Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарчӗ (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аспар патак илсе кашкӑр ҫури патне ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑ-и ку? — сӗтел патне ҫывхарчӗ ватӑ врач.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫынсенчен вӑтанасчӗ: ытла киревсӗр сӑмахсемпе хурлатӑн-ҫке Совет влаҫне? — ун патне ҫывхарчӗ Эльгеев.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗсьери ҫӑкӑр чӗллине кӑларса ҫурмалла хуҫрӗ, ку ҫур чӗлле малалла тӑсса ӑйӑр патне ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна кура Пикментей аллине патак тытрӗ те каччӑсем патне ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет, ларса калаҫма майлӑ маррипе пулас, ура ҫине тӑрса хӗр патне ҫывхарчӗ, суллине тӑхӑнтартас тесе ӑна алӑран тытасшӑн пулчӗ.

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ун патне ҫывхарчӗ те пуҫ тайрӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл аллисене кӑкӑрӗ тӗлне тытса аслӑ князь патне ҫывхарчӗ, анчах чалмине хывма та, государе чӗркуҫленсе пуҫ тайма та шутламарӗ.

Помоги переводом

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗнтӗ, кин, пӗр алтӑр сӑра ӗҫсе пар-ха, — ҫав-ҫавах хӑй вырӑнӗнче хытса тӑракан Эрнепи патне шиклӗ ҫывхарчӗ Нетӳҫ инке.

Помоги переводом

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ, гастроле тухса каймалли кун та ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫынсем курман ҫӗрте? — кула-кула ҫывхарчӗ Ева.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Виҫӗ талӑк хушши тертленсе пынӑ хыҫҫӑн Соня Самар хулин ҫыранӗсем патнелле ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫарсамӑр: вырӑссен йӑли ҫапла, — терӗ те Соня патне ҫывхарчӗ Богданов.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара Лена патне ҫывхарчӗ те ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӗрле юнашар ларни — хамӑрӑн чунӑмӑрсене уҫнине пӗлтермест-ши вара, Мишель? — именсе ҫывхарчӗ Тоня Миша ҫумне.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗтмен ҫӗртен вӑл икӗ ҫын уттине илтрӗ; Нетти шӑппӑн шаккарӗ, ларнӑ ҫӗртен ҫӗкленсе Моргиана алӑк патне йӑпшӑнса ҫывхарчӗ, сывлама та чарӑнчӗ тейӗн.

Вдруг она услышала шаги двух людей; Нетти коротко постучала, и, встав, Моргиана крадучись подошла к двери, удерживая дыхание.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вара вӑл ҫывхарчӗ; тинех асӑрхарӑм: Синкрайт самаях ӳсӗр, ҫакна хӑй те туять, анчах ҫирӗппӗн тӑрасшӑн.

Тогда он подошел, и лишь теперь я заметил, что Синкрайт сильно навеселе, сам чувствует это, но хочет держаться твердо.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сумлӑн ҫӗкленсе Гент король патне стайлӑн, васкамасӑр ҫывхарчӗ, ӑна сарлака сак ҫине выртма хушрӗ.

Важно встав, Гент размеренными шагами подошел к королевской особе и попросил его лечь на лавку.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӗвел анас вӑхӑт ҫывхарчӗ, манӑн ларас-тӑрас килмест.

Солнце еще только близилось к закату, а мне уже не сиделось.

X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кӑвар ҫутине асӑрхасан вӑл кӑвайт патне чылай вӑхӑт майӗпен-майӗпен, кушак пек шӑва-шӑва ҫывхарчӗ; ҫывӑракан сунарҫӑ пиҫиххинчи сакӑр хӑнтӑр тирне курсан бандит вӗсен телейсӗр хуҫине ҫӗҫҫипе икӗ хутчен яшлаттарчӗ.

Привлеченный огнем, он долго подползал к костру, полз тихо, как кошка, и, увидав на поясе спавшего охотника восемь бобровых шкур, двумя ударами ножа покончил с их несчастным владельцем.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней