Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Эпӗ сирӗн патӑра Хамӑн чурамсене, пророкӑмсене, ярсах тӑтӑм, «ҫак путсӗр ӗҫе ан тӑвӑр, Эпӗ ӑна кураймастӑп» тесе калама вӗсене ҫине-ҫинех ярса тӑтӑм.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир вара аттемӗр — Рехав ывӑлӗ Ионадав — сӑмахне, вӑл мӗн ӳкӗтленине пур тӗлӗшрен те итлерӗмӗр: пирӗн хамӑрӑн та, арӑмсен те, ывӑлӑмӑрсемпе хӗрӗмӗрсен те ӗмӗрне те эрех ӗҫмелле мар, 9. хамӑра пурӑнма ҫурт лартмалла мар; ӗнтӗ пирӗн иҫӗм ҫырли пахчи те, акнӑ ана та ҫук; 10. пурӑнасса вара чатӑрта пурӑнатпӑр, пур ӗҫе те хамӑр аттемӗр Ионадав хушса хӑварнӑ пек тӑватпӑр.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вӗсене ҫавӑн пек тума хушман, вӗсем Иудӑна ҫылӑха кӗртсе ҫак ирсӗр ӗҫе тӑвасси Ман шухӑшӑмра та пулман.чего Я не повелевал им, и Мне на ум не приходило, чтобы они делали эту мерзость, вводя в грех Иуду.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: шухӑшлӑр та хӳхлекен хӗрарӑмсене чӗнӗр — ҫавсем килччӗр; ҫак ӗҫе ӑста тӑвакан хӗрарӑмсене чӗнме ярӑр — ҫавсем килччӗр.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн сӑваплӑ кунӑмра шӑматкуна уяса уруна хӑвӑн еккӳ хыҫҫӑн кайма тытса чарсассӑн, шӑматкуна хӑвӑн савӑнӑҫу, Ҫӳлхуҫанӑн таса, чыслӑ кунӗ тесессӗн, ӑна чысласа аллуна кулленхи ӗҫе тытмасассӑн, кӑмӑлу хыҫҫӑн каймасассӑн, сӑмах-юмах вакламасассӑн, 14. эсӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ савӑнӑҫ курӑн, Эпӗ сана ҫӗр тӳпине хӑпартӑп, Иаков аҫу ҫӗрӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарӑп: ҫакна Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ каланӑ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ӗҫе хутшӑнакансем пурте намӑс курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫавна тӑваканӗсем хӑйсем те — этем ҫеҫ; вӗсем пурте пухӑнса тӑччӑр; вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ, пурте намӑс курӗҫ.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ Эпӗ ҫӗнӗ ӗҫе тытӑнатӑп; вӑл халех ҫитӗ; эсир ҫакна та пӗлесшӗн мар-и?19. Вот, Я делаю новое; ныне же оно явится; неужели вы и этого не хотите знать?
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сион ҫинче ҫылӑхлисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ; йӗркесӗр ҫынсем чӗтреве ерчӗҫ: «пӗтӗмпех тӗп тӑвакан вут-кӑвар вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ? ӗмӗр сӳнми ҫулӑм вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ?» 15. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, тӳррине калать, кам ыттисене хӗссе мул пухасран йӗрӗнет, аллине сӗрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси ҫинчен илтес марччӗ тесе хӑлхине хуплать, усал ӗҫе курас марччӗ тесе куҫне хуплать — 16. ҫавӑ ҫӳлте пурӑнӗ; ҫӗнтерейми чул ту унӑн хӳтлӗхӗ пулӗ; ӑна ҫӑкӑр парӗҫ; шывӗ те иксӗлмӗ унӑн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ, ӑнланупа хӑватлӑх сывлӑшӗ, пӗлӳпе тасалӑх сывлӑшӗ тӑрӗ; 3. Ҫӳлхуҫана хисеплесси Унӑн савӑнӑҫӗ пулӗ, Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей унӑн аллине тултарнӑ, ӑна таса ҫу сӗрнӗ: 19. ҫапла Аарона, унӑн ывӑлӗсене Турӑ умӗнче тӑма, пӗрле кӗлтума, Унӑн халӑхне Унӑн ячӗпе пиллеме ӗмӗрлӗхе пиллӗх панӑ; 20. Ҫӳлхуҫа, ӑна хӑйӗн халӑхне каҫарттарса, Хӑйне парне кӳрсе, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе тӑмашкӑн ӑна пӗтӗм пурӑнакан ҫын хушшинчен суйласа илнӗ; 21. Иакова Хӑй пӗлтернине вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑйӗн саккунне ӑнлантармашкӑн Турӑ ӑна Хӑй ӳкӗчӗсене панӑ, пур тавлӑ ӗҫе татса пама ирӗк панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Арӑмупа — хӑйӗнпе тупӑшакан хӗрарӑм ҫинчен, хӑравҫӑпа — вӑрҫӑ ҫинчен, сутуҫӑпа — улӑштару ҫинчен, сутӑн илекенпе — сутасси ҫинчен, ӑмсанаканпа — тав тӑвасси ҫинчен, 12. хытӑ кӑмӑллӑ ҫынпа — ырӑ тӑвасси ҫинчен, кахалпа — ӗҫ ӗҫлесси ҫинчен, 13. ҫулталӑклӑх тара тытнӑ ҫынпа — ӗҫе вӗҫлесси ҫинчен, наян чурапа пысӑк ӗҫ ҫинчен ан канашла.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ывӑлӑм! нумай ӗҫе ан хапсӑн: нумай ӗҫ тунӑ чухне айӑпа кӗмесӗр юлаймӑн.10. Сын мой! не берись за множество дел: при множестве дел не останешься без вины.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӑрттӑн тумалли ӗҫе ют ҫын умӗнче ан ту: вӑл мӗн тӑвассине пӗлместӗн эсӗ.21. При чужом не делай тайного, ибо не знаешь, что он сделает.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӗнтӗ пӗтӗм сӑмахӑн тӗшшине итлесе пӗтерер: Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур; 14. пур тӗрлӗ ӗҫе те, пур тӗрлӗ вӑрттӑнлӑха та — лайӑх-и вӑл, начар-и — Турӑ Хӑйӗн сутне илсе ҫитерет.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ ҫакна пурне те курнӑ, ҫӗр ҫинче пулса иртекен пур тӗрлӗ ӗҫе те чӗремпе тимленӗ.9. Все это я видел, и обращал сердце мое на всякое дело, какое делается под солнцем.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патша умӗнчен кайма ан васка, тӗлсӗр ӗҫе ҫине тӑрсах ан хӳтӗле: вӑл мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тума пултарать.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара ҫӗр ҫинче ӗҫлесе тунӑ пӗтӗм ӗҫӗме чӗрем мантӑр, пӑрахӑҫлатӑр терӗм, 21. мӗншӗн тесессӗн ҫынни ӑстайлӑ, пӗлсе, ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, анчах мӗн тунине унӑн ҫав ӗҫе туман тепӗр ҫынна парса хӑварма тивет.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ аллӑм тунӑ мӗнпур ӗҫе, ҫав ӗҫсене тунӑ чухне мӗнле вӑй хунине пӑхса тухрӑм та — акӑ пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ, ҫӗр ҫинче вӗсенчен нимӗн усси те ҫук!
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫут тӗнчере тӑвакан пур ӗҫе те куртӑм та — акӑ пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ!14. Видел я все дела, какие делаются под солнцем, и вот, все - суета и томление духа!
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнине пурне те ӑс-хакӑлӑмпа тӗпчес-тишкерес тесе пӗтӗм чӗремрен тӑрӑшрӑм эпӗ: ҫак йывӑр ӗҫе Турӑ этем ывӑлӗсене вӗсем вӗренсе-хӑнӑхса пыччӑр тесе панӑ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.