунах хытӑран хытӑ, вӑйлӑран вӑйлӑ тӗлӗнсе пытӑм эпӗ: Олеся — вӑрман хушшинче ӳснӗ, вулама та пӗлмен ҫак хӗрупраҫ — пурнӑҫӑн нумай-нумай самантӗнче сисӗмлӗ сӑпайлӑхпа та хӑйне уйрӑм, виҫеллӗ пахматлӑхпа (ҫуралассах ҫапла ҫуралнӑ вӑл) палӑрса тӑрать.

Каждый день я все с бо́́льшим удивлением находил, что Олеся — эта выросшая среди леса, не умеющая даже читать девушка — во многих случаях жизни проявляет чуткую деликатность и особенный, врожденный такт.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Дачӑна тухса кайнӑ кунах Тарантьев темле хут илсе килнине, хӑй ӑна вуласа пӑхмасӑрах алӑ пуснине Обломов халӗ тин аса илчӗ.

Обломов теперь только вспомнил, что в самый день переезда на дачу Тарантьев привез ему бумагу, а он второпях подписал, не читая.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломовпа Ольга кашни кунах курнӑҫрӗҫ.

Обломов и Ольга виделись ежедневно.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗншӗн-ха сирӗн патра пырса, сирӗнпе курнӑҫас килни кашни кунах вӑйланса пыни ҫинчен, анчах тӗл пулма кирлӗ марри ҫинчен тӳрех каламарӑм?

Зачем не пришел прямо сказать сам, что желание видеться с вами растет с каждым днем, а видеться не следует?

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ кашни кунах шухӑшлатӑп: «Текех илӗртӳ хыҫҫӑн каймастӑп, чарӑнса юлатӑп: манран килмест», тесе, анчах кӑсӑклантӑм, халь вара кӗрешӳ пуҫланать, ку ӗҫре сиртен пулӑшу ыйтатӑп.

И я всякий день думал: «Дальше не увлекусь, я остановлюсь: от меня зависит», — и увлекся, и теперь настает борьба, в которой требую вашей помощи.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кашни кунах, кашни сехетрех ҫӗнӗ сасӑсемпе ҫутӑсем илсе килнӗ, анчах ҫав ҫутах ҫуннӑ, кӗвви те ҫавах янӑранӑ.

Каждый день и час приносил новые звуки и лучи, но свет горел один, мотив звучал все тот же.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Куратӑр-и ӗнтӗ, сирӗн кашни кунах хӑвӑрӑн ачашлӑха ҫӗнетсе пымалла!

— Вот видите, вам нужно обновлять каждый день запас вашей нежности!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кашни кунах — вунӑ ҫухрӑма яхӑн ҫуран чупатӑн!

Каждый день — верст по десяти пешком!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Час-часах килкелӗр, — терӗ Ольга инкӗшӗ: — Сире кичем пулсан, эпир кашни кунах килте, вырсарникун пирӗн патра ялан кам та пулин пур — кичем пулмӗ сире.

— Приходите чаще, — сказала тетка, — в будни мы всегда одни, если вам не скучно, а в воскресенье у нас всегда кое-кто есть — не соскучитесь.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней