Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хураҫҫӗ (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи маттуррисем пуҫӗсене хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Манпа пӗрлех пуҫ хӗрлӗ ҫакса хураҫҫӗ акӑ!

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫыннӑн аллисене хыҫалалла туртса ҫыхаҫҫӗ, унтан хӑйне кӑшт ӳпӗнтереҫҫӗ, унтан урисене, чӗркуҫҫи тӗлӗнче авса хураҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ним шелсӗр шӗвӗр шалча ҫине тӑрӑнтарса хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак икӗ татӑка хулӑпа пӗрлештереҫҫӗ те пӗр-пӗр уҫӑ ҫӗре ҫакса хураҫҫӗ, кашни йывӑҫ хӑмин вӗҫӗ ӑҫта пулнине акшар чулӗпе йӗр туса палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурне те шута хураҫҫӗ, — тӗлӗнчӗ Пӑкачав.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Архив секторӗнче пӗлтерӗшлӗ документсене упрас енӗпе вӑй хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Тьху, ҫырса хураҫҫӗ те иккен ҫавнашкал путсӗр япалана хут ҫине.

Помоги переводом

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Хыҫа юлсан, ҫурӑмӗсемпе пӗтӗм ҫут тӗнчене хупласа хураҫҫӗ те, эпӗ нимӗн те курмастӑп.

Помоги переводом

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑвайт чӗртес тесе, пӗр ҫӗре, пӗчӗк купа туса, типӗ улӑм пухаҫҫӗ, ун ҫине ҫӑмарта хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пурте ӑна кӳрентереҫҫӗ, пурте ӑна ура хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна «Гидромеханизаци» участокӗн начальникӗ туса хураҫҫӗ, земснарядсен экипажӗсене валли чи лайӑх ҫынсем суйласа илме хушаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫакна шута илсе иртнӗ ҫулсенчен тытӑнсах тӑрӑшса вӑй хуракансене правлени енчен хавхалантарассине тӗп вырӑна хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Совет Союзӗнче техниксене пысӑк хисепе хураҫҫӗ, анчах вӗсем унта халӑхшӑн ӗҫлеҫҫӗ, мирлӗ пурнӑҫшӑн кӗрешеҫҫӗ.

В Советском Союзе техники окружены почетом, но там они работают для народа, строят мир.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Пирӗн хуҫасем наукӑна та, техникӑна та пысӑк ҫӑрапа питӗрсе хураҫҫӗ.

— Хозяева наши и науку и технику держат под замком.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Рабочисем ҫынсене ҫавӑн пек майпа пӗлессине ытларах хисепе хураҫҫӗ, анчах вӗсемпе мӗн вӗҫне ҫитичченех пӗрле пулни кирлӗ…

Рабочие предпочитают именно так узнавать людей, только надо идти с ними до конца…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мастерскойсене каҫхине питӗрсе хураҫҫӗ, ҫапах та унти верстаксем ҫинче те листовкӑсем тупӑннӑ.

Мастерские ночью были заперты, но и там на верстаках были найдены листовки.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Историпе вӗрентекен Константин Хородничану учителе ремесленнӑй шкулта вӗренекенсем уйрӑмах хисепе хураҫҫӗ, «хамӑр вӗрентекен» тесе чӗнеҫҫӗ.

Учителя истории Константина Хородничану ученики ремесленной школы с особым уважением называли «наш преподаватель».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мана хама та тепӗр чух мыскараҫӑ вырӑнне ҫеҫ хураҫҫӗ.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑшӗ-пӗри ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе утать, теприсем тӑванӗсем сӗннипе пӗр-пӗр ӗҫе кӗрӗшеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем ҫут ҫанталӑк панине — таланта — тӗпе хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Вӑйлӑ ӗрченӗ ҫулсенче пӗр йывӑҫ туни ҫинех ҫӗршер йӑва хураҫҫӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней