Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

палласа (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречесем витӗр ҫынсем кӗпӗрленсе пӑхаҫҫӗ, — вӑл килсе кӗнипе тӗлӗнсе кайнӑ; хирӗҫ пулакан хӗрарӑмсем, ӑна палласа илсе, пӗшкӗнсе пуҫ таяҫҫӗ.

К окошкам липли лица, изумленные его появлением, низко кланялись узнававшие его встречные бабы.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӗҫтер ӑна, тӑрантар, пусма самӑртнӑ пек, анчах каясса… ниҫта та каяймӗ!.. — Сӑмахне татса, чӳрече умне пычӗ, пӳрнисемпе кантӑка такӑртаттарчӗ, унтан ывӑлӑн ача чухне нянька аллинче ӳкерттерсе кайран пысӑклатнӑ сӑнӳкерчӗкӗ умне пырса, икӗ утӑм каялла чакрӗ те, ӑна ниепле те палласа илеймен пек, нумайччен куҫне хӗстерсе пӑхса тӑчӗ.

— Пои его, корми, как на убой, а у-е-хать… не уедет! — Оборвав, подошел к окну, побарабанил пальцами и, подойдя к увеличенной фотографии сына, снятого на руках у няни, отступил два шага и долго смотрел щурясь, словно не узнавая.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ҫавӑнтах, Наталйӑна палласа илсе, шурса кайрӗ, ерипен ун патнелле утрӗ.

Аксинья побледнела, угадав Наталью, медленно двинулась навстречу.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ вӗсене тумӗнчен палласа илтӗм.

Я угадал их по форме.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ те пирӗн пата-им? — кулса ячӗ Григорий, ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫ тӗпекӗ тӑрӑхах Кошевой Михаила палласа илсе.

— И ты к нам? — скалился Григорий, узнав Мишку Кошевого по золотой глыбе чуба.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий питне-куҫне пӗркелентерчӗ те, Петро утланнӑ ута палласа илес тесе, тинкерсе пӑхрӗ.

Собрав на скулах рытвинки морщин, Григорий вглядывался, стараясь узнать под Петром коня.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, чӳрече витӗрех ашшӗне палласа илсе, нимӗн тума аптраса хыпӑнса ӳкрӗ.

Григорий растерялся, увидев в окно отца.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аникушкӑн пулас?», — тесе шутларӗ Григорий, хӗстернӗ куҫӗсене шутарса пӑхса, вӑкӑрӗсене тата плуг хыҫҫӑн утакан ҫынна палласа илсе.

Да, никак, Аникушкина», — Григорий скользил прищуренными глазами, узнавая быков и ходившего за плугом человека.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Асту, ан хӑра, ку кӗпепе те палласа илӗҫ.

— Небось, гляди, угадают и в этой.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ӑна палласа илет те аякранах кӑшкӑрать:

Григорий угадывает и еще издали кричит ей:

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эсир ӑна тӳрех палласа илме пултаратӑр, мӗншӗн тесен унӑнни пек тӗрӗллӗ пиртен ҫӗлетнӗ панталон тата китайсенни пекрех сарӑ сюртук урӑх никамӑн та ҫук.

Вы его тотчас узнаете, потому что ни у кого нет, кроме него, панталон из цветной выбойки и китайчатого желтого сюртука.

Иван Шпонькӑпа унӑн аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӗлӗнмелле рыцарь ҫине хӑраса пӑхнӑ хушӑра вӑл ӑна палласа илнӗ-мӗн, сӑн-питрен пӑхма вӑл леш хайхи, тухатмӑш юмӑҫ пӑхнӑ самантра, кӗтмен-туман ҫӗртен курӑнса кайнӑ ҫынах.

Со страхом вглядевшись в чудного рыцаря, узнал он на нем то же самое лицо, которое, незваное, показалось ему, когда он ворожил.

XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑйсен ӗмӗрӗнче чылай куркаланӑ ҫынсем тинӗсрен ту пек ҫӗкленсе тухакан Крыма та, ӑшӑх вырӑнлӑ Сиваша та палласа илчӗҫ.

Бывалые люди узнали и Крым, горою подымавшийся из моря, и болотный Сиваш.

XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӳпере кӗмӗл ҫурла ялкӑшса илчӗ; акӑ тепӗр енчен такам килет, ҫулпа утать вӑл, тӗттӗмре палласа илме хӗн…

Блеснул на небе серебряный серп; вот кто-то идет с противной стороны по дороге, трудно разглядеть в темноте.

VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Палласа илеймерӗр-им? — терӗ тимӗрҫӗ.

— А вы не познали? — сказал кузнец.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑй те пӗлсе юлаймарӗ вӑл, темле майпа-ҫке, пусма картлашкисем тӑрӑх хӑпарса алӑк уҫрӗ те пӳлӗмре мӗнпурри ялкӑшса та ҫиҫсе тӑнине кура, ҫавӑнтах кӑшт каялла чакрӗ; анчах леш хайхи, Диканька витӗр тухса кайнӑ запорожецсене палласа илсен вӑл кӑштах хӑюлланчӗ.

Вошел, сам не зная как, на лестницу, отворил дверь и подался немного назад от блеска, увидевши убранную комнату; но немного ободрился, узнавши тех самых запорожцев, которые проезжали через Диканьку.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чуб тимӗрҫӗ сассине палласа илсе, кӑштах каялла чакрӗ.

Чуб, узнавши голос кузнеца, отступил несколько назад.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Лешӗ нумайччен куҫне чарса пӑхрӗ, юлашкинчен вара асаттене палласа илчӗ те, тӗлӗкре мӗн-мӗн курни ҫинчен каласа пачӗ: кӑмака пӳртри кӳршексемпе лаххансене кӗреҫепе хӑвалани… тата тем шуйттанӗ те курӑннӑ-мӗн ӑна.

Та долго смотрела, выпуча глаза, и, наконец, уже узнала деда и рассказала, как ей снилось, что печь ездила по хате, выгоняя вон лопатою горшки, лоханки, и черт знает что еще такое.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫитӗ сана ҫынсенчен мӑшкӑлама! — терӗ голова, йӗкӗте ҫухинчен ярса илсе, анчах, вӑл кам иккенне палласа илсен, хӑрах куҫне чарса пӑрахрӗ те шак хытса тӑчӗ.

Полно тебе дурачить людей! — проговорил голова, ухватив его за ворот, и оторопел, выпучив на него глаз свой.

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шыв пики евӗр пулнӑ та, палласа илме ҫук; анчах вӑл кунта иккенне пӗлетӗп эпӗ, туятӑп вӑл кунтине.

Она приняла на себя вид утопленницы; но я знаю, но я слышу, что она здесь.

V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней