Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫывхарчӗ (тĕпĕ: ҫывхар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш карчӑк Ишут патне утса ҫывхарчӗ, Пӗлтерчӗ вӑл йӗре-йӗре Ун ашшӗ кӗнине ҫӗре: «Сан аҫуна Кавруҫ вӗлернӗ, Ҫавах, ҫавах, тӗнче пӗлет».

Помоги переводом

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тепӗр вунӑ минутран виҫӗ ҫын ларса пыракан хыҫлӑ ҫуна, парпа витӗннӗ ҫырма урлӑ каҫса, кӗрт хӳсе кайнӑ вӗтлӗх патнелле ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ, кӗтнӗ самант ҫывхарчӗ — пӗрремӗш шӑнкӑрав сасси вӗренекенсене партӑсем хушшине ларма йыхравларӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Вӑл каччӑ патне ҫывхарчӗ те ӑна куҫран тӗмсӗлсе пӑхрӗ, унтан аллисене майӗпен ун хул пуҫҫийӗсем ҫине хучӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл упӑшкине тата Магмет Беззубовпа ун ҫыннисене ӑсатрӗ те тӗттӗм пулса ҫитсен пахча хыҫӗпе Северьян ҫӗр пӳрчӗ патне ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан вӑл васкамасӑр воевода патне ҫывхарчӗ те малтанхинчен те хытӑрах каласа хучӗ.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалей арӑмӗ хӑйне ҫапла сӑнаса тӑнине асӑрхарӗ те именнӗ пек пулса ун патне ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Танук-нойон ҫывхарчӗ хуллен, сиксе ӳкме хатӗрленнӗ арӑслан пек.

Помоги переводом

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Унтан Тӑсланкӑ Кӑваркуҫ патне ҫывхарчӗ те каларӗ:

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Акӑ пӗчӗк лаша ҫинче ларакан тутарӗ малалла ҫывхарчӗ те хӑнӑхнӑ аллипе вӗрен ывӑтрӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар патак илсе кашкӑр ҫури патне ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫавӑ-и ку? — сӗтел патне ҫывхарчӗ ватӑ врач.

Помоги переводом

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ҫынсенчен вӑтанасчӗ: ытла киревсӗр сӑмахсемпе хурлатӑн-ҫке Совет влаҫне? — ун патне ҫывхарчӗ Эльгеев.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Кӗсьери ҫӑкӑр чӗллине кӑларса ҫурмалла хуҫрӗ, ку ҫур чӗлле малалла тӑсса ӑйӑр патне ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑна кура Пикментей аллине патак тытрӗ те каччӑсем патне ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет, ларса калаҫма майлӑ маррипе пулас, ура ҫине тӑрса хӗр патне ҫывхарчӗ, суллине тӑхӑнтартас тесе ӑна алӑран тытасшӑн пулчӗ.

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ун патне ҫывхарчӗ те пуҫ тайрӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл аллисене кӑкӑрӗ тӗлне тытса аслӑ князь патне ҫывхарчӗ, анчах чалмине хывма та, государе чӗркуҫленсе пуҫ тайма та шутламарӗ.

Помоги переводом

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗнтӗ, кин, пӗр алтӑр сӑра ӗҫсе пар-ха, — ҫав-ҫавах хӑй вырӑнӗнче хытса тӑракан Эрнепи патне шиклӗ ҫывхарчӗ Нетӳҫ инке.

Помоги переводом

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ, гастроле тухса каймалли кун та ҫывхарчӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней