Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Елеазар священникпа Нав ывӑлӗ Иисус тата Израиль йӑхӗсенчи ӑру пуҫлӑхӗсем Израиль ывӑлӗсене Ханаан ҫӗрӗнче еткерлӗх ҫӗр акӑ епле уйӑрса панӑ: 2. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнӑ пек, ҫав ҫӗре вӗсем тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне шӑпа ярса валеҫнӗ, 3. ӗнтӗ икӗ йӑхпа [Манассиян] тепӗр ҫур йӑхне Моисей Иордан леш енчех еткерлӗх ҫӗр панӑ, левитсене вара вӗсем хушшинче еткерлӗх пай паман; 4. Иосиф ывӑлӗсенчен икӗ йӑх — Манассия йӑхӗпе Ефрем йӑхӗ — тухнӑ; левитсене ҫӗр пайне кӳртмен, вӗсене пурӑнма хуласем [анчах] панӑ, тата выльӑх-чӗрлӗх усрама, мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма хула таврашӗнче уй-хир панӑ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Израиль ывӑлӗсем Гессурпа Мааха [тата Ханаан] ҫыннисене тивмен, Гессурпа Мааха паян кунчченех Израиль хушшинче пурӑнаҫҫӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сӑртлӑхра пурӑнакан пӗтӗм халӑха — Ливанпа Мисрефоф-Маим хушшинче пурӑнакан пӗтӗм Сидон халӑхне — Эпӗ Израиль ывӑлӗсем умӗнчен хӑваласа ярӑп.6. Всех горных жителей от Ливана до Мисрефоф-Маима, всех Сидонян Я изгоню от лица сынов Израилевых.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ӑна тупаласа тӗп туни ҫинчен, Гай хулипе унӑн патшине те Иерихон хулипе унӑн патшине пӗтернӗ пекех пӗтерни ҫинчен, Гаваон ҫыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килӗшӳ туса вӗсем хушшинче юлни ҫинчен илтсессӗн 2. сехӗрленсех ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн Гаваон патша хулисенчен кая мар, Гайран та пысӑкрах хула [пулнӑ], ҫыннисем те унта харсӑр ҫынсем пулнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унтан [Иисус] саккун сӑмахӗсене те, пиллӗх сӑмахӗсене те, ылхан сӑмахӗсене те саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ, ҫапла вуласа панӑ; 35. Моисей [Иисуса] мӗн каласа хӑварнине Иисус пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче — [арҫынни-]хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи, хӑйсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсем [умӗнче] — пӗр сӑмах сиктермесӗр вуласа панӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иисус сӑнӑ тытнӑ аллине Гай ҫыннисене пурне те тупаласа пӗтериччен пӗр усмасӑр тӑсса тӑнӑ; 27. Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, [Ҫӳлхуҫа] Иисуса каланӑ пек, хулари выльӑх-чӗрлӗхе, пурлӑха вара Израиль [ывӑлӗсем] хӑйсем хушшинче валеҫнӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ирхине ирех тӑрса, Иисус халӑха пӑхса ҫаврӑннӑ та ӑна Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле Гай еннелле ертсе кайнӑ; 11. ҫапла унпа пӗрле пулнӑ вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай хули патне [тухӑҫ енчен] пырса ҫитнӗ, [пытанса тӑнӑ ҫарӗ хуларан анӑҫ еннерех пулнӑ,] 12. вӗсем Гайӑн ҫурҫӗр енче чарӑнса тӑнӑ, ҫарпа хула хушшинче айлӑм пулнӑ; Иисус пӗр пилӗк пин ҫынна Вефильпе Гай хушшине, хулан анӑҫ енне, пытарӑнса ларма хушнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иисус ӗнтӗ кусене кӑларса янӑ, вӗсем кайнӑ та Вефильпе Гай хушшине, Гай хулин анӑҫ енне, пытанса ларнӑ; Иисус ҫав каҫ халӑх хушшинче ҫӗр каҫнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ахан Иисуса хуравласа каланӑ: чӑн, эпӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ҫылӑха кӗтӗм, ҫапла-ҫапла турӑм: 21. туртса илнӗ япаласем хушшинче эпӗ питех те илемлӗ Сеннаар тумтирӗ, икҫӗр сикль кӗмӗл тата аллӑ сикль таякан ылтӑн катӑкӗ куртӑм; ӗнтӗ кӑмӑла кайрӗ те — илтӗм; ӑна хамӑн чатӑрта ҫӗр айне пытарса хутӑм, кӗмӗлне чи аяла [пытартӑм], тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те; 14. ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр; 15. тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Аскӑн арӑма Раава вара, ун ашшӗн кил-йышне, ун патӗнче пулнӑ ҫынсене пурне те Иисус чӗрӗ хӑварнӑ, вӑл паянхи кунчченех Израиль хушшинче пурӑнать, мӗншӗн тесессӗн вӑл Иисус Иерихона пӑхма янӑ ҫынсене сыхласа хӑварнӑ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ; 5. ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ, 6. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ, 7. вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Асир ҫинчен каланӑ: Асир Израиль ывӑлӗсем хушшинче мухтавлӑ, ӑна хӑйӗн тӑванӗсем юратса тӑрӗҫ, урине вӑл йывӑҫ ҫӑвне чикӗ; 25. тимӗрпе пӑхӑр — санӑн хапхусем; пурӑнас кунусем пекех, пуянлӑху хушӑнса пырӗ санӑн.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа вара Моисее шӑп ҫав кунхинех ҫапла каланӑ: 49. Моав ҫӗрӗнчи ҫак Аварим тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Нево тӑвӗ ҫине хӑпар та Эпӗ Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе паракан Ханаан ҫӗрӗ ҫине пӑхса ил; 50. вара ху улӑхнӑ ту ҫинче, Аарон пиччӳ Ор тӑвӗ ҫинче вилсе хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те вилсе хӑвӑн халӑхупа пӗрлеш: 51. Син пушхирӗнче, Кадесри Мерива шывӗ хӗрринче эсир Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Манӑн сӑваплӑхӑма кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн санӑн ҫапла вилмелле пулӗ; 52. хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак пӗтӗм сӑмаха — хӑвна пӗлтернӗ пиллӗхпе ылхана — хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру сапаласа янӑ халӑхсем хушшинче асна илсе чӗрӳне хывсассӑн, 2. эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, ху та, ывӑлусем те пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан Ҫӳлхуҫа Турру енне ҫаврӑнсассӑн, Унӑн сӑмахне итлесессӗн, 3. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн тыткӑнри ҫыннусене каялла тавӑрӗ, сана хӗрхенӗ, Ҫӳлхуҫа Турру сана урӑх халӑхсем хушшине сапаласа янӑ ҫӗртен каллех пӗр ҫӗре пуҫтарӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Анчах ҫав халӑхсем хушшинче те канӑҫлӑх тупаймӑн, уруна кантарса илме те вырӑн пулмӗ: Турӑ ҫапла тунӑран эсӗ унта шиклӗ чӗрепе чӗтресе пурӑнӑн, куҫу типиччен макӑрӑн, чуну сурса ыратӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ывӑлсемӗ инкӗшне качча илесшӗн мар пулсассӑн, ҫав арӑм хапха патне аслӑ ҫынсем умне тухӗ те: «манӑн ывӑлсемӗм хӑй пиччӗшӗн ятне Израиль хушшинче сыхласа хӑварма килӗшмест, мана качча илесшӗн мар» тейӗ; 8. ун пек чухне ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем ӑна чӗнсе илсе ӳкӗтлеме тивӗҫлӗ, анчах та лешӗ ура ҫине тӑрса: «ман ӑна качча илес килмест» теет пулсассӑн, 9. инкӗшӗ аслӑ ҫынсенӗн куҫӗ умӗнче ун патне пытӑр та ун уринчен аттине хывса илтӗр, унтан питӗнчен сурса ҫапла калатӑр: «хӑй тӑванӗн йӑхне сыхласа хӑварма тӑрӑшман ҫынна [Израиль хушшинче] ҫапла тӑваҫҫӗ» тетӗр; 10. вара Израильре ӑна «ҫара ураллин килӗ» тесе ят парӗҫ.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫынсем хушшинче тавӑҫ тухсассӑн, вӗсене сута илсе пырса сут туччӑр, тӳррине тӳрре кӑларччӑр, айӑплине айӑпа хӑварччӑр; 2. айӑплине хӗнемелле пулсассӑн, тӳре ӑна айӑпне кура миҫе хутчен ҫапнине шутласа тӑма хӑй умӗнче вырттарса хӗнеме хуштӑр; 3. ӑна хӗрӗх хутчен ҫапма юрать, унтан ытла мар: нумай хӗненипе тӑвану сан куҫу умӗнче сӑнсӑрланса ан пӗттӗр.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн тула тухмалли вырӑну тапӑр тулашӗнче пулмалла; 13. кӑралсӑр пуҫне сан ҫумӑнта тата пӗчӗк кӗреҫе пултӑр; тапӑр тулашӗнче ларас умӗн унпала [лакӑм] алт та кайран [унпала] хӑвӑн каяшна витсе хур: 14. Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӑлас тесе, тӑшманусене [санӑн аллуна] тытса парас тесе тапӑру хушшинче ҫӳрет, ҫавӑнпа тапӑру санӑн таса пулмалла, Вӑл сан патӑнта ирсӗр япала курса санран ан сивӗнтӗр.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫураҫнӑ ҫамрӑк хӗре хулара кам та пулин тӗл пулса унпа пӗрле выртсассӑн, 24. вӗсене иккӗшне те ҫав хуланӑн хапхи патне илсе тухса чулпа персе вӗлерӗр: хӗрне — хула хушшинче кӑшкӑрманшӑн, арҫыннине — ҫывӑх ҫыннин арӑмне пӑснӑшӑн; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.