Поиск
Шырав ĕçĕ:
Евдокия, Якку кукка ачасене тӑванӗсене кӗтнӗ пекех ырӑ кӑмӑлпа йышӑнасса, малтанлӑха вӗсем унта пурӑнасса ӗнентерчӗ.Евдокия заверила, что дядя Яков встретит ребят, как родных, и первые дни они поживут у него.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Манӑн сӑмах ҫирӗп, — ӗнентерчӗ Саня.
2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Захар вара ӑна кайма пӗр мӑшӑр атӑ ҫӗлеттерсен те ҫитет, тепӗр мӑшӑрӗн тӗпне ҫаптарнипех юрамалла тесе ӗнентерчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Доктор та ман ҫинчен шӑпах ҫав кунхине, ҫав сехетре асне илни питӗ лайӑх — чӑнласах ҫапла тесе вӑл мана кулмасӑр-тумасӑр ӗнентерчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн тӑвас тен, Николай Антоныч мана чи ирсӗр элекпе, этем ывӑлӗ-хӗрӗ мӗн таран элек тума пултарать, ҫав таранах элеклесе пӗтерчӗ, «вӑл таса мар юнлӑ ача», «ун пирки санӑн аннӳ вилсе выртрӗ» тесе те ӗнентерчӗ пулӗ ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑлах мана тавлаша-тавлашах «санӑн телевиденире ӗҫлемелле» тесе ӗнентерчӗ, вут сапакан куҫпа «пӗрле фильмсем ӳкерме пуҫлӑпӑр, чӑваш киноне чӗртсе ярӑпӑр!» тесе илӗртрӗ…
Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405
Ирӗксӗрех эпӗ Мускаври пӗр улпут майрине аса илтӗм, вӑл Байрон никам та мар, ӗҫке ярӑннӑ ҫын ҫеҫ пулнӑ, тесе ӗнентерчӗ, — анчах штабс-капитан сӑмахне йывӑра илме ҫук.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах та Мересьев госпитальти начальниксене: манӑн Мускавра хурӑнташсем пур, эпӗ вӗсене курмасӑр тухса кайма пултараймастӑп, тесе ӗнентерчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах ҫак ҫын тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине те нимрен те ытларах ӗнентерчӗ.Но и убедил больше, чем что-либо другое, в честности этого человека.
«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«Эпӗ, тӑванӑм, санран юлмастӑп», — тесе ӗнентерчӗ вӑл Карповича.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эп унта пӗрре ҫитсе куртӑм та вилеслех хӑрарӑм, — ӗнентерчӗ карчӑк.Я один раз побывала там и до смерти испугалась, — уверила старуха.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
— Ара, кинӗм, унта аслӑ киремет пурӑнать, — ӗнентерчӗ карчӑк.— Да там, снохушка, живет великий Кереметь, — заверила старуха.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980