Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӳрече витӗр инҫетре тусем ялкӑшни, Днепр ҫутӑлса выртни курӑнать; Днепр леш енче вӑрман кӑвакарать; ҫӳлте пӗлӗтрен тасалнӑ каҫхи тӳпе вӗлтлеткелесе илет.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Левко шыв хӗрринелле пӑхрӗ: кӗмӗл пек йӑсӑрланса тӑракан тӗтрере мӗлке пек ҫӑмӑл хӗрсем вӗлтлетеҫҫӗ; улӑхри ландыш пек шап-шурӑ кӗпесемпе вӗсем, мӑйӗсенче ылтӑн мӑй ҫаккисем, йӑлтӑр-йӑлтӑр тенкӗсем ялкӑшаҫҫӗ, анчах вӗсем пурте шурса кайнӑ; ӳчӗсем — витӗр курӑнакан пӗлӗтрен йӑваласа тунӑ пек, уйӑх та вӗсене витӗрех ҫутатать.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӑхса илчӗ те хӗл ҫилленсе кайрӗ, вара хула ҫине юра пӗрчӗпе мар, касӑк-касӑкпа ывӑтма пуҫларӗ — ӑна темле улӑпсем пӗлӗтрен кӗреҫесемпе тӑкнӑ тейӗн: хӗллен пур ҫурт-йӗрсене те, урамсене те, бульварсене те, садсене те витсе лартса: «Пӑхӑр-ха: хула тин ҫеҫ пурччӗ, халӗ авӑ, ҫук — ҫеҫенхир варринче пӗр шурӑ сӑрт кӑна выртать…» тесе каласси килнӗ пулмалла.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗлӗтрен ҫумӑр тумламӗсем вӗтӗ ала витӗр юхнӑ пек пӗрӗхсе тӑраҫҫӗ; кӑнтӑртан уҫӑ сывлӑш вӗрсе тӑрать — тусем ҫине юр ӳкнӗ пулмалла — сивӗннӗ сывлӑшра хӗллехи сивӗ те кӗҫ-вӗҫех ҫитесси сисӗнет.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эсир урӑх чаҫрен е пӗлӗтрен персе аннӑ пулӗ?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Хӗвел айӗнче, пит ҫывӑх, пӗрре шап-шурӑ пӗлӗтсем пӑр пек, тепре кӗрен-кӑвак пӗлӗтсем мрамӑр пек капланса тухаҫҫӗ; вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине чупа-чупа пырса сулланаҫҫӗ, ҫӗкленеҫҫӗ, тӗкленсе шыҫаҫҫӗ, — вӗсене такамӑн курӑнман алли ярӑнтарнӑ пек тата вӗсенчен чи илемлӗ япаласем тунӑ пек: е пӗр вырӑнта тӑракан хумсем пулаҫҫӗ те вӗсем тӑрӑх шурӑ юланутҫӑ шурӑ лаша ҫинче сиккипе чуптарса пырать, — акӑ вӑл малалла пӗкӗнет, ӳкет те сапаланса каять; е темӗн пысӑкӑш икӗ упа кайри урисем ҫине тараҫҫӗ те, пӗр-пӗринпе ыталашса ӳкеҫҫӗ; е ҫав тери ҫӳллӗ башня ҫӗкленет те унӑн шӗвӗр вӗҫӗнче хӗвел шевли вылять; е утӑ капанӗсем сиксе тухаҫҫӗ те, шурӑскерсем, тӗклӗскерсем, ҫунат ҫумӗпе хӑвӑрт чупса иртеҫҫӗ; е сӑрт ҫине бурка тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмламас та сулланса тӑракан ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑрать те инҫетелле пӑхать; е юмахри пек илемлӗ кӗпер, вӑрӑм та хӑватлӑ ҫурӑмне авса, пӗр пӗлӗтрен тепӗр пӗлӗте тӑсӑлса выртать те ҫаплах ҫирӗпленсе ларать…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвелтухӑҫӗ, ӑна аялтан вут чӗртнӗ пек, хӗмлӗн хӗрелсе кайнӑ, ҫавӑнпа аэродром ҫийӗнчи тӑрӑхӑн сарса хунӑ тутӑр пек вӑрӑм пӗлет те, ирхи сывлӑмпа пӗрле пӗлӗтрен ӳкнӗ пек туйӑнакан йӗпе тӗтре те кӗрен тӗспе сӑрланнӑ; хӑйсен станицинче Ирина ҫакӑн пек ҫӳллӗ тӳпене те, ҫакӑн пек пӗлӗте те, ҫакӑн пек тӗтрене те нихҫан та курман; тӗтре витӗр, шурӑ кантӑк ҫинчи ӳкерчӗксем пек, пысӑк самолетсен хура мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, Иринӑна вӗсем хула ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫнӑ кайӑк кӗтӗвӗ пек туйӑнаҫҫӗ, вара вӑл ҫак кайӑксенчен хӑшӗ ӑна пӗлӗтсем хушшине илсе каясси ҫинчен пӑшӑрханса шутлать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав кӗтмен пулӑшу ӑҫтан пынине чӑннипе никам та пӗлмен, — пӗлӗтрен ӳкнӗ пекех туйӑннӑ…Никто не знал наверное, откуда идет эта неожиданная помощь, — казалось, она с неба упала…
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Университетран килсенех ун ури ҫине ӗне пусрӗ, халӗ вӑл хӑйне пӗлӗтрен ҫӗре ӳкнӗ ҫын пек туйрӗ.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫул хӗррипе ӳсекен тӗмсемпе мӑйӑр йывӑҫҫи ҫулҫисем те шӑпӑлтатса тӗлӗреҫҫӗ, вӗсен палӑри-палӑрми мӗлкисем ытти япала мӗлкисемпе шӑранса хутшӑнаҫҫӗ; каҫхи шӑплӑхра аякри тусем ҫинчи кӗрленкӗ шавлани кӑна темле пӗлӗтрен илтӗнен юрӑ пек янӑраса тӑрать.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗлӗтрен шыв йӑтӑнса анать тейӗн.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эсӗ кала вӗсене, ҫав тӗне кӗнӗ тӗлӗнтермӗшсене: Христос пӗлӗтрен манни кӗрпине выҫлӑх ҫулхине авалхи ҫынсене ҫеҫ тӑкса панӑ, ӑна та ӗмӗрте пӗрре ҫеҫ, казаксемшӗн вара вӑл хӗллене утӑ хатӗрлесе хурас ҫук, ун ҫине ан та шанччӑр!
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫутӑличчен пӗрер сехет маларах ҫил ҫӗкленчӗ, пӗлӗтсем, пӗр ҫӗрелле пухӑнса, хӑвӑртрах шума тытӑнчӗҫ, тӳрех ӳкекен ҫумӑр чалӑшрӗ, — пӗлӗтрен пуҫласа ҫӗр патне ҫитиех хӗвелтухӑҫнелле чалӑш ӳкет вӑл, — вара мӗнле пуҫланчӗ, ҫавӑн пекех пӗр кӗтмен ҫӗртен чарӑнчӗ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Эхер те ҫакна ҫӗртен те, пӗлӗтрен те илмен нӳрӗкпе тултарайсан, ку кубок санӑн пулӗ», — тесе, патшана пӗлтерме хистесе янӑ вӑл.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хура пӗлӗтрен кулать вӑл, кӑмӑл тулнӑран йӗрет вӑл!
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Пӗлӗтрен чӑмса тухать те, ҫунатне сарса ҫапать те — кӑпӑка пӗрӗхтерет.
Тӑвӑл хыпарҫи ҫинчен хунӑ юрӑ // Стихван Шавли. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 132 стр.
Пӗр-пӗр пике кӗтет-кӗтет хӑйӗн Карпат маттурне, е халиччен тӗрмере ларать, е ҫапӑҫса вилчӗ те пулӗ тесе шухӑшлать, — вӑл пур, пӗр-пӗччен е юлташӗсемпе пӗрле ун умне, таҫтан пӗлӗтрен татӑлса ӳкнӗ пек, тухать-тӑрать.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ӗнер ҫуралнӑ пек е пӗлӗтрен татӑлса аннӑ пек.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Гаврила ӑна пӗлӗтрен ытларах та ытларах тӑкӑнакан, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫинҫен йӑлтӑртатса юхнипе ҫеҫенхире витӗр тухми хурҫӑ тӗспе хупланӑ ҫумӑр ӑшне кӗрсе ҫухаличченех пӑхса юлчӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Пӗлӗтрен ӳкнӗ пекех…
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951