Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Хӗрарӑмсем Ноемине каланӑ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ, Вӑл санӑн йӑхна пӗтме памарӗ! ҫак ача Израиль халӑхӗ хушшинче мухтавлӑ пултӑр!
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗлӗк Израиль халӑхӗ хушшинче ҫакӑн пек тӳлесе илнӗ чухне е улӑштарнӑ чухне ӗҫе татса панине ҫирӗплетмешкӗн ҫакӑн пек йӑла пулнӑ: пӗри тепӗрне, [хурӑнташӗн тивӗҫлӗхне хӑй ҫине илекенскерне,] хӑйӗн аттине хывса тыттарнӑ, ҫакӑ вара ӗҫе пӗтӗм Израиль халӑхӗ умӗнче татса панӑ пек шутланнӑ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. [Вооз] каланӑ: [Ҫӳлхуҫа Турӑ] сана пиллӗх панӑ, хӗрӗм! ҫакӑ юлашки ырӑ ӗҫне эсӗ унчченхинчен те аванрах турӑн: эсӗ ҫамрӑккине, чухӑннине е пуяннине, шырама каймарӑн; 11. ан хӑра, хӗрӗм, эсӗ мӗн каланине пурне те тӑвӑп; манӑн халӑхӑм хушшинче эсӗ ырӑ хӗрарӑм иккенне пур хапха умӗнче ларакансем те пӗлеҫҫӗ; 12. чӑнах, эпӗ санӑн хурӑнташу пулатӑп, анчах санӑн манран та ҫывӑхрах хурӑнташу пур; 13. кӗҫӗрлӗхе кунтах ҫӗр каҫ; ыран вара сана вӑл йышӑнсассӑн — йышӑнтӑр, аван пулӗ; вӑл йышӑнмасассӑн, эпӗ йышӑнӑп; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ!
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вооз хӑйӗн тарҫисене хытарсах каланӑ: кӗлтесем хушшинче те пуҫтарса ҫӳретӗр вӑл, эсир ӑна ан кӳрентерӗр; 16. кӗлтерен те пучах тӑккаласа хӑварӑр, пуҫтартӑрах вӑл, [ҫиессе те ҫитӗр,] эсир ӑна ан ӳпкелӗр, тенӗ.
Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Израиль халӑхӗн патша пулман; ҫав вӑхӑтра Дан йӑхӗ вырӑнаҫса ҫитме пайлӑх ҫӗр шыранӑ, мӗншӗн тесессӗн Израиль йӑхӗсем хушшинче ун валли ҫаплах-ха тулли пай пулман.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӑна хӑйӗн тӑванӗсемпе ашшӗн пӗтӗм килӗ килсе илсе кайнӑ та Цорӑпа Естаол хушшинче Манойӑн, ашшӗн, тупӑклӑхне пытарнӑ.
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юмах тупсӑмне виҫӗ кун хушшинче тупайман.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Самсон вӗсене каланӑ: эпӗ сире тупмалли юмах калатӑп; эсир ун тупсӑмне ҫичӗ кун хушшинче, ӗҫкӗ пынӑ хушӑра, тупсассӑн, тӗрӗс тупсассӑн, сире вӑтӑр синдон# тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вӑтӑр тум парӑп; 13. тупсӑмне тупаймасан, сирӗн мана вӑтӑр синдон тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вӑтӑр тум памалла, тенӗ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ашшӗпе амӑшӗ каланӑ ӑна: ара, хӑвӑн тӑванусен хӗрӗсем хушшинче, хамӑрӑн халӑх хушшинче хӗр ҫук-им, мӗншӗн-ха санӑн ӳт кастарман филистимсен хӗрне илмелле? тенӗ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ун ҫинчи Турӑ Сывлӑшӗ Дан ывӑлӗсен тапӑрӗнче, Цорӑпа Естаол хушшинче, палӑрма пуҫланӑ.25. И начал Дух Господень действовать в нем в стане Дановом, между Цорою и Естаолом.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеффай вара пӗтӗм Галаад халӑхне пухнӑ та Ефрем ывӑлӗсемпе ҫапӑҫнӑ, Галаад халӑхӗ Ефрем ывӑлӗсене пӗтерсе тӑкнӑ, каланӑ вӗсене: эсир — Ефрем таркӑнӗсем, Галаад вара Ефрем хушшинче, Манассия хушшинче пурӑнать, тенӗ.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Тӳре паян Израиль ывӑлӗсемпе аммонсем хушшинче тӳре пултӑр! тесе калӑр, тенӗ элчисене Иеффай.Господь Судия да будет ныне судьею между сынами Израиля и между Аммонитянами!
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Аммонсемпе Израиль хушшинче вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтра Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Тов ҫӗрне Иеффая чӗнме пынӑ, 6. вӗсем Иеффая ҫапла каланӑ: таврӑн, пирӗн ҫулпуҫ пул, аммонсемпе ҫапӑҫар, тенӗ.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иҫӗм йывӑҫӗ каланӑ вӗсене: турӑсемпе ҫынсене хаваслантаракан сӗткеме пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Смоква йывӑҫҫи каланӑ: пылакӑма, тутлӑ ҫимӗҫӗме пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫу йывӑҫҫи каланӑ вӗсене: ара, ман ҫӑвӑмпа турӑсемпе ҫынсене чыслаҫҫӗ те, ӑна пӑрахса хӑварса йывӑҫсем хушшинче сулланса ҫӳрӗп-и? тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем тырӑ-пулӑ аксан, мадиансемпе амаликсем тата тухӑҫ енче пурӑнакансем килеҫҫӗ те вӗсен ҫӗрӗнче ҫӳреҫҫӗ; 4. вӗсем хушшинче чатӑр лартсах пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр ӳстерсе паран ҫимӗҫе те Газа патне ҫитичченех пӗтереҫҫӗ, Израиль валли тӑранса пурӑнмалӑх сурӑх та, вӑкӑр та, ашак та хӑвармаҫҫӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Арӑмсем хушшинче Иаиль, Кеней ҫыннин Хеверӑн арӑмӗ, пиллӗхлӗ пултӑр, чатӑрти арӑмсем хушшинче пиллӗхлӗ пултӑр!
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сурӑх картисем хушшинче выльӑх макӑрнине итлесе ларатӑн-и эсӗ?
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кӗтӳсене ҫӑл патне хӑваласа килекенсем хушшинче те, ҫавӑнта та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлаччӑр, Израиль ҫулпуҫӗсене мухтаса юрлаччӑр! Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хапха умне тухнӑ.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.