Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXIX

Раздел: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Источник: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Добавлен: 2019.12.28 11:45

Предложений: 74; Слово: 675

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫак иртнӗ ҫӗре Андрей ӗмӗрлӗхех астуса юлчӗ.. Юлташӗсем шыв урлӑ каҫма пуҫласан, вӑл, кӑшт каярах юлнӑскер, шыв хӗрринче тытӑнса тӑчӗ… Ботинкине хывнӑ хушӑра вӑл шывалла тинкеререх пӑхса илчӗ, — ҫак вӑхӑтра ӑна такӑшӗ ҫурӑмӗнчен хырчӑкпа хыркӑчласа илнӗнех туйӑнса кайрӗ. Хӑвӑрт юхакан шыв, шарлак тӗлӗнче тӳперен ӳкнӗ ҫӑлтӑр ҫутисене чӳхентере-чӳхентере, умранах, сӗм тӗттӗмре юхса иртет-мӗн. Тӗнчене икӗ пая уйӑрать вӑл: пӗр пайӗ — ку енче, тепри — леш енче. Ку енчи тӗнче халь Андрейшӑн хӑрушӑ, апла пулин те, вӑл ӑна лайӑх пӗлет, ун тӑрӑх вӑл урлӑ та пирлӗ тенӗ пек утса тухнӑ; леш енчи тӗнче вара — тавҫӑрса илме йывӑр тӗнче, — пӑч тӗттӗм, ун пекки ҫӗр ҫинче сахал, унта ҫӗр ҫинче пачах курман вут ҫутисем чӗтрене-чӗтрене илеҫҫӗ. Вазуза шывӗ халь тӗнчене ҫеҫ мар, тӗнчепе пӗрле Андрейӑн пурнӑҫне те икӗ пая уйӑракан чике пулса тӑчӗ. Мӗн кӗтет-ха ӑна леш енче? Андрее хыҫалтан каллех ашшӗн сасси пит уҫҫӑн илтӗнсе кайнӑ пек туйӑнчӗ.

— Таврӑнатӑр? Таврӑнасси пулӗ-ши?

Андрей кунта хӑй полкӗнчи ҫынсенчен уйрӑлса юлма шутламан-мӗн, — чунӗпе ӗнтӗ вӑл салтак пулнӑ. Леш енче мӗн те пулин пуласран ҫеҫ хӑранӑ вӑл. Хытӑ пӑлханнипе, вӑл хыпӑнса ӳкнӗ, ботинкисене хывса, обмоткисене сӳтсе аппаланнӑ хушӑра Матвей Юргин чӗннине те илтмен. Вӑл вӗт чул кӑчӑртатнине, туратсем ҫӑт-ҫат тунине, унтан вара Озеровӑн вирлӗ сассине илтнӗ, — илтнӗ те, хӑй пӗччен ҫеҫ тӑрса юлнине кура, сасартӑк хӑраса ӳкнӗ. Сиксе тӑнӑ та тӳрех сӑмала пек шыва сикнӗ. Вӑл хыпаланнӑ, малалла ярса пуснӑ хушӑра хыттӑн сывланӑ, тарӑнрах ҫӗре ҫитес умӗн вара, шыв тӗпӗнчи чултан такӑнса, малалла лаплатса ӳкнӗ те шыва шампӑртаттарса илнӗ. Ура ҫине тӑрсан, вӑл пушшех хыпаланма пуҫланӑ, хыпаланнипе вара ҫултан аташнӑ, ытлашшипех сулахаялла кайса, пысӑк авӑр патнелле ҫул тытнӑ…

Шыв шӑмпӑртатнине илтсен, чӑнкӑ ҫыр ҫинче тӑракан Матвей Юргин хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑчӗ, каллех кӑшкӑрчӗ:

— Андрей, эсӗ-и?

Андрей аран ҫеҫ шыв хӗррине тухрӗ. Ним чӗнмесӗр, хӑва тӗмисене ҫатӑртаттарса, вӑл чӑнкӑ ҫӗртен улӑхма пуҫларӗ. Унтан вара, сарлака кӑкӑрӗпе хашлатса, ҫӳлелле тухрӗ. Хӑйӗн тумтирӗнчен шыв шӑпӑртатать. Сывлӑш ҫавӑрса илсен, вӑл ывӑннӑ пек, салхуллӑн сӑмах хушрӗ:

— Мӗн… кӑшкӑратӑн ҫак эсӗ?

— Мӗнле — мӗн? Мӗншӗн кая юлтӑн? Андрей аллисене силлесе илчӗ.

— Сӑлтавӗ тупӑнӗ вӑл. Мӗн эп — пӗчӗк ача-им? Ҫухалса каятӑп-и? Эх, ҫутӑ тинӗс, пӗр ботинкине ҫухатрӑм ав! — тӗрӗ вӑл, хӑй чӗтренине палӑртмасӑр.

Салтаксем ун патне пырса тӑчӗҫ.

— Пӗр ботинкине? Тьфу, пулать вӗт-ха инкек! Мӗнле ҫухатма пӗлтӗн эс ӑна?

— Авӑра пырса лекрӗм, — ҫав-ҫавах салхуллӑн ӑнлантарса пачӗ Андрей. — Ав ҫавӑнта. Тарӑнӑшӗ — ак! Аран тухрӑм. Куратӑр-и? Сивви те сивӗ!

Озеров пырса ҫитрӗ. Андрей питне хунарпа ҫутатса илсен, вӑл ӑна тӳрех палласа илчӗ.

— Э, эсӗ-и ҫак?

— Эпӗ, капитан юлташ!

— Юлашкинчен каҫрӑн-и?

— Ҫапла, юлашкинчен…

Озеров капитаншӑн пулсан, хӑй хыҫҫӑн шыв хӗррине пырса тухнӑ ҫынсем пурте каҫса пӗтнине пӗлни питӗ кирлӗ пулнӑ пулас.

— Ну, юрӗ, юрӗ, — терӗ вӑл кӑштах именсе, хӑйпе Андрей хушшинче малтан хирӗҫӳ пулнӑ пек, анчах халь ӗнтӗ унпа тинех мирлешнӗ пек. — Ну, пурте аван ӗнтӗ, кайӑпӑр. Тӑхта, мӗн эсӗ — ботинкуна ҫухатрӑн-им?

— Эпӗ ҫаплипех пыратӑп, — терӗ Андрей та именсе.

— Ҫапах та ахалех ҫухатнӑ, — хӗрхеннӗ пек каларӗ Озеров. — Халь пирӗн ним те ҫук, пурне те лайӑх упрамалла. Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ? Уру шӑнса пӑсӑлать вӗт, э?

— Шӑнса пӑсӑлать, — терӗ Юргин. — Ҫитменнине тата вӑл йӗп-йӗпех… Авӑ мӗнле!

— Йӗпе? Апла пулсан, тӑхта, тӑванӑм, салтӑн! — терӗ те Озеров, салтаксем ҫинелле пӑхрӗ. — Юлташсем, камӑн мӗн ытлашши пур?

Салтаксем хӑвӑртах Андрее тӗрлӗ тумтир таврашӗ парса тултарчӗҫ. Анчах урана тӑхӑнмалли пурӗпӗр тупӑнман — сулахай урине пиртӑласемпе тата плащ-палатка татӑкӗпе чӗркесе ҫыхмалла пулчӗ. Типӗ тумтир тӑхӑнсан, Андрей чӑнах ӑшӑнчӗ, ӑна вара хӑй полкӗнчи ҫынсем хушшинче ҫав тери лайӑх, ҫав тери аван пек туйӑнса кайрӗ, ку таранччен вӑл нихҫан та хӑйне хӑй хальхи пек туйманччӗ. «Пурте хамӑр ҫынсем, — шухӑшларӗ вӑл кӑмӑлӗ ҫемӗҫнипе. — Пӗр ҫемьери пек…» Вӑл вара хӑйне ӑшӑ пулнине тата хӑй тавра тӑван пек ҫывӑх ҫынсем пулнине хавассӑн туйса, ытларах та ытларах хӗпӗртесе, Вазуза хӗрринчен малалла утрӗ.

Ҫакӑнта ҫара Андрей шухӑшласа илчӗ, пысӑк ҫухатусем пулчӗҫ пулсан та, пирӗн полк пурӗпӗр пурӑнать, терӗ вӑл. Ҫак шухӑш ӑна ҫав тери савӑнтарчӗ, халиччен, шыв хӗррине ҫитес умӗн хӑйне асаплантарнӑ туйӑмсем хӑвӑртах сӳнсе пычӗҫ унӑн. Халь ӗнтӗ вӑл, хӑйсен полкӗнчи ҫынсем хушшинче утнӑ май, полка аркатса тӑкни ҫинчен те, вилӗм ҫинчен те урӑх аса илмерӗ, хӑйне малашне, ҫак вилӗ ҫутӑсемпе ҫутӑлкаласа илекен вӗҫӗ-хӗррисӗр каҫ витӗр тухнӑ хыҫҫӑн мӗн кӗтни ҫинчен те шухӑшламарӗ вӑл.

Халь вӑл, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшласа, хӑвелтухӑҫнелле утрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней