Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Анчах та вӗсем итлемен, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗненмен ашшӗсем пекех чурӑс пулнӑ; 15. вӗсем Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, хӑйсене асӑрхаттарса каланине вырӑна хуман; ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса ӑҫтиҫука тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене «таврари халӑхсем пек ан тӑвӑр» тенӗ пулсан та, вӗсем ҫавсем хыҫҫӑн кайнӑ, 16. хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн мӗнпур ӳкӗтне манӑҫланӑ, хӑйсем валли шӑратса икӗ пӑру кӗлетки тунӑ, вӗсен чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ, вӗсем тӳпери ҫара пуҫҫапнӑ, Ваала ӗҫлесе тӑнӑ, 17. хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ пӑхнӑ, ӑрӑм-сурӑмпа аппаланнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса Ӑна ҫиллентернӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Израиль ҫыннисем иудейсене ҫапса салатнӑ, лешӗсем хӑйсен чатӑрӗсене тара-тара кӗнӗ.12. И разбиты были Иудеи Израильтянами, и разбежались по шатрам своим.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Израиль ҫыннисене ҫӑлакан тупса панӑ, вара вӗсем Сири ҫыннисен аллинчен хӑтӑлса тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсен чатӑрӗсенче ӗнерхипе виҫӗмкунхи пекех пурӑнма пуҫланӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иоас священниксене каланӑ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртне халалланӑ мӗнпур кӗмӗле, унта ҫӳрекенсем панӑ кӗмӗле, кашни чуншӑн хак туса хывӑнакан кӗмӗле тата харпӑр хӑй кӑмӑлӗпе паракан кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе килӗр, 5. священниксем хӑйсен палла-тӑранӗнчен те кӗмӗл илччӗр, вара Ҫуртри юхӑннӑ вырӑнсене, ӑҫта ваннӑ-ҫӗмӗрӗлнӗ — ҫавна пӗтӗмпех юсаччӑр, тенӗ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иорам вӑхӑтӗнче унччен Иудӑна пӑхӑнса тӑнӑ Эдом пуҫ ҫӗкленӗ: вӗсем хӑйсен патшине суйласа лартнӑ.20. Во дни его выступил Едом из-под руки Иуды, и поставили они над собою царя.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем эпир выҫӑпа аптӑранине аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен тапӑрӗнчен тухнӑ та хирте пытанса ларнӑ, вӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ: «кусене эпир хуларан тухнӑ-тухман чӗрӗллех ярса илетпӗр те хамӑр вара хулана ҫӗмӗрсе кӗрсе каятпӑр» теҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара тӗттӗмленсен, чӗррӗн ҫӑлӑнас тесе, хӑйсен чатӑрӗсене, лашисене, ашакӗсене, мӗнпур тапӑра — мӗнле пулнӑ ҫаплипех пӑрахса хӑварса унтан тухса тарнӑ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ вӗсене ҫӑкӑрпа шыв пар; ҫиччӗр, ӗҫчӗр, кайран хӑйсен патши патне кайччӑр, тенӗ.Предложи им хлеба и воды; пусть едят и пьют, и пойдут к государю своему.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакӑн пек йӗрӗнчӗк ӗҫе курсассӑн, Израиль ҫыннисем кунтан чакса кайнӑ та каялла хӑйсен ҫӗрне таврӑннӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Элчӗсем ӗнтӗ хӑйсен патши патне ҫак хуравпа таврӑннӑ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Лешӗсем вара тата хытӑрах кӑшкӑрма тытӑннӑ, хӑйсен йӑлипе, хӑйсене ҫӗҫӗпе, сӑнӑпа чике-чике амантнӑ, ӗнтӗ вӗсем тӑрӑх юн шапӑртатнӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл пур тӗлӗшпе те Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫулӗпе ҫӳренӗ, ун ҫылӑхӗсенех туса пурӑннӑ; Иеровоам пекех, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Гавафона хупӑрласа илнӗ халӑх Замврий кавар туса патшана вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, Израиль ҫыннисем ҫав кунах хӑйсен тапӑрӗнче Амврий ҫарпуҫа Израиль патшине лартнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Замврий ӗнтӗ Ваасан пӗтӗм килне Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх — Вааса ҫинчен Иуй пророк урлӑ каланӑ сӑмахӗ тӑрӑх — пӗтерсе тӑкнӑ; 13. ҫакӑ вӑл Ваасан мӗнпур ҫылӑхӗшӗн, ун ывӑлӗ Ила ҫылӑхӗсемшӗн ҫапла пулнӑ: ҫав ҫылӑхсене вӗсем хӑйсем те тунӑ, Израиле те ҫылӑха кӗртнӗ, хӑйсен йӗрӗхӗсене туса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине ҫиллентернӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Асапа Израиль патши Вааса хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.32. И война была между Асою и Ваасою, царем Израильским, во все дни их.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Асапа Израиль патши Вааса хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.16. И война была между Асою и Ваасою, царем Израильским, во все дни их.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ровоампа Иеровоам хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.6. И война была между Ровоамом и Иеровоамом во все дни жизни их.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ровоампа Иеровоам хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ.30. Между Ровоамом и Иеровоамом была война во все дни жизни их.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӗсем хӑйсен таврашӗнче кирек мӗнле ҫӳллӗрех сӑрт ҫинче те, кирек мӗнле лапсака йывӑҫ айӗнче те йӗрӗхсем, йӗрӗх ҫурчӗсем туса тултарнӑ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.