Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна ку еннелле те, тепӗр еннелле те улталама пултарнӑ: строфант е таса шыв ярса панӑ-тӑк.Могли ее обмануть в ту и другую сторону: прислать строфант или чистую воду.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫапла ӗнтӗ — яланхи суту-илӗве пуҫларӑмӑр: эпӗ — васкамасӑр та ҫӑмӑлттайла, Стерс — кӗскен те типпӗн, анчах икӗ суккӑрӑн, пӗр-пӗрне шӑтӑкалла илсе пыракансен, ҫӗкленӳлӗхӗпе, тата — кашниех чӳкне улталама ӑнтӑлать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Мана улталама кирлӗ мар, — тарӑхса хирӗҫлерӗ Эстер.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Аслӑ командира улталама та пуҫлӑх хушрӗ-и-мӗн?» терӗм ӑшӑмра.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Лекан тӑрса юлчӗ, тен, арестантсем кӑсӑкланнипе шӑнкӑравласа чӗнес-тӑвас тӑк вӗсене улталама тивет, ыттисем вара пӗччен ҫын камерисен коридорне шалах кӗрсе кайрӗҫ те Тиррей алӑкӗ тӗлӗнче чарӑнчӗҫ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакӑ ӑна кӑштах вӗчӗрхентерет; медик пек — халӗ вӑл улталама кӑна пултарать, хаклӑ, кирлӗ мар эмелсем ҫырса параять, анчах «Нотариуса чӗнӗр» тесе тӳрремӗнех калама хӑяймасть те, унӑн унашкал ирӗк те ҫук.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Кӑна вӗсем каварлашнӑ — ӑнланатӑр-и? — сире улталама калаҫса татӑлнӑ.Это они сговорились, — понимаете? — сговорились водить вас за нос.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Ача-пӑча кӑна мар, ҫитӗннисем те тепӗр чухне, техӗмлӗ шӳрпе сыпса пӑхас килнӗ самантсенче, пӗве хӗррине вӑлтапа тухса лараҫҫӗ, йӑпӑлт-япӑлт пулла ӑманпа улталама тӑрӑшаҫҫӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах йӗрке хуралҫисене улталама май килмен.
Ӳсӗр водитель автобуспа пырса ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31074.html
Сисчӗве ҫухатсан пӗрле ӗҫлекенсем те улталама хӑтланаҫҫӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Кунран та ытларах, тӑшмансене улталасси те ак питӗ кӑткӑс та икӗ вӗҫлӗ; ҫакна кӗрешӳ тактикин тӳрремӗнех пурнӑҫламалли чи конкретлӑ уйрӑм сыпӑкӗсенче кӑна тума юрать, мӗншӗн тесен пирӗн тӑшмансене пирӗн туссенчен тимӗр стена уйӑрса тӑмасть; тӑшмансене ӗҫҫыннисем пачах итлеме пӑрахман-ха, ҫавӑнпа та вӗсем, массӑсене улталама питӗ ӑста хӑнӑхса ҫитнӗскерсем, эпир чееленсе тӑвакан маневрсене тимлесех — тата ӑнӑҫлӑн та! — массӑсене улталанӑ пек кӑтартма тӑрӑшӗҫ.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Астӑватӑп, ытти ҫӗршывсенче пурӑнакан ҫынсемпе вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗсем тата йӑлисем ҫинчен калаҫнӑ чухне ӑна ҫав ҫынсем суйса улталама пултарни ҫинчен каласа парсан, вӑл хӑй ӑс-тӑнлӑ пулсан та, эпӗ мӗн каланине аран-аран ӑнланкаласа илетчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫав вӑхӑтрах чаплӑ ҫынсемпе паллӑ ҫынсем, укҫалла вылякансем хушшинче час-часах пулса, пӑсӑлса каяҫҫӗ те, выляса янине тавӑрас тесе е тата ытларах ӑста выляса илес тесе, хӑйсем тӗрлӗ майпа улталама тытӑнаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакӑнпа вӑл кӗске вӑхӑтлӑха Европӑна улталама пултарнӑ, анчах хӑйӗн ҫарне улталама пултарайман.Этим он мог не надолго обмануть Европу, но армию свою он не обманул.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл Кутузова та, Ауэрсбергпа Ностица улталанӑ пекех, улталама шутласа ун патне парламантер янӑ, парламантер вара ҫакнашкал услови лартнӑ: Мюрат вӑрҫма пӑрахать, Кутузовӑн договор тумалла, ҫав договор тӑрӑх вырӑс ҫарӗ Австрирен Российӑна каймалла; вӑл договора Наполеон ҫирӗплетиччен Кутузовӑн Цнайм патне куҫма чарӑнса тӑмалла.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анчах та, вырӑссен халлапӗнче каланӑ пек, ҫерҫие хывӑхпа улталама ҫук.Но, как говорится в русской пословице, воробья на мякине не проведешь.
Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӗсем пурте улталама лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Паллах, кунта улталама тӑни ҫук пек.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
— Анчах революциллӗ рабочисем, социал-демократсем, хӑйсене улталама памӗҫ.— Но революционные рабочие, социал-демократы, в обман себя не дадут.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Фашистсене питӗ ӑста улталама май пулнӑшӑн вӗсем те хытӑ савӑннӑ.Они тоже были в восторге, что удалось так здорово перехитрить фашистов.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.