Поиск
Шырав ĕçĕ:
29. Ун патне урӑх патшалӑхсенчен те, тинӗс утравӗсенчен те тара кӗрӗшнӗ ҫарсем килсе ҫитнӗ, 30. ҫапла вара унӑн ҫарӗн йышӗнче ҫӗр пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, ҫирӗм пин ҫынлӑ утлӑ ҫар тата вӑрҫӑ вӑрҫма хӑнӑхтарнӑ вӑтӑр икӗ сӑлан пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иуда унӑн ҫарне пӑхса килме ҫынсем янӑ, лешӗсем вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: вӗсем патне хамӑр таврари пур суя тӗнлӗ халӑх та пухӑннӑ — ҫапла питех те йышлӑ ҫар чӑмӑртаннӑ, 39. тата вӗсем хӑйсене пулӑшма Арави ҫыннисене тара тытса юхӑм шыв леш енне тапӑрӑн ларса тухнӑ, сана хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑраҫҫӗ, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара сирӗн патӑра сут тума пырӑп, асамҫӑсене, аскӑнчӑксене, улталаса тупа тӑвакансене, тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳлемеллинчен катса юлакансене, тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасене хӗсӗрлекенсене, ютран килнисене тӗксе яракансене, Манран хӑраманнисене кӗҫех питлеме тытӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тара тытнӑ ҫарҫисем — самӑртнӑ вӑкӑрсем пек — вӗсем каялла ҫаврӑнчӗҫ, пурте тараҫҫӗ, чӑтса тӑраймарӗҫ: ӗнтӗ вӗсен пӗтес кунӗ ҫитрӗ, вӗсене хаса парас кун ҫитрӗ.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Енчӗкрен ылтӑн тӑкаҫҫӗ, кӗмӗле тарасапа виҫеҫҫӗ, кӗмӗлрен турӑ ӑсталаса патӑр тесе, кӗмӗлҫӗне тара тытаҫҫӗ; вара ҫавӑ турра пуҫҫапаҫҫӗ, ун умӗнче ҫӗре ӳкеҫҫӗ; 7. ӑна хулпуҫҫи ҫине хураҫҫӗ, йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ӑна хӑйӗн вырӑнне лартаҫҫӗ; вӑл тӑрать, вырӑнӗнчен хускалмасть; кӑшкӑрсах чӗнеҫҫӗ ӑна — вӑл чӗнмест, инкекрен ҫӑлаймасть.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа мана акӑ ҫапла каларӗ: тепӗр ҫулталӑк, тара кӗрӗшнӗ ҫын ҫулталӑкӗпе танлашаканскер, иртӗ те, Кидарӑн мӗнпур мухтавӗ ҫухалӗ; 17. Кидарӑн ухӑпа перекен паттӑр ывӑлӗсем сахаллӑн тӑрса юлӗҫ, ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ пулӑҫӑсем йӗрсе ярӗҫ, юханшыва вӑлта пӑрахакансем ӗсӗклесе макӑрӗҫ, шывра тетел каракансем те аптӑрасах ӳкӗҫ; 9. йӗтӗн тыллакансем те, шурӑ пир тӗртекенсем те кулянӗҫ; 10. ҫип арлакансем шалтӑрах кайӗҫ, тара кӗрешнисем пурте вӑйран сулӑнӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр виҫӗ ҫултан, — ҫулӗсене тара кӗрӗшнӗ ҫын пек шутласассӑн, — Моавӑн аслӑлӑхӗ мӗнпур шутсӑр йышлӑ халӑхӗпе пӗрле намӑса тӑрса юлӗ, чӗрӗ юлнисем питӗ сахал пулӗҫ, тет.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа юханшыв леш енче тара тытнӑ ҫӗҫӗпе — Ассири патшипе — пуҫа тата ура ҫинчи ҫӑма хырса ярӗ, сухала та касса пӑрахӗ.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Арӑмупа — хӑйӗнпе тупӑшакан хӗрарӑм ҫинчен, хӑравҫӑпа — вӑрҫӑ ҫинчен, сутуҫӑпа — улӑштару ҫинчен, сутӑн илекенпе — сутасси ҫинчен, ӑмсанаканпа — тав тӑвасси ҫинчен, 12. хытӑ кӑмӑллӑ ҫынпа — ырӑ тӑвасси ҫинчен, кахалпа — ӗҫ ӗҫлесси ҫинчен, 13. ҫулталӑклӑх тара тытнӑ ҫынпа — ӗҫе вӗҫлесси ҫинчен, наян чурапа пысӑк ӗҫ ҫинчен ан канашла.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫывӑх ҫыннинчен ҫиессине туртса илни — ӑна вӗлерниех, тара тытнӑ ҫынна тӳлессине тытса юлни — юн тӑкниех.22. Убивает ближнего, кто отнимает у него пропитание, и проливает кровь, кто лишает наемника платы.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тӑрӑшса ӗҫлекен чуруна та, тара тытнӑ ҫынна та, хӑвна чунтан парӑннӑскере, ан кӳрентер.22. Не обижай раба, трудящегося усердно, ни наемника, преданного тебе душею.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Соломонӑн Ваал-Гамонра иҫӗм пахчи пулсаччӗ; вӑл ӑна тара парсаччӗ; кашни хуралҫийӗн унти ҫырлашӑн ӑна пин кӗмӗл укҫа памаллаччӗ.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн кунӗ шутлӑ пулсассӑн, вӑл пурӑнас уйӑхсен хисепӗ Сан аллунта пулсассӑн, ун умне иртсе каяйми чикӗ лартрӑн пулсассӑн, 6. куҫӑнтан вӗҫерт ӑна: тара кӗрӗшнӗ ҫын пек, вӑл та хӑйӗн кунӗ вӗҫлениччен канса илтӗр.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чура сулхӑншӑн тӗмсӗлнӗ пек, тара кӗрӗшнӗ ҫын хӑйӗн ӗҫӗ пӗтессе кӗтнӗ пек, 3. мана та ҫавнашкал тӗлсӗр уйӑхсем пӳрнӗ иккен, манӑн шӑпам хурлӑхлӑ каҫсем иккен.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Этеме ҫӗр ҫинче шутлӑ вӑхӑт паман-и, унӑн кунӗсем тара кӗрӗшнӗ ҫыннӑн кунӗсемпе пӗрех мар-и?1. Не определено ли человеку время на земле, и дни его не то же ли, что дни наемника?
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсем пурте пӗтӗм чӗререн Турра тилмӗрсе йӑлӑннӑ, куҫҫульпе макӑрса хӑйсен чунне йӑвашлатнӑ: 10. хӑйсем те, вӗсен арӑмӗсем те, вӗсен ачисем те, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ те ҫавӑн пек тунӑ; ютран килнӗ ҫын та, тара кӗрӗшнӗ ҫын та, кӗмӗл парса туяннӑ ҫын та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн патӑнта тара кӗрӗшсе ӗҫленӗ ҫын укҫи сан патӑнта ҫӗр ан каҫтӑр, эсӗ ӑна ҫийӗнчех парса тат: Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрсассӑн эсӗ те тивӗҫлине илӗн.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав кун Моисей кӗнекине халӑх валли сасӑпа вуланӑ чухне ҫапла ҫырнине тӗл пулнӑ: «Аммон ҫынни, Моав ҫынни ӗмӗрне те Турӑ халӑхӗн йышне кӗреймӗ, 2. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Израиль ывӑлӗсене ҫӑкӑрпа-шывпа кӗтсе илмен, вӗсене хирӗҫ тӑрса ылханмашкӑн Валаама тара тытнӑ, анчах пирӗн Туррӑмӑр ылхана пиллӗхе ҫавӑрчӗ» тенӗ кӗнекере.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унсӑр пуҫне вӑл тата, ҫӗр талант кӗмӗл парса, израильсем хушшинче ҫӗр пин ҫынлӑ ҫар тара тытнӑ.6. И еще нанял из Израильтян сто тысяч храбрых воинов за сто талантов серебра.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.