Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн чухлӗ ҫӗмӗрсе, таткаласа пӑрахнӑ пурӑнӑҫ пулчӗ ҫак кунсенче, мӗн чухлӗ ҫамрӑк пуҫ кӑвакармарӗ ҫак сехетсенче, мӗн чухлӗ кӑна куҫҫуль тӑкӑнмарӗ, кам пӗлет, кам телейлӗрех пулӗ-ши — вилнисем-ши, е пушанса юлнӑ чӗрепе, нихӑҫан тасалман мӑшкӑл хыҫҫӑн асаппа, ҫывӑх ҫын вилнӗ хуйхӑпа та танлаштарма ҫук хуйхӑпа юлнисем-ши.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хамӑн хуйхӑпа.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Арӑм пичӗ хуйхӑпа тӗттӗмленнӗ; куҫӗсем хӗрелнӗ, тӑртаннӑ… анчах вӑл хӑйне питех те йӑвашшӑн, питех те тӳррӗн тытнӑ.
Купӑста яшки // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 32–33 с.
Унӑн хуйхӑпа имшерленнӗ пичӗ, пурӑпа шуратнӑ пек, шуралса кайрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Наташа унӑн хуйхӑпа та ҫилӗпе хаярланса пыракан питне шиклӗн сӑна пуҫларӗ.Наташа с беспокойством следила за выражением муки и гнева, все больше проступавшим на его лице.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
— Эпӗ, тен, хуйхӑпа ӳсӗр!
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ман Захар кум кунтан чакса кайнӑ чух ҫамрӑк Листницкий ҫумӗнче денщик вырӑнне пулнӑ, ҫавӑ каласа кӑтартрӗ: ватӑ панӗ Морозовски станицӑра тифпа чирлесе вилнӗ, тет, ҫамрӑкки Катеринодара ҫитессе ҫитнӗ те-ха, мӑшӑрӗ лере Покровский генералпа ҫыхланса кайнӑ та, ну, ку хайхи чӑтайман, ҫав хуйхӑпа перӗннӗ те вилнӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пурнӑҫ мӗнлерех хуйхӑпа савӑнӑҫ хатӗрлесе хунине пӗлмеҫҫӗ пулин те, вӗсен ҫав тери киле каяс килнӗ.
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пӗр минут патне ҫине-ҫинех тарӑннӑн хашлата-хашлата сывласа тӑчӗ, анчах ҫав пӗр минут хушшинчех вӑл хуйхӑпа анкӑ-минкӗленсе кайрӗ, унтан карлӑк ҫумӗнчен уйрӑлчӗ те, урисене йывӑррӑн илкелесе пусса, майӗпен тайкаланса, калинкке умне кӑкарнӑ лаши патне утрӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Сан патна-ха, хам хуйхӑпа…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Степан ӑна та стаканӗпех тултарса пачӗ, куҫӗсенче вара татах хуйхӑпа курайманлӑх хӗмӗ ҫуталса илчӗ.Степан налил и ей стакан доверху, и снова глаза его вспыхнули тоской и ненавистью.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Малтанхи вӑхӑтра салхуччӗ, хуйхӑпа сарӑхса кайнӑччӗ, хӑштах ватӑлнӑ пек те туйӑнатчӗ.Первое время тосковала, желтела от горя и даже будто состарилась.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗри хуйхӑпа хупланӗ амӑшӗн чӗри, куҫҫульпе шӑварӑнӗҫ унӑн сӳнӗк куҫсем, унтан кашни кунах, яланах ҫапла, вилсе выртичченех вӑл тахҫан хӑй варӗнче йӑтса ҫӳренӗ, чӗп-чӗр юн пулса тата хӗрарӑм асапӗпе асапланса ҫуратнӑ, кайран таҫти пӗлмен-туман Дон ҫӗрӗнче тӑшман аллинчен пӗтнӗ ывӑлне асӑнса пурӑнӗ…
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл хуйхӑпа ӑнтан кайнӑ амӑшне малтанхи хӑрушӑ самантра тытса чарасшӑн пулчӗ, Петро виллине хурса килекен лав ҫывӑхне мӗнле те пулин ярас марччӗ тесе шутларӗ.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӑтма ҫук хуйхӑпа тӑвӑнса ҫитнӗ Аксинья, хӑйне хӑй манса, нумайранпа курман тӑвӑллӑ хӗрӳлӗхпе Евгение парӑнчӗ.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Акӑ вӑл — упӑшки пӑрахнӑ законнӑй арӑм, хуйхӑпа халтан кайнӑскер, ун умӗнче мӗскӗнленсе тӑрать: акӑ вӑл, Аксинйӑна вӗри куҫҫульпе ҫунтарнӑскер: ун айӑпӗпе Григорирен кашни уйрӑлмассеренех Аксинья чӗрине йывӑр суран юнлантарчӗ; тунсӑх пуснипе Аксинья вилес пек асапланнӑ самантсенче ак ҫак хӗрарӑм ӗнтӗ Григорие ҫупӑрласа ачашланӑ, тен, Аксинйӑран, пӑрахӑҫа юлнӑ ӑнӑҫсӑр юратуллӑ хӗрарӑмран, тӑрӑхласа кулнӑ пулӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑй сассин янӑравӗнче тин ӗнтӗ вӑл ҫепӗҫ хуйхӑпа пушӑлӑха илтет те тискеррӗн тӑнлать ӑна.В собственном эхе слышит уже он грусть и пустыню и димо внемлет ему.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ хуйхӑпа халтан кайнӑ Ленӑна тантӑшӗсем хӑйсен киммисенчен пӗринпе Садкине илсе таврӑннӑ.Изнуренную неожиданным горем Лену подруги вернули в Садки вместе с одной из своих лодок.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Мускав таврашне хӑнана вӗҫсе килнӗ ҫурҫӗрӗн илемлӗ кайӑкӗсем шӑппӑн, хускалмасӑр лараҫҫӗ, вӗсем те таврана ҫынсем пекех виҫесӗр хуйхӑпа пӑхнӑн туйӑнать.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Хуйхӑпа кана макӑрмалла мар.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.