Поиск
Шырав ĕçĕ:
26. Патша темиҫе хутчен ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн вӑл ывӑлне канаш пама килӗшнӗ.26. После многих его убеждений, она согласилась уговаривать сына.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл темиҫе ҫынна Газара хулине Иоана вӗлерме янӑ, пинпӳсене хӑй патне пыма чӗнсе ҫырусем янӑ, вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл, парнесем пама пулнӑ; 20. ыттисене Иерусалим хулипе сӑваплӑ Ҫурт сӑртне туртса илме янӑ.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫавӑн хыҫҫӑн Никанор Сион тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илме таса Ҫуртран темиҫе священникпа халӑх пуҫлӑхӗ тухнӑ, вӗсем ӑна патшашӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнине кӑтартасшӑн пулнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапӑҫмашкӑн хаярланччӑр тесе, сӑлансене иҫӗм ҫырли юнӗпе пурҫӑн йывӑҫҫин юнне кӑтартнӑ; 35. ҫак чӗрчунсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ, кашни сӑланӗ ҫумне пин ҫын тӑратнӑ, ҫыннисем тимӗр вӑчӑра тумтир, пӑхӑр калпак тӑхӑннӑ пулнӑ; кунсӑр пуҫне кашни сӑлан ҫумне чи паттӑр юланутҫӑсене пилӗкҫӗр ҫын тӑратнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫурҫӗр патши ҫӗнӗрен ҫар пуҫтарӗ, ку унчченхинчен те йышлӑрах пулӗ; темиҫе ҫултан питӗ лайӑх хатӗрленнӗ пысӑк ҫарпа килсе тапӑнӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл темиҫе ҫул хушши ҫурҫӗр патшине чӑрмантармӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та темиҫе ҫултан вӗсем ҫывӑхланӗҫ; ҫав килӗшӗве ҫирӗплетмешкӗн кӑнтӑр патшийӗн хӗрӗ ҫурҫӗр патшине качча кайӗ; анчах вӑл пысӑк вӑя хӑйӗн аллинче тытса тӑраймӗ, унӑн ӑрӑвӗ те сыхланса юлаймӗ: ӑна хӑйне те, унпа пӗрле килнисене те, унӑн ачине те, ӑна хунтӑлакана та пӗтерӗҫ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпӗ ӗнтӗ, Даниил, халтан кайса, темиҫе кун хушши чирлӗ выртрӑм; унтан тӑтӑм та патша ӗҫӗсене пикентӗм; мӗн курни мана хӑратсах пӑрахрӗ, эпӗ ӑна ӑнланмарӑм.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль пуҫлӑхӗсенчен темиҫе ҫынни ман патӑма килчӗҫ те ман умӑма ларчӗҫ.1. И пришли ко мне несколько человек из старейшин Израилевых и сели перед лицем моим.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Темиҫе ывӑҫ урпапа ҫӑкӑр татӑкӗшӗн Мана Хамӑн халӑхӑм умӗнче чысран кӑларатӑр, вилмелле мар чунсене вӗлеретӗр, вилмелли чунсене чӗрӗ хӑваратӑр, суя суйнине итлекен халӑха улталатӑр.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем хамӑра хирӗҫ кӳнтелеҫҫӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана темиҫе хутчен пӑрахрӑмӑр пулин те, Санӑн умӑнта ҫылӑхӑма кӗтӗмӗр пулин те, пире Хӑвӑн ятушӑн пулӑшсамччӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авалхи ишӗлчӗксем вырӑнне ҫӗнӗ хуласем эсӗ лартӑн, темиҫе ӗмӗр выртакан никӗссене ҫӗнетӗн, вара сана ишӗлчӗксене юсаканӗ, пурӑнакансем валли ҫӗнӗ урам тӑваканӗ, тейӗҫ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫулталӑк та темиҫе кунранах сехӗрленсе ӳкетӗр эсир, ҫӑмӑлттайсем! иҫӗм татасси пулаймӗ, тырӑ вырас вӑхӑт ҫитеймӗ.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӑссӑр ҫын мӗн те пулин пани сана усӑ кӳмест: каялла илнӗ чухне унӑн пӗр куҫ вырӑнне — темиҫе куҫ.14. Даяние безумного не будет тебе на пользу; ибо у него вместо одного много глаз для принятия.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ваттисен пухӑвӗнче нумай ан калаҫ, кӗлтунӑ чухне пӗр сӑмахах темиҫе хут ан кала.14. Пред собранием старших не многословь, и не повторяй слова в прошении твоем.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн куҫу умӗнче пин ҫул та — иртсе кайнӑ ӗнерхи кун евӗр анчах, ҫӗрлехи темиҫе сехет евӗр анчах.4. Ибо пред очами Твоими тысяча лет, как день вчерашний, когда он прошел, и как стража в ночи.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ ӗҫ пулса иртнӗ чухне эпӗ Иерусалимра пулман: Вавилон патши Артаксеркс вӑтӑр иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ патша патне кайнӑччӗ; темиҫе кун иртсессӗн, патшаран каялла таврӑнма ирӗк ыйтса илтӗм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта виҫӗ кун пурӑнсассӑн 12. хамӑн темиҫе ҫыннӑмпа пӗрле ҫӗрле тӑрса тухрӑм, Туррӑм хушнипе чӗремре Иерусалим валли мӗнле ӗҫ тума шухӑшласа хунине никама та каламарӑм; хам ларса пыракан ашаксӑр пуҫне пирӗн урӑх выльӑх ҫукчӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша манпа пӗрле темиҫе ҫарпуҫ тата утлӑ ҫар ҫыннисем янӑччӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫак сӑмахсене илтсессӗн, эпӗ лартӑм та йӗрсе ятӑм, темиҫе кун хуйхӑрса ҫӳрерӗм, типӗ тытрӑм, ҫӳлти Турра кӗлтурӑм, 5. ӗнтӗ ҫапла каларӑм: эй тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ, аслӑ та хӑрушӑ Турӑ!
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.