Поиск
Шырав ĕçĕ:
Калаҫнӑ май Корытовӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе пычӗ, анчах вӑл мӗн калани пӗрре те савӑнӑҫлӑ пулмарӗ; ҫапах та унӑнни пек, Корытовӑнни пек, питӗ лайӑх перспективлӑ районсем мӗнпур Хура тинӗс таврашӗнче те урӑх ҫук-мӗн, ӑна, Корытова, ҫав перспективӑсем патне ҫывхарма вак-тӗвек пӑтӑрмахсем кӑна чӑрмантарса тӑраҫҫӗ-мӗн, — ҫапла ӑнлантарса пачӗ вӑл Воропаева.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Василисӑпа юнашар пӗр утӑм та кая юлмасӑр, вӑрӑм мӑйне тӑсса, тӗккелесе, чӑрмантарса, лӑпланма пултарайман сурӑх чупать.Рядом с Василисой, нога в ногу, вытягивая длинную шею, толкаясь и мешая, бежала беспокойная овца.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кунта чӑрмантарса ан ҫӳре, ахаллӗн эпӗ сана хытӑ лектерме пултаратӑп!А будешь тут околачиваться да надоедать, так смотри — ты у меня получишь!
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пирвайхи сехетсенче тӗмӗллӗ йывӑҫсем чӑнах та отряда чӑрмантарса пычӗҫ.В продолжение первых часов кустарники действительно задерживали отряд.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Отрядра чӑрмантарса тӑракан ытлашши ҫын пулма-и?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мерекке кӗлет айӗнчен шӑши тытса тухатчӗ — чӑрмантарса тӑмарӑм.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Анчах округӑн пысӑк территорийӗ тӑрӑх сапаланнӑ вӑрӑ-хурахсене пӗтерсе тӑкма хӑтланни ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ, — мӗншӗн тесен, чи малтанах, вырӑнти халӑх хӑй бандитсен хутне кӗнӗ, вӗсене апат-ҫимӗҫ парса пулӑшнӑ, хӗрлӗармеецсен чаҫӗсем ӑҫтарах тӑни ҫинчен хыпарласа тӑнӑ, кунпа пӗрлех вӗсене йӗрлесе тытасран та пытарнӑ; унтан тата батальон командирӗ Капарин, патша ҫарӗн штабс-капитанӗ пулнӑ эсер, Тури Дон тӑрӑхӗнче каллех ак хальтерех пуҫ ҫӗкленӗ контрреволюцилле вӑйсене пӗтерсе тӑкма пачах та тӑрӑшман, вӗсене тӗп тӑвассине пур майпа та чӑрмантарса пынӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каштанка умӗнчен ӑна таврарине курма чӑрмантарса палламан заказчиксем пӗр чарӑнмасӑр каллӗ-маллӗ иртнӗ.
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Кил хуҫи малтанах, чирлӗ ҫынна пӑхма вӑхӑт ҫукки, вӑл чӑрмантарса ҫеҫ пурӑнни ҫине ярса, яхӑнне те килӗшмерӗ, унтан, апат ҫисе тӑрансан, ҫапла каларӗ:
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Купи-купипе хутсем ҫырса, никама та конкретлӑ пулӑшмасӑр, тен, хӑйӗн пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ инструкцийӗсемпе, рекомендацийӗсемпе ҫынсене чӑрмантарса ҫухатнӑ тӑватӑ ҫула шел пулнӑ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӑрмантарса тӑраканни Григорий, унпа калаҫни пулчӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Стариксемпе хӗрарӑмсем ӗлкӗреймерӗҫ, кунпа пӗрлех ҫынсене тӑтӑшах фронта боеприпассемпе апат-ҫимӗҫ ҫитерсе пама лава яни те чӑрмантарса тӑчӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий хӑй тусне чӑрмантарса пурӑннине ӑнланчӗ, анчах темшӗн паллакан ҫынсем патне куҫас шут тумарӗ.Листницкий сознавал, что стесняет друга, но перейти к знакомым почему-то не хотел.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсенчен пиншерӗшӗ спекуляци тӑваҫҫӗ, тылри тӗрлӗ учрежденисенче ӗҫлеҫҫӗ, тӑванӗ-хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсем патӗнче чӑрмантарса пурӑнаҫҫӗ, суранланнисинчен тунӑ суя документсемпе лазаретсенче йӑваланса выртаҫҫӗ…
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Ан чӑрмантарса тӑр.
Пакет // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Унӑн сылтӑм куҫӗн аялти хупаххи ҫине хӑмӑр пӑрҫа пек ҫаврака тур палли тухса ларнӑ, — пуҫне ҫӳлти хупаххипе ҫӑтӑ хупма чӑрмантарса тӑрать.На нижнем веке его правого глаза коричневой выпуклой горошиной сидела родинка.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аманнӑ салтаксене тумлантарчӗҫ, тертлентерсе, чӑрмантарса, выртмалли вырӑн хатӗрӗсене улӑштарма вӑхӑт ҫитмесӗрех улӑштарчӗҫ, кӗҫӗн врачӗ тата ҫав килес хӑнана, аслӑ особӑна епле ответлемеллине, ун умӗнче салтаксен хӑйсене мӗнле тыткаламаллине те вӗрентсе аппаланчӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Каях, ачам, ан чӑрмантарса тӑр.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫавӑнпа та хресченсем Травкина чӑрмантарса тӑман.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Чӑрмантарса ҫеҫ пыраҫҫӗ, ним тутарма та ҫук!»
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.