Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эппин, халӗ те шансах тӑрӑр: хурахсене тытса пӗтересси пирки пӗртте ан иккӗленӗр.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, ӑна халлӗхе шансах каймаҫҫӗ курӑнать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Бельгире пурӑнакан нимӗҫсем фашистла пропаганда ҫине шансах кайманнине курма пулать.Можно видеть, что немцы, живущие в Бельгии, не уверены в фашистской пропаганде.
Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.
Ку ҫапла пуласса эпир шансах тӑратпӑр.
Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.
Эпӗ ӑна шансах тӑратӑп, — тенӗ Синопа.
Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Эсир ун чухне хамӑр йӑха тӑшмансенчен сыхлассине Хура Урасем шансах тараҫҫӗ.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Шансах тӑратӑп, хӑвӑр ӗҫе чунран парӑннӑран тата хавхаланӑва пула сире халиччен мӗн тунине татах ҫирӗплетме, пысӑк ҫитӗнӳсем тума май килет.
Михаил Игнатьев Раҫҫей предпринимательлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/05/26/news-3864475
Эпӗ вара эс ҫакӑнтан тухасса шансах тӑратӑп.
Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Эпӗ шансах тӑратӑп: сирӗнтен нихӑшӗ те хӑйне намӑс кӑтартмӗ, унта сапаланса выртакан, хамӑр юнпа илнӗ ирсӗр те пустуй япаласене тытмӗ…
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Шансах тӑратӑп.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
«Андрей» хӑй тӗллӗнех пӗлӳ илнӗ, ссылкӑра чух никам пулӑшмасӑр нимӗҫпе француз чӗлхисене вӗреннӗ, пайтах кӗнеке вуланӑ, ҫавна май унӑн питӗ ҫырасси килнӗ, анчах вӑхӑчӗ тупӑнман тата хӑйӗн пултарулӑхне те шансах пӗтермен.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Малиновский арӑмӗ хӑй ҫине алӑ хума тӑни ҫинчен илтсен те, — ҫакна вӑл упӑшки сутӑнчӑк иккенне пӗлнӗ хыҫҫӑн тума пултарнӑ, — каярахпа та, сехри хӑпнӑ тата йӑмшакланнӑ Малиновский Поронинӑна пырса тухсан та, Ленин ӑна сутӑнчӑк тесе шутлама пултараймарӗ, ҫакӑ йӑлтах Малиновский хӑйне юлташӗсем шансах пӗтерменшӗн (кӑна вӑл пӗлнӗ ӗнтӗ) кӳреннӗрен тата нервисем пӑсӑлнӑран килнӗ тесе шухӑшларӗ.
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Тӗрӗссипе каласан, Эмиль хӑҫан та пулин ял управин председателӗ пуласса шансах каймастӑп эпӗ.— По-честному, я не думаю, что Эмиль станет когда-нибудь председателем сельской управы…
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫак опыт ӑнӑҫлӑ пуласса шансах каймасть-ха вӑл, ҫапах та тӗрӗслесе пӑхни пӑсмасть вӗт.
Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хам ҫакна чӑтса ирттерессе шансах каймастӑп, — терӗ вӑл ассӑн сывласа.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эпӗ суту-илӳ тӑвакан ҫав ҫынсенчен пӗринпе те пулин хам тӑван ҫӗршыва таврӑнма май пуласса шансах тӑратӑп.Я надеюсь, что мне представится случай вернуться с кем-нибудь из них на родину.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах вӗсенчен пӗри мана вӑл хӑйӗн чапӗпе пуянлӑхне хӑйӗн ҫӗршывӗпе хӑйӗн патшине сутнипе кӑна тупма пултарни ҫинчен, тепри ҫак тӗлӗшпе ҫынна наркӑмӑш парса вӗлерни ҫинчен, нумайӑшӗсем тата айӑпсӑр ҫынна айӑплас майпа законсене пӑсни ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ хыҫҫӑн (шансах тӑратӑп, вулакан мана ҫакӑншӑн ҫиленмест пулӗ тесе шутлатӑп), ҫак сӑлтавсем ятлӑ ҫынсене ачаранпах хисеплес туйӑма пӑртак та пулин чакарчӗҫ пулин те, кӗҫӗн вырӑнти ҫынсен аслӑ вырӑнти ҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ таранах хисеплесе тӑмалла пулать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
(Эпӗ шансах тӑратӑп, ҫакӑнта асӑннисем пирки хам тӑван ҫӗршыва асра та тытманни ҫинчен вулакана каласа пама та кирлӗ мар пулӗ, тетӗп.)
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мана вӑл ҫитӗнӳ пулассине хӑй шансах тӑни ҫинчен, тепӗр сакӑр ҫултан вӑл йӳнӗ хакпах губернатор сачӗсене хӗвел ҫути парса тӑрасси ҫинчен шантарса каласа пачӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ахаль те халӗ его величество ӑна пур енӗпе те шансах каймасть.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.