Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урине сăмах пирĕн базăра пур.
урине (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача урине кӑшт аяккинерех пуссан, палуба ҫине ӳксе салансах кайнӑ пулӗччӗ.

Стоило мальчику только оступиться — и он бы вдребезги разбился о палубу.

Шыва сикни // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 3–7 стр.

— Малашне ӑслӑрах пулӑттӑн, — Федор Лукич урипе урине сӑтӑрса илчӗ, шыва пӑтратрӗ.

— Умнее бы стал, — Фёдор Лукич протер ноги, взбаламутил воду.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вара унӑн урине сиксе вылякан тӗксӗм сарӑ хӑйӑр пӗрчисен сийӗ хупласа илчӗ.

песчинки подпрыгивали и покрывали тело тонким серым слоем.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Семён кӑшкӑрса ячӗ те, ыратнипе ӑнран кайнӑ пек пулса, урине хӑй патнерех туртса илчӗ.

Семен вскрикнул и — почти без памяти — поддернул ногу ближе.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл чӗтрекен аллисемпе курӑксенчен тыта-тыта, тӗлкӗшсе ыратакан сулахай урине сӗтӗркелесе шӑвать.

Он полз, судорожно цепляясь за траву, волоча левую пылающую ногу.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— О, Сёмка! — крыльца картлашки ҫинчен урине ярса пусрӗ Умрихин.

— О, Семка! — шагнул с крыльца Умрихин.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Крыльца ҫинче тата тепӗр нимӗҫ курӑнса кайрӗ: ҫӳлӗ те мӑнтӑрскер, урине вӑл сарӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ, атти тӗпне тимӗр ҫапнӑ пулас, чӑнклаттарса утнӑ сасӑ илтӗнет.

На крыльце показался еще один гитлеровец: высокий, тучный, в желтых сапогах, гремящих железом.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл сылтӑм урине тӑсса тенкел ҫине ларнӑ, урипе юнашар туйине хунӑ, килте лартса тунӑ тапакне мӑкӑрлантарма пуҫланӑ.

Он садился на лавку, вытягивал правую ногу, клал рядом с ней палку, начинал дымить самосадом.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче ун урине осколок амантнӑ иккен те, халь ӗнтӗ вӑл, ҫавӑнтан варах йывӑр хурӑн туяпа ҫӳрет.

В гражданскую войну ему изувечило осколком ногу, и с тех пор он ходил с тяжелой березовой палкой.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Степан Бояркин урапан кайри кустӑрми умне пӗшкӗннӗ те хӑрах урине тыткаласа тӑрать.

Согнувшись у заднего колеса, он хватался за ногу.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Улӑм урине купаласа ҫитерсен тин, ҫилтен хӳтӗлеме ун йӗри-тавра чалӑшшӑн вӗрлӗксем тӑратса тухсан тин, вӑл салхуллӑн сӑмах хушрӗ.

Только когда омет был готов и обставлен вокруг жердями, угрюмо сказал:

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кивӗ пиншакпа вӑл, пилӗкне тӗрлӗ пиҫиххи туртса ҫыхнӑ, урине кивелсе пӗтнӗ ҫӗтӗк атӑ тӑхӑнса янӑ, аллине пушӑ тытнӑ.

Она была в поношенном мужском пиджаке, туго затянутом на талии цветной опояской, в сапогах, с кнутом в руке.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах урана тӑхӑнмалли пурӗпӗр тупӑнман — сулахай урине пиртӑласемпе тата плащ-палатка татӑкӗпе чӗркесе ҫыхмалла пулчӗ.

Но свободной обуви, конечно, не оказалось, пришлось обвязать левую ногу портянками да куском плащ-палатки.

XXIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лозневой унӑн урине пӑрахса ячӗ те ҫав самантрах йывӑҫ хушшисемпе унталла-кунталла пӑрӑнкаласа, аяккалла чупрӗ.

Лозневой выронил его ногу, а в следующее мгновение уже бежал в сторону, виляя между деревьями.

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тепӗр аманнӑ салтакӗ хуҫӑлнӑ урине сӗтӗрсе, хӑех унталла шӑвать.

Один раненый сам полз туда, волоча перебитую ногу.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Озеров урине вӑрӑммӑн пусса, тӗпек ҫинчен уттарчӗ.

Озеров крупно зашагал с пригорка.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑй ҫара пуҫӑнах, сарӑ ҫӳҫлӗскер, хӑрах урине атӑ тӑхӑннӑ.

С непокрытой светлой головой и в одном сапоге.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Упа хӑй урине вӗлле ӑшне пырса чикет те — хускалса каяҫҫӗ вара пыл хурчӗсем!

Залезет медведь лапой в улей — и вот поднимутся пчелы!

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ваня Гриценко сывӑ мар, Толя Ковалев объектра урине чулпа амантнӑ.

Ваня Гриценко занемог, а Толя Ковалев зашиб ногу на объекте.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя тахҫанах темиҫе хут та чӑмӑрӗпе ун урине ҫапрӗ; малтан чӗркуҫҫине, унтан ҫӳлерех те.

А Володя уже давно несколько раз кулаком ударил его сперва по колену, потом выше.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней