Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Аппӑшӗпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ хӑй ҫинчен маннине сиссе Мажаров Ксенин ҫывӑх, ҫав вӑхӑтрах инҫетри пит-куҫне нимӗн вӑтанмасӑр тинкерсе пӑхрӗ: вӑл унӑн кӑмӑла ӑшӑтакан илемлӗ тутине, йӑлтӑркка хура куҫӗсене, пичӗ ҫинчи тикӗс мар писеве курчӗ, — хӑлха патӗнче ӳт шуранкарах, унтан кӗренленсе пырать те, пит ҫӑмартисем вара йӑм хӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.

Пользуясь тем, что сестры забыли о нем, Мажаров не таясь, с беззастенчивой пристальностью разглядывал близкое и вместе с тем уже далекое лицо Ксении, с таким знакомым очертанием губ, с их волнующей теплой припухлостью, с темными, влажного, мятежного блеска глазами, с невыразимой прелестью кожи, согретой неровным румянцем, возле уха он был блеклым, но потом густел, наливался и уже алым цветом ложился на щеки.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Атте пӑртак лӑпланчӗ пулас, — терӗ Васенӑ хыттӑн, васкаса утакан аппӑшӗпе харӑс пусма тӑрӑшса.

— Тятя как будто немного стал потише, — громко говорила Васена, приноравливаясь своей плавной походкой к твердому, стремительному шагу сестры.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем аппӑшӗпе иккӗшӗ нумаях пулмасть ҫуллахи каникула таврӑннӑ та, Владимирӗ, яланхи пекех, килнӗ-килменех арман пӑхма, ҫӑнӑх тусанӗпе вараланса пӗтнӗ ҫынсен ушкӑнне хутшӑнса калаҫма, валексемпе шестернесем пӗр виҫеллӗн кӗрлесе тӑнине тата урапа чӗнӗсем шӑвӑнса чӑшӑлтатнине итлеме тухса кайрӗ.

Они с сестрой недавно приехали на летние каникулы, и Владимир, как всегда, с приездом пошел на мельницу посмотреть, потолкаться в толпе осыпанных мучной пылью людей, послушать равномерный гул вальцов, шестерен, шелест скользящих ремней.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнпа та аппӑшӗпе шӑллӗ, пӗр-пӗринчен ютшӑнса, пӗрешкел мар ӑс-хакӑлпа, тӑванӗсене хывмасӑр ӳссе пынӑ.

Оттого и выросли брат с сестрой чуждые друг другу, разные по характерам, не похожие на родных.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карчӑкпа хӗрӗсем вӗсене ӑсатма крыльца ҫине тухрӗҫ те, урапа ҫинче пуҫӗсене тӑсса пӑхкаласа пыракан аппӑшӗпе шӑллӗне нумайччен пуҫ тайса тӑчӗҫ.

Старушка и барышни вышли на крыльцо проводить гостей и долго еще кланялись выглядывавшим из брички тетушке и племяннику.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Асаттен аппӑшӗпе ҫавӑн пек пӗр мыскара пулса иртнӗ, тет, ҫав туйра вӑл хӑй пулнӑ: тутарсен шалпар кӗпине тӑхӑнса янӑ та ӗнтӗ ку — туй халӑхне ӗҫтерсе ҫӳрет.

С теткой покойного деда, которая сама была на этой свадьбе, случилась забавная история: была она одета тогда в татарское широкое платье и с чаркою в руках угощала собрание.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Алӑк патӗнче унӑн аппӑшӗпе ачасем тӑратчӗҫ.

В двери стояла сестра с детьми.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Костя аппӑшӗпе йӑмӑкӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:

Костя повернулся к сестрам:

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ шӑпланса, вӗсем хыҫӗнче чарӑнса тӑчӗҫ.

Сестра и сестрена притихли, остановились на ними.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вара аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пӗр харӑсах икӗ еннелле сиксе ӳкрӗҫ, вӑрмана янӑратса кулса ячӗҫ, унтан Костя патне ҫитсе, ӑна чӑмӑрӗсемпе ҫурӑмӗнчен тӳпелеме пуҫларӗҫ.

И сестры, разом отпрянув от него, захохотали на весь лес, затем бросились к Косте и с визгом начали дубасить его кулаками.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗрсем ҫав териех пӗр сӑнарлӑ; кусем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пулнинчен иккӗленмелли пулман.

Девушки были очень похожи друг на друга, несомненно, это были сестры.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ паян каллех, ӗлӗкхи пек, кӳршисемпе тантӑшӗсене хӑйсем патне пуҫтарӑнтарасшӑн пулчӗҫ, анчах Ольховка ҫыннисене ҫил-тӑман хӑйсен килӗсенче тытса усрать.

Сестрам очень хотелось, чтобы в этот день у них вновь, как бывало, собрались соседки и подружки, но непогодь держала всех ольховцев по своим домам.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунта вӑл амӑшӗпе, Валя аппӑшӗпе ҫу ирттернӗ.

Здесь он с матерью и сестрой Валей обычно проводил лето.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Валя аппӑшӗпе иккӗшне амӑшӗ Кивӗ Карантина илсе кайнӑ куна Володя нихҫан та манас ҫук.

В этот день, который Володя запомнил навсегда, мать взяла его и сестру Валю в Старый Карантин.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Арҫын ача, Марьянӑн шӑллӗ, халь анчах пӗве патӗнчен чупса килнӗскер, йывӑррӑн сывларӗ, ҫаннисемпе шӑлӑнса, апата кӗтнӗ май аппӑшӗпе амӑшӗ ҫине канӑҫсӑррӑн пӑхкаларӗ.

Мальчишка, ее брат, только что прибежавший из пруда, отираясь рукавами, беспокойно поглядывал на сестру и мать в ожидании обеда и тяжело переводил дыхание.

XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Пӗччен мар, Варенька ятлӑ аппӑшӗпе килчӗ вӑл.

Приехал он не один, а с сестрой Варенькой.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

— Эсӗ имшеркке те ҫивӗч ача пулнине, Пречистенкинчен кашни кунах Кудринӑна ҫӳренине астӑватӑп эпӗ; унта, сад пахчинче… аппӑшӗпе йӑмӑкне манман-и эсӗ?

— А помню я тебя тоненьким, живым мальчиком, как ты каждый день с Пречистенки ходил в Кудрино; там, в садике… ты не забыл двух сестер?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Паллӑ мар-и? — интересленнӗ Фигнерсем, аппӑшӗпе йӑмӑкӗ.

Неизвестно? — спрашивали у Алексея сестры Фигнер.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Яланах е ашшӗпе, е аппӑшӗпе хулана япаласем илме ҫӳремелле.

Приходилось то с папой, то с тетей отправляться в город за покупками.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл кунта, Коревановкӑран инҫе мар, станци ҫывӑхӗнче, сӗт сутакан аппӑшӗпе пурӑнать.

Он жил тут, недалеко от Кореванова, возле станции, у своей тетки-молочницы.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней