Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лашисем, шӑнасене хӑваласа яма хӑтланса, хӑйсен хӑнӑхнӑ йӑлипе хӳрисене пӑтраткалаҫҫӗ, анчах хӗлӗхсӗр тӑрса юлнӑ мӑшкӑлла кӗске те пуклак татӑк хӳресем шӑнасене хӳтерсе яраймаҫҫӗ».
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ку, акӑ, тӑванӑм, кӗнеке-тӗк кӗнеке, — каҫса кайса вулатӑн! — катӑк шӑллӑ тутине йӗрсе, вӑйлӑ пуклак аллисене саркаласа, кулса ячӗ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Мов» аллисем хӑйсем ярса тытнӑ кӗлеткене халран кайнӑн вӗҫертеҫҫӗ, лешӗ чӗркуҫҫи ҫине ӳкет, закон представителӗн ури умне тӑсӑлса выртать, полицейски ун ҫинче хӑй влаҫӗн кӗске те пуклак символне тытса тӑрать…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Полицейскин пӑхӑр сӑн-пичӗ тӗксӗмленсен вара, алли кӗске те пуклак патака тата ҫӳлерех ҫӗклесен, — ушкӑн шӑв-шавӗ тӗлӗнмелле тытӑнчӑклӑн тухма тытӑнать, «Мов» пуҫӗ текех тавлашать пулин те, вӑл, пӗр енчен тепӗр енне ҫапкаланса, малаллах шӑвасшӑн пулин те, тӑлпӑвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ишӗлсе пырать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ирӗксӗрех ҫав кӗске те пуклак туяна вӑл куҫпа виҫет.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
— Эх, эсӗ, манӑн ырӑ савнӑҫӑм, — терӗ хӗрарӑм, ачан кӑтра ҫӳҫне хӑйӗн пуклак пӳрнеллӗ, пӗчӗк ҫеҫ тӗксӗм аллипе ачашласа, унтан мана чавсипе тӗртрӗ те куҫӗпе кулса ыйтрӗ: — Лайӑх ывӑл вӗт? Куҫӗсем мӗнле, э? — терӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Вӑл хӑйӗн шыв яман пуклак сӑмсаллӑ пушмакӗпех, аяккинче ҫутӑ шӑвӑҫран тунӑ хӑйра йӗнни, унтан хӑйри кинжал пек курӑнса тӑрать.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл кашт кӑна пуклак пуҫлӑ сарӑ пушмакне ташлама пуҫланӑ чухнехи пек тапса ҫатлаттарса илчӗ, урисене ҫӳлелле ҫӗклесе хулӑн патушисене кӑтартрӗ.
14-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Инвалидсенчен пӗри унӑн аллисене тытса хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине хунӑ хыҫҫӑн, Юлай саламат илсе пӗрре сулса ярсассӑнах, башкир тилмӗрекен имшер сасӑпа йынӑшса ячӗ, пуҫӗпе сулса ҫӑварне уҫса кӑтартрӗ, ҫӑварӗнче чӗлхе вырӑнне пуклак кӗске татӑк ҫеҫ вылянса тӑрать.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсен улттӑмӗш армин фрончӗ, пирӗн ҫӗршыв варринелле пуклак пуҫлӑ савӑл пек кӗрсе кайнӑскер, Дон патнелле тӑсӑлса пыма тытӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ вӑл, сывлӑшри ҫапӑҫура ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗҫме хӑнӑхнӑскер, тӗлӗнсе кӑна сӑнать: сывлӑшри ҫапӑҫу, ҫӗр ҫинчен пӑхнӑ чух, питӗ вӑраххӑн та пӗрре те хӑрушӑ мар пек курӑнать, пуклак сӑмсаллӑ «ишачоксем» хуллен кӑна вӗҫеҫҫӗ, вӗсен пулемёчӗсен аслати пек сасси кунта кӑшт ҫеҫ илтӗнет, — вӑл темӗнле килти сасса: ҫӗвӗ машини сассине е хуллен ҫурӑлакан коленкор ҫатӑртатнине кӑна аса илтерет.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ман пуклак чӗлхеме каҫарӑр та, эпӗ тӳрех ак мӗн пирки ыйтса пӗлесшӗн.Простите меня за косный язык, но я сразу же хочу уточнить вот что…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пуклак чӗлхемӗре пулах тӑвансемпе, кӳршӗ-аршӑпа, ял-йышпа хирӗҫсе пӗтетпӗр, хамӑр валли хамӑрах тӑшмансем тупатпӑр.
«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11
Пуклак чӗлхепе вырӑсла шутласа ҫырнӑ кунта лартнӑ «кулӑшсене», ҫакӑнтан хырӑм тытсах кулма пулать.
Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html
Экспертиза «пуклак япалапа ҫапса вӗлернӗ» тесе пӗтӗмлетнӗ.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Ним хускалми сарса пӑрахнӑ анлӑ, пуклак вӗҫлӗ ҫуначӗсем ӑна тӳпере ҫӳлте-ҫӳлте ҫӑмӑл кӑна ҫӗклесе пыраҫҫӗ, хирӗҫ вӗрекен ҫил, ӑмӑрт кайӑкӑн тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура тӗкне антӑхса ҫула-ҫула, унӑн ҫӑмламас патвар кӗлетки ҫумне ҫӑт вырттарать.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.