Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Вырӑнӗ (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫынни умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫылӑха кӗнӗ ҫынран вара тупа тума ыйтсассӑн, ҫак Ҫуртра Санӑн парне вырӑнӗ умӗнче тупа тума тытӑнсассӑн, 23. Эсӗ, тӳперен илтсе, Хӑвӑн чурусене сут тусамччӗ: айӑплине усал ӗҫне хӑйӗн пуҫӗ ҫине ҫитерсе айӑпла, тӳррине хӑйӗн тӳрӗлӗхне кура тӳрре кӑларсамччӗ.

22. Когда кто согрешит против ближнего своего, и потребуют от него клятвы, чтоб он поклялся, и будет совершаться клятва пред жертвенником Твоим в храме сем, 23. тогда Ты услышь с неба и соверши суд над рабами Твоими, воздай виновному, возложив поступок его на голову его, и оправдай правого, воздав ему по правде его.

2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, — 13. Соломонӑн картиш варрине лартнӑ пилӗк чике тӑршшӗ, пилӗк чике сарлакӑш, виҫӗ чике ҫӳллӗш пӑхӑр амвон пулнӑ; вӑл ҫавӑнта хӑпарнӑ та пӗтӗм Израиль ҫынни умӗнче чӗркуҫленсе ларса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 14. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ!

12. И стал Соломон у жертвенника Господня впереди всего собрания Израильтян, и воздвиг руки свои, - 13. ибо Соломон сделал медный амвон длиною в пять локтей и шириною в пять локтей, а вышиною в три локтя, и поставил его среди двора; и стал на нем, и преклонил колени впереди всего собрания Израильтян, и воздвиг руки свои к небу, - 14. и сказал: Господи Боже Израилев!

2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Херувимсем ҫуначӗсене арча вырӑнӗ ҫийӗн сарса тӑнӑ, херувимсем арчапа унӑн каштисене ҫӳлтен хупӑрласа тӑнӑ.

8. И херувимы распростирали крылья над местом ковчега, и покрывали херувимы ковчег и шесты его сверху.

2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Соломон ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗ валли кирлӗ пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑн парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтелсем, 20. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсемпе вӗсен лампадисем, йӗрке тӑрӑх, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнче ҫутмаллискерсем, 21. ылтӑнран, чи таса ылтӑнран, тунӑ чечексемпе лампадӑсем, 22. чи таса ылтӑнран тунӑ ҫӗҫӗсемпе тӗтӗркӗчсем, алтӑрсемпе ӑскӑчсем, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсене вара — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли шалти алӑксене тата сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксене — ылтӑнран тунӑ.

19. Также сделал Соломон все вещи для дома Божия и золотой жертвенник, и столы, на которых хлебы предложения, 20. и светильники и лампады их, чтобы возжигать их по уставу пред давиром, из чистого золота; 21. и цветы, и лампады, и щипцы из золота, из самого чистого золота, 22. и ножи, и кропильницы, и чаши, и лотки из золота самого чистого, и двери храма, - двери его внутренние во Святое Святых, и двери храма во святилище, - из золота.

2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тата пӑхӑр парне вырӑнӗ тунӑ: тӑршшӗ унӑн ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ вунӑ чике пулнӑ.

1. И сделал медный жертвенник: двадцать локтей длина его и двадцать локтей ширина его и десять локтей вышина его.

2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫавӑнта, пуху чатӑрӗ умӗнчи пӑхӑр парне вырӑнӗ ҫинче, Соломон пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем Турра пин парне кӳнӗ.

6. И там пред лицем Господа, на медном жертвеннике, который пред скиниею собрания, вознес Соломон тысячу всесожжений.

2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Веселеил — Оров ывӑлӗн Уриян ывӑлӗ — тунӑ пӑхӑр парне вырӑнӗ вара ҫавӑнтах, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ умӗнчех, юлнӑ; Соломон ӗнтӗ ӑна пӗрле пынӑ ушкӑнпа шыраса тупнӑ.

5. А медный жертвенник, который сделал Веселеил, сын Урия, сына Орова, оставался там, пред скиниею Господнею, и взыскал его Соломон с собранием.

2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давид каланӑ: ҫакӑнта Израиль халӑхӗ валли Ҫӳлхуҫа Туррӑн Ҫурчӗ тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ пулӗ, тенӗ.

1. И сказал Давид: вот дом Господа Бога и вот жертвенник для всесожжений Израиля.

1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Моисей пушхирте тунӑ кӗлӗ чатӑрӗпе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ ун чухне Гаваон тӑвӗ ҫинче пулнӑ.

29. Скиния же Господня, которую сделал Моисей в пустыне, и жертвенник всесожжения находились в то время на высоте в Гаваоне.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ; Ҫӳлхуҫана чӗнсе кӗлтунӑ, ӑна илтнине Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫине тӳперен вут-ҫулӑм ярса пӗлтернӗ.

26. И соорудил там Давид жертвенник Господу и вознес всесожжения и мирные жертвы; и призвал Господа, и Он услышал его, послав огонь с неба на жертвенник всесожжения.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вара Гада — лешӗ Давида пӗлтертӗр тесе — ҫапла каланӑ: Давид кайтӑр та Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тутӑр, тенӗ.

18. И Ангел Господень сказал Гаду, чтобы тот сказал Давиду: пусть Давид придет и поставит жертвенник Господу на гумне Орны Иевусеянина.

1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, 38. вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, 39. Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: 40. вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; 41. вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.

37. Давид оставил там, пред ковчегом завета Господня, Асафа и братьев его, чтоб они служили пред ковчегом постоянно, каждый день, 38. и Овед-Едома и братьев его, шестьдесят восемь человек; Овед-Едома, сына Идифунова, и Хосу - привратниками, 39. а Садока священника и братьев его священников пред жилищем Господним, что на высоте в Гаваоне, 40. для возношения всесожжений Господу на жертвеннике всесожжения постоянно, утром и вечером, и для всего, что написано в законе Господа, который Он заповедал Израилю; 41. и с ними Емана и Идифуна и прочих избранных, которые назначены поименно, чтобы славить Господа, ибо навек милость Его.

1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

49. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем вара парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳрсе тӑнӑ, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ; вӗсем Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри таса ӗҫсене тунӑ тата, Турӑ чури Моисей вӗрентсе хӑварнӑ пек, Израиль халӑхне ҫылӑхӗсенчен тасатса, уншӑн кӗлтуса, парне кӳрсе тӑнӑ.

49. Аарон же и сыновья его сожигали на жертвеннике всесожжения и на жертвеннике кадильном, и совершали всякое священнодействие во Святом Святых и для очищения Израиля во всем, как заповедал раб Божий Моисей.

1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Иосия ҫавӑнта, ту ҫинче, вилтӑприсене асӑрханӑ, вара, ҫынсем ярса, вилесен шӑмми-шаккине кӑларттарнӑ та ҫавна пӗтӗмпе чӳк парни кӳмелли вырӑн ҫинче ҫунтарса янӑ; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫынни урлӑ каланӑ пек, Турӑ ҫынни [Иеровоам уяв вӑхӑтӗнче парне вырӑнӗ умӗнче тӑнӑ чухне] малашне мӗн пуласса пӗлтернӗ пек, парне вырӑнне ирсӗрлетнӗ.

16. И взглянул Иосия и увидел могилы, которые были там на горе, и послал и взял кости из могил, и сжег на жертвеннике, и осквернил его по слову Господню, которое провозгласил человек Божий, предрекший события сии, [когда Иеровоам, во время праздника, стоял пред жертвенником.

4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Тӳпем вырӑнсен апӑсӗсем Ҫӳлхуҫанӑн Иерусалимри парне вырӑнӗ ҫине парне кӳмен, тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑра вара хӑйсен тӑванӗсемпе пӗрлех ҫинӗ.

9. Впрочем жрецы высот не приносили жертв на жертвеннике Господнем в Иерусалиме, опресноки же ели вместе с братьями своими.

4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Эхер те эсир мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗр пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «Иерусалимра, ҫакӑ парне вырӑнӗ умӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ.

22. А если вы скажете мне: «на Господа Бога нашего мы уповаем», то на того ли, которого высоты и жертвенники отменил Езекия, и сказал Иуде и Иерусалиму:

4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ахаз патша Урия священника ҫапла хушнӑ: пысӑк парне вырӑнӗ ҫинче ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене, каҫхине тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр; патшанӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата унӑн тырӑ-пулӑ парнине те, ахаль ҫынсенӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата вӗсен тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр, вӗсенӗн эрехне сап, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне юнӗпе тата кирек епле парне юнӗпе те парне вырӑнне сирпӗтсе тӑр, пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ вара халлӗхе, эпӗ мӗн каличчен, ҫавӑнтах лартӑр, тенӗ.

15. И дал приказание царь Ахаз священнику Урии, сказав: на большом жертвеннике сожигай утреннее всесожжение и вечернее хлебное приношение, и всесожжение от царя и хлебное приношение от него, и всесожжение от всех людей земли и хлебное приношение от них, и возлияние от них, и всякою кровью всесожжений и всякою кровью жертв окропляй его, а жертвенник медный останется до моего усмотрения.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Патша, Дамаскран таврӑнсассӑн, парне вырӑнне асӑрханӑ, патша парне вырӑнӗ умне пырса тӑнӑ, ӗнтӗ ун ҫинче парне кӳнӗ; 13. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене тата тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳнӗ, эрех сапнӑ, канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ.

12. И пришел царь из Дамаска, и увидел царь жертвенник, и подошел царь к жертвеннику, и принес на нем жертву; 13. и сожег всесожжение свое и хлебное приношение, и совершил возлияние свое, и окропил кровью мирной жертвы свой жертвенник.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вара Урия священник, Ахаз патша Дамаскран ярса панӑ ӳкерчӗкпе усӑ курса, парне вырӑнӗ тутарнӑ; парне вырӑнне Урия священник Ахаз патша Дамаскран килсе ҫитичченех туса пӗтернӗ.

11. И построил священник Урия жертвенник по образцу, который прислал царь Ахаз из Дамаска; и сделал так священник Урия до прибытия царя Ахаза из Дамаска.

4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх Ваал ҫуртне кайнӑ, унӑн чӳк вырӑнӗсене аркатнӑ, унӑн кӗлеткисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Матфана та, Ваал апӑсне, чӳк парнийӗн вырӑнӗ умӗнчех вӗлернӗ.

18. И пошел весь народ земли в дом Ваала, и разрушили жертвенники его, и изображения его совершенно разбили, и Матфана, жреца Ваалова, убили пред жертвенниками.

4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней