Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӗчӗк сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗчӗк (тĕпĕ: пӗчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл хӑй хыҫҫӑн алӑка таччӑн хупса хучӗ; малалла иртмесӗрех, пӗчӗк пӳлӗм алӑкне шак-шак-шак шаккарӗ.

— Он плотно притворил за собой дверь; не заходя, постучался в дверь горенки.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Половцев ҫаплах Яков Лукич патӗнче, ӗлӗк Островнов карчӑкки пурӑннӑ пӗчӗк пӳлӗмре, пурӑнать-ха.

Половцев все еще жил у Якова Лукича в маленькой горенке, где раньше помещалась старуха Островниха.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара, пӗчӗк выльӑх мар-ҫке.

Помоги переводом

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Майданников ҫуланса пӗтнӗ ҫырмалли пӗчӗк кӗнекине туртса кӑларчӗ, кукӑрткаласа ҫырса тултарнӑ кирлӗ страницӑсене васкавлӑн шырама пуҫларӗ.

Майданников достал засаленную записную книжонку, торопливо стал искать исчерченные каракулями странички.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк хуҫи пӗчӗк тутрипе ҫамкине тата тути хӗррисене шӑлса типӗтрӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Хозяин лисьего треуха вытер платочком лоб и губы, продолжал:

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ, хамӑн пӗчӗк йӑмӑксем ан ӳлеччӗр тесе, ҫӑварӗсене хуплаттӑм…

А я зажимаю маленьким сестренкам рты, чтобы не ревели…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн пӗчӗк пӳлӗме — подвалта пурӑнаттӑмӑр — хӑна ертсе килет.

В комнатушку нашу — в подвале жили — ведет гостя…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ… пӗчӗк ачасемпе ҫапӑҫма вӗренмен!..

Я… с детишками не обучен воевать!..

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чим! — канӑҫсӑррӑн мӑкӑртатма тытӑнчӗ Нагульнов, шутӑн пӗчӗк ҫеҫ шӑрҫисене пӳрнипе хуллен кӑна шутаркаласа.

Постой! — встревоженно забормотал Нагульнов, осторожненько толкая пальцем колесики счетов.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сасса илтнӗ Давыдов ҫырмалли пӗчӗк кӗнеки ҫинчен шурӑ тутӑр татӑкӗпе ҫыхса лартнӑ пуҫне ҫӗклерӗ те йӑл кулса илчӗ.

На стук Давыдов поднял от записной книжки перевязанную белым лоскутом голову, улыбнулся:

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӳрте кӗрсе тӑнӑ Андрее асӑрхамасӑр, вӑл пӗр витре кӗрекен шӑвӑҫ савӑтран кашӑкпа пыл ӑса-ӑса илет те, куҫӗсене тутлӑн хӗскелесе, чаплаттарса, хӑйӗн пӗчӗк сухалӗ ҫине сап-сарӑ тумламсем юхтара-юхтара, пыл ҫисе ларать…

Не видя вошедшего Андрея, он черпал столовой ложкой мед из ведерного жестяного бака и ел, сладко жмурясь, причмокивая, роняя на бороду желтые тянкие капли…

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аркашка сарӑ пӗчӗк сухалне шӑлкаласа утать, выльӑх хырӑмӗнче ҫӗрме ӗлкӗреймен кукуруза пӗрчисем курӑнса выртакан вӑкӑр тислӗкӗ ҫинелле кӑтартать:

Аркашка поглаживал русую бороду, указывал на бычий помет с торчавшими из него непереваренными зернами кукурузы:

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Фрол, сӑранпа тӗпленӗ лайӑх ҫӑматтисене чӗриклеттеркелесе, малти пӳлӗме кӗрсе кайрӗ, унтан пӗчӗк хут татӑкки илсе тухрӗ.

Фрол пошел в горницу, поскрипывая добротными, подшитыми кожей валенками, вынес оттуда бумажку.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӗтел хушшинче: Фрол хӑй — савӑл пек шӗвӗркке пӗчӗк сухаллӑ тата сулахай енчен сӑмси ҫунаттине татса кӑларнӑ (ача чухнех улмуҫҫи тӑрринчен ӳксе питне-куҫне тӑрлавсӑрлатнӑ, ҫавӑн пирки ӑна Катӑк сӑмса тесе ят панӑ) пӗчӗкҫеҫ имшеркке старик, унӑн арӑмӗ, тулли кӗлеткеллӗ те кӗрнеклӗ карчӑк, ывӑлӗ Тимофей — ҫирӗм икӗ ҫулалла ҫитнӗ йӗкӗт, хӗрӗ — качча кайма вӑхӑт ҫитнӗскер, лараҫҫӗ.

За столом сидели: сам Фрол — маленький, тщедушный старичишка с клиноватой бороденкой и оторванной левой ноздрей (еще в детстве обезобразил лицо, падая с яблони, отсюда и прозвище Рваный), его жена, дородная и величественная старуха, сын Тимофей — парень лет двадцати двух и дочь — девка на выданье.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лашана васкатма пӗр пӗчӗк хулӑ хуҫса пар-ха мана.

Сломи-ка мне хворостинку погонять лошадь.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титокӑн ырханкка та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ арӑмӗ пӗчӗк лахханран пӑрушне шӑварса тӑрать.

Жена Титка, худая, высокая баба, поила из лоханки телка.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей тӗлӗрме пуҫларӗ, вара, ҫулҫӑ тымарӗн пӗчӗк валакӗ тӑрӑх сывлӑм тумламӗ юхса аннӑ пек, унӑн тутисем ҫинчен йӑл кулӑ ерипен шӑвӑнса иртрӗ.

Андрей засыпал, и с губ его медленно, как капли росы с желобка листа, стекала улыбка.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лутра кӑна пӗчӗк пӳлӗмре кӗнчеле кӑлтӑрми ыйӑхлаттармалла сӗрлесе ҫаврӑнать, пӳрчӗ ӑшӑ.

В низенькой комнатушке снотворно жужжала прялка, было жарко натоплено.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуторта нумаях пурӑнмарӗ вӑл: сарайӑн ҫӗрме пуҫланӑ юписемпе каштисене тӳрлеткелерӗ, икӗ теҫеттин ҫӗр сухаласа пӑрахрӗ, унтан пӗр кун кунӗпех пӗчӗк ывӑлӗпе выляса ирттерчӗ, ӑна салтак пурнӑҫӗн шӑрши витӗрех ҫапнӑ мӑйӗ ҫине лартса ҫӳрерӗ, пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа кӑтартрӗ, кулчӗ-ахӑлтатрӗ.

Прожил он в хуторе недолго: поправил подгнившие сохи и стропила сараев, вспахал две десятины земли, потом как-то целый день пестовал сынишку, сажал его на свою вросшую в плечи, провонявшую солдатчиной шею, бегал по горнице, смеялся.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анне ҫавна курсан чугунтан пӗр курка вӗри сӑмала ӑсса илнӗ те мана ҫапла калать: «Хӑвала-ха ҫавна, Макарка, эпӗ пӗчӗк хапха хыҫне кайса тӑрам», тет.

Мать увидала ее, ухвати в кружку вару из чугуна и говорит мне: «Гони ее, Макарка, а я стану за калиткой».

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней