Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн пуҫӗнче йӗркесӗр усал, ӑнланса илейми шухӑшсем пӑтранчӗҫ; вӗсем, тӳпери пӗлӗт татӑкӗсем пек, ним тӗллевсӗр, ҫыхӑнусӑр шӑвӑнса иртрӗҫ, Обломов пӗр шухӑшне те асра тытса юлаймарӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, вак-тӗвексемпе пӑтрашӑнса, тӑмсайла, ҫыхӑнусӑр калаҫрӗ, ҫавна кура манӑн ӑна кашни минутрах чӑтӑмсӑр ыйтусемпе те ятлаҫу евӗр кӑшкӑрашусемпе чара-чара лартма тиврӗ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӗсен ыйхӑллӑ та ҫыхӑнусӑр калаҫӑвӗсене итлет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла майпа вӑл машинӑсӑр, юлташсӑр, ҫыхӑнусӑр, хӗҫ-пӑшалсӑр тӑрса юлчӗ.Так что он без машины, без своего подельника, без оружия и без связи.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Эпӗ ӑна тепӗр май ҫавӑрса пӑхрӑм, анчах та унта хӑшпӗр ҫӗрте сыхланса юлнӑ ҫыхӑнусӑр сӑмахсенчен пуҫне нимех те вуласа тухма пулмарӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗрле вӑл аташма пуҫларӗ, пуҫӗ вӗриччӗ унан, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл пӗтӗм тӑлппӑвӗпе сивӗ чир тытнӑ чухнехи пек чӗтренсе илчӗ, ашшӗ ҫинчен те, шӑллӗ ҫинчен те темле ҫыхӑнусӑр сӑмахсем калакаласа аташрӗ; унӑн ту хушшинелле, килне каясси килчӗ пулас…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл тем каласшӑнччӗ, анчах, шухӑшсем арпашӑннӑ пирки, сӑмахӗсем те ҫыхӑнусӑр пулса тухрӗҫ Вара вӑл шӑп пулчӗ, каллех ӑнтан кайрӗ.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949