Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр, 21. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ырӑ ӑслӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иерусалима таврӑнсассӑн Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтуса тӑнӑ чухне, чи ҫӗкленӳллӗ самантра, 18. эпӗ Иисуса куртӑм; Вӑл мана каларӗ: «васка, Иерусалимран хӑвӑртрах тухса кай: кунта эсӗ Ман ҫинчен каласа кӑтартнине йышӑнас ҫук» терӗ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Павелпа Сила ҫӗр варринче кӗлтуса, Турра мухтаса юрланӑ; тӗрмере ларакансем ӗнтӗ вӗсене итленӗ.25. Около полуночи Павел и Сила, молясь, воспевали Бога; узники же слушали их.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Петр вӗсене йӗрки-йӗркипе кала пуҫланӑ: 5. эпӗ Иоппи хулинче кӗлтуса тӑраттӑмччӗ, кӗлӗ вӑхӑтӗнче чи ҫӗкленӳллӗ самантра курӑнах кайрӗ: темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытса тӳперен антаракан сарлака пир евӗрлӗскер, ман патӑмах анчӗ; 6. эпӗ тимлесе пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекен чӗрчунсем тата вӗҫен кайӑксем куртӑм.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кесарире Корнилий ятлӑ пӗр ҫын — Итали полкӗ теекен ҫарти ҫӗрпӳ — пулнӑ, 2. вӑл тӳрӗ ҫын, пӗтӗм кил-йышӗпе Турӑран хӑраса, халӑха нумай ырӑлӑх туса, яланах Турра кӗлтуса пурӑнакан ҫын пулнӑ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла калани пӗтӗм пухӑва кӑмӑллӑ пулнӑ; вара Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ, питӗ ҫирӗп ӗненекен Стефана суйланӑ, унпа пӗрле тата Филипа, Прохора, Никанора, Тимона, Пармена, суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохи ҫыннине Николая суйласа илнӗ; 6. вӗсене апостолсен умне тӑратнӑ, апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӑванӑмӑрсем, эсир хӑвӑр хушшӑртан пурте хисеплекен ҫичӗ ҫынна — Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑскерсене, ӑслӑ-тӑнлӑскерсене — суйласа илӗр; ҫак ӗҫе туса тӑма ҫавсене хушӑпӑр; 4. эпир хамӑр яланах кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе тӑрӑпӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсем хӑш-пӗр хӗрарӑмсемпе, Иисус амӑшӗпе Марийӑпа тата Иисус тӑванӗсемпе пӗрле пӗр шухӑшлӑн пулса, вӗҫсӗр кӗлтуса тӑнӑ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла пулнӑ: Иисус пӗр вырӑнта кӗлтуса тӑнӑ; кӗлтуса пӗтерсен Хӑйӗн вӗренекенӗсенчен пӗри каланӑ Ӑна: Вӗрентекен!
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ питӗ ватӑлса ҫитнӗ хӗрарӑм пророк пулнӑ; качча кайсан вӑл упӑшкипе ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ; 37. ҫав сакӑрвун тӑватӑ ҫулхи тӑлӑх карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр, типӗ тытса, кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кӗлтуса тӑмалли кунӗсем иртсессӗн, вӑл килне таврӑннӑ.23. А когда окончились дни службы его, возвратился в дом свой.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗ йӗркипе Турӑ умӗнче кӗлтунӑ чухне, 9. священниксен йӑлипе, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ; 10. вӑл фимиам тӗтӗрнӗ вӑхӑтра тулашӗнче темӗн чухлӗ халӑх кӗлтуса тӑнӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫав вӑтӑр ҫул хушшинче эпӗ Ҫӳлти Турра кашни сехетре, кашни кун пӗр чарӑнми кӗлтуса тӑнӑ, 45. Турӑ мана, санӑн чуруна, илтрӗ, вӑтӑр ҫул иртсен, манӑн йӑвашлӑхӑма курчӗ, манӑн хуйхӑма тӑнларӗ те мана ывӑл пачӗ, эпӗ уншӑн питех те савӑнтӑм, упӑшкам та, кӳршӗсем те савӑнчӗҫ, эпир вара Ҫӳлти Турра хытӑ мухтарӑмӑр.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Елеазар кӗлтуса пӗтерсессӗнех, патша сӑлансемпе тата пӗтӗм хӑрушӑ ҫарӗпе пӗрле лаша ӑмӑртса чуптармалли вырӑна пырса ҫитнӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халӑх пӗр чарӑнмасӑр унчченхи пекех кӗлтуса тӑнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вӗсем, уҫҫӑнах курӑнакан Турӑ пулӑшӑвӗпе хавхаланнӑскерсем, аллипе вӑрҫӑ вӑрҫса, чӗрипе Турра кӗлтуса вӑтӑр пилӗк пинрен кая мар ҫын пӗтернӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Никанор ҫынннисем трупа кӑшкӑртса, хыттӑн шавласа пынӑ, 26. Иуда ҫыннисем вара ҫапӑҫӑва Турра асӑнса, кӗлтуса кӗнӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйӗн йӑхташӗсене ҫапла тискеррӗн пӗтерни ҫинчен илтсессӗн, Иуда ҫакна хӑйӗн ҫыннисене пӗлтернӗ, 6. вара тӗрӗс Тӳрене Турра кӗлтуса, хӑйӗн тӑванӗсене ирсӗррӗн вӗлерекенсене хирӗҫ тухнӑ, ҫӗрле пристаньпе кимӗсене ҫунтарса янӑ, унта чупса пынисене вӗлернӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Маккавейпа пӗрле пулнисем, кӗлтуса, Турра хӑйсене вӑрҫӑра пулӑшса пыма ыйтса, идумейсен тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсем ҫинелле ӑнтӑлнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.