Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫавӑншӑн самӑррисем ҫине нишлӗх ярӗ, унӑн чаплӑ ҫыннисем хушшинче, вут ҫулӑмӗ пек, ҫулӑм тивертсе ярӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем Мансӑр касмӑкрисем хушшинче асапланӗҫ, вилнисем хушшине тӑкӑнӗҫ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуйхӑ ҫитрӗ мана! пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн эпӗ таса мар чӗлхе-ҫӑварлӑ этем, пурӑнасса та эпӗ халӑх хушшинче таса мар чӗлхе-ҫӑварпа пурӑнатӑп, — куҫӑм вара Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, курчӗ, терӗм.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ халӑх хушшинче пӗри теприне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӗсӗрлеме пуҫлӗ; намӑса пӗлмен яш ача ваттинчен, ниме тӑман этем аслӑ ҫынран аслӑрах пулса тӑрӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫаран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен ту хушшинче пытан, ҫӗр хӑвӑлне пытан.10. Иди в скалу и сокройся в землю от страха Господа и от славы величия Его.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем пурте ун патне пуҫтарӑнӗҫ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ чунӑм пӗтес патнех ҫитнӗччӗ, 9. кунҫулӑм ҫӗр тӗпӗнчи тамӑк патнех ҫывӑхарнӑччӗ: 10. мана пур енчен те хупӑрласа илнӗччӗ, пулӑшаканӗ пулмарӗ; ҫынсем хушшинче куҫӑмпа хута кӗрекене шырарӑм — тупӑнмарӗ.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл пӗлӗтсем хушшинчи шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек, уяв кунӗнчи тулли уйӑх пек пулнӑ; 7. Ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗнче ҫутатса тӑракан хӗвел пек, мӑнаҫлӑ пӗлӗтсем хушшинче ҫиҫекен асамат кӗперӗ пек пулнӑ; 8. ҫурхи кун сарӑлса ларакан кӗлчечек пек, шыв хӗрринчи лили чечекӗ пек, ҫу кунӗнчи ливан турачӗ пек пулнӑ; 9. тӗтӗркӗчри кӑварпа латӑн, 10. хаклӑ йышши чулсемпе эрешленӗ, шӑратса хывнӑ ылтӑн савӑт пек пулнӑ; 11. ҫырлаллӑ ҫу йывӑҫӗ пек, пӗлӗтсене перӗнекен кипарис пек пулнӑ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухнӑ чухне халӑх хушшинче вӑл епле чаплӑн курӑнса тӑнӑ!5. Как величествен был он среди народа, при выходе из завесы храма!
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Этемсем хушшинче Симпа Сиф мухтава тухнӑ, анчах Турӑ пултарнӑ пурӑнан чун хушшинче чи ҫӳлте тӑраканни — Адам.18. Прославились между людьми Сим и Сиф, но выше всего живущего в творении - Адам.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл Аарон чапне ӳстернӗ, ӑна еткер панӑ — малтан ӗлкӗрнӗ ҫӗр ҫимӗҫне уйӑрса панӑ: 26. чи малтан вӗсене тӑрантарма ҫимӗҫ хатӗрленӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнене те ҫиеҫҫӗ — Вӑл ҫакна Ааронпа унӑн вӑрлӑхне пӳрнӗ; 27. анчах унӑн халӑх ҫӗрӗнчен пай тухмалла мар, халӑх хушшинче ун валли тӳпе ҫук: унӑн тӳпи, унӑн еткерӗ — Турӑ Хӑй.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӗтел хушшинче чавсаланса ларма та вӑтанмалла, кивҫен илнӗ чухне, тавӑрса панӑ чухне ӳпкелешме намӑсланӑр; 25. ӑшӑ сӑмаха хирӗҫ нимӗн чӗнмесӗр тӑма, аскӑн хӗрарӑм ҫине пӑхма, тӑван-хурӑнташран пӑрӑнса ҫӳреме намӑслан, 26. ҫын пайне туртса илме, панӑ парнене каялла илме, ҫын арӑмне сӑхланма, хӗрарӑм тарҫуна илӗртме намӑслан, 27. вӑл выртакан вырӑн ҫывӑхне те ан пыр; 28. тусусем умӗнче ӳпкелеме вӑтан, панӑ япалана сӑмахлӑ ан ту; 29. илтнӗ сас-хурана сарса ҫӳреме, вӑрттӑн сӑмаха кӑларма намӑслан.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл аслӑ ҫынсем хушшинче ӗҫлӗ, аслӑ пуҫлӑх умне тӑма тивӗҫлӗ пулӗ; 5. вӑл ют халӑх ҫӗрне те ҫул хывӗ: вӑл ӗнтӗ ҫынсем хушшинче ыррине те, усаллине те курнӑ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эмелҫӗ хӑй пӗлӗвне пула асла тухать, вӑл аслӑ ҫынсем хушшинче те чыс курать.3. Знание врача возвысит его голову, и между вельможами он будет в почете.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аслӑ ҫынсем хушшинче вӗсемпе ан танлаш, ватӑ ҫынсем хушшинче ан палка.11. Среди вельмож не равняйся с ними и, когда говорит другой, ты много не говори.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӗҫкӗ-ҫикӗре сана кӗреке пуҫӗ тусассӑн, хӑвна ху асла ан хур; ыттисем хушшинче ыттисем пекех пул: 2. малтан ыттисемшӗн тӑрӑш, унтан — лар вара.
Сир 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кам-ши вӑл? эпир ӑна мухтӑпӑр: вӑл хӑй халӑхӗ хушшинче тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ.9. Кто он? и мы прославим его; ибо он сделал чудо в народе своем.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кам хӑй ывӑлне ӑс парса ӳстерет, ҫавӑ унран ырӑлӑх курать, ҫын хушшинче те ывӑлӗпе мухтанма пултарать.2. Кто наставляет своего сына, тот будет иметь помощь от него и среди знакомых будет хвалиться им.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫыншӑн ҫӑка кӗни тулӑх пурӑнакансенех нумайӑшне ҫука тӑратса хӑварнӑ, тинӗс хумӗ пырса ҫапнӑ пекех тайӑлтарнӑ вӗсене; 21. тӗреклӗ арсене килӗ-ҫуртӗнчен хӑваласа янӑ, лешӗсем ӗнтӗ ют халӑхсем хушшинче хӑшкӑлса ҫӳренӗ.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.