Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Анчах Унӑн ӗҫӗсене часах манӑҫа хӑварнӑ, Унӑн ирӗкне кӗтсе илмен; 14. пушхирте хӑйсен екки хыҫҫӑн кайнӑ, ҫын пурӑнман ҫӗрте Турра сӑнанӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Ҫӳлхуҫа манӑн хӳттӗм пулчӗ, Туррӑм тӗреклӗ хӳтлӗхӗм пулчӗ, 23. Вӑл вӗсен йӗркесӗр ӗҫне хӑйсем ҫинех ҫитерчӗ, вӗсене хӑйсен усаллӑхӗпех пӗтерчӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр вӗсене пӗтерчӗ.
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Ҫӳлхуҫа, шывсем ҫӗклеҫҫӗ, шывсем хӑйсен сассине ҫӗклеҫҫӗ, шывсем хумӗсене ҫӗклеҫҫӗ.3. Возвышают реки, Господи, возвышают реки голос свой, возвышают реки волны свои.
Пс 92 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Турӑ! мӑнаҫлисем мана хирӗҫ тӑчӗҫ, пусмӑрҫӑсен эшкерӗ манӑн чунӑма шырать: вӗсем Сана хӑйсен умне тӑратмаҫҫӗ.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах халӑхӑм Манӑн сасса итлемерӗ, Израиль Мана пӑхӑнмарӗ; 13. ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене хӑйсен тӳрккес кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайма ирӗк патӑм, хӑйсем шухӑшланӑ пек ҫӳреччӗр терӗм.
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Вӗсем вара каллех Ҫӳлти Турра сӑнанӑ, хирӗҫ тӑнӑ, Вӑл панӑ йӗркесене уяман; 57. хӑйсен ашшӗсем пек, Ӑна пӑрахнӑ, Унран сивӗннӗ, йӑнӑш яракан ҫӗмрен пек, каялла кайнӑ; 58. Ӑна хӑйсен тӳпем вырӑнӗсемпе кӳрентернӗ, Ӑна хӑйсен йӗрӗхӗсемпе ҫиллентернӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах вӗсем Турӑ умӗнче ҫылӑх тума пӑрахман, пушхирте Ҫӳлти Турра хирӗҫ тӑма чарӑнман: 18. хӑйсем кӑмӑллакан апата ыйтса, вӗсем хӑйсен ӑшӗнче Турра сӑнанӑ, 19. Турра хирӗҫ калаҫнӑ: «Турӑ пушхирте ҫимӗҫ хатӗрлеме пултараять-ши?» тенӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Иакова Хӑйӗн йӗркине пӗлтернӗ, Израиле Хӑйӗн саккунне панӑ, аттемӗрсене ҫавна хӑйсенӗн ачисене каласа хӑварма хушнӑ: 6. ҫитес ӑру пӗлсе тӑтӑр, ҫуралас ачасем пӗлсе тӑччӑр, хӑйсен вӑхӑтӗнче вӗсем те ачисене пӗлтерччӗр тенӗ: 7. Турра шанса пурӑнччӑр, Турӑ ӗҫӗсене ан манччӑр, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑччӑр, 8. хӑйсен ашшӗсем пек, чурӑс та пӑлхавлӑ ӑру пек, иккӗленчӗк чӗреллӗ, чун-чӗрипе Турра пӑхӑнман ӑру пек ан пулччӑр тенӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн пухӑвусенче тӑшманусем ахӑрчӗҫ; пирӗн элемсем вырӑнне хӑйсен паллисене лартса тухрӗҫ; 5. кӑтартрӗҫ хӑйсене — явӑнчӑк-явӑнчӑк йывӑҫ турачӗсем ҫине пуртӑ ҫӗклерӗҫ; 6. унти касса тунӑ пӗтӗм эреше пӗр ӑстрӑмра пуртӑпа, айпӑлтапа касса-вакласа тӑкрӗҫ; 7. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ячӗҫ; Санӑн ятупа лартнӑ Ҫурта пӗтӗмпех ирсӗре кӑларчӗҫ; 8. хӑйсен ӑшӗнче каларӗҫ: «вӗсене тӗппипех аркатар» терӗҫ, ҫӗр ҫинче Турӑ ячӗпе пуҫтарӑнакан пур вырӑна та ҫунтарса ячӗҫ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла вӗсем халӑха хӑйсен енне ҫавӑраҫҫӗ, курка тулли шыв ӗҫтереҫҫӗ, 11. ӗнтӗ: «Турӑ епле пӗлтӗр?10. Потому туда же обращается народ Его, и пьют воду полною чашею, 11. и говорят: "как узнает Бог?
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх вӗсене мӑя пек ҫавӑрса илнӗ, хаярлӑх вӗсене тумтир пек витсе тӑрать; 7. самӑрланнипе куҫӗсем сиксе тухнӑ, чӗринче тӗрлӗ шухӑш пӑтранать; 8. пуринчен те кулаҫҫӗ, кураймасӑр усал ят сараҫҫӗ, мӑнаҫ калаҫаҫҫӗ, хӗсӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ; 9. ҫӑварне тӳпе енне ҫӗклеҫҫӗ, чӗлхи хӑйсен ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрӗнет.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑйсен ӗҫми-ҫими вӗсене серепене ҫаклатаканни пултӑр, чипер ӗҫнӗ-ҫинӗ чухнех танатана ҫакланччӑр; 24. куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр, вӗсене ӗмӗрлӗхе вӗчесӗр ту; 25. вӗсем ҫине хаярлӑхна ҫитер, вӗсене ҫиллӳн ҫулӑмӗ ҫавӑрса илтӗр; 26. вӗсенӗн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, чатӑрӗсенче пурӑнакан ан пултӑр, 27. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эсӗ хӗн кӑтартнӑ ҫыннах хӗсӗрлеҫҫӗ, Эсӗ суранлатнисенӗн асапне ӳстереҫҫӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Турӑ вӗсене ухӑпа персе ӳкерӗ: вӗсем пӗр кӗтмен ҫӗртен суранланӗҫ; 9. хӑйсен чӗлхипе вӗсем хӑйсенех пӗтерӗҫ; вӗсене курсассӑн пурте вӗсенчен пӑрӑнса кайӗҫ.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем хӑйсен усал шухӑшне ҫирӗп тытаҫҫӗ, танатине пытарма канаш тӑваҫҫӗ: «пире кам курӗ?» тееҫҫӗ.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсен чӗлхи каланӑ сӑмах — вӗсен ҫӑварӗн ҫылӑхӗ; вӗсем хӑйсен мӑнаҫлӑхӗпе ҫакланччӑр.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑйсен ирсӗр ӗҫӗсемшӗн тавӑрнине курмӗҫ-шим вӗсем?
Пс 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эй Турӑҫӑм, Эсӗ вӗсене вилӗм шӑтӑкне антарса ярӑн; юн тӑкакансем, ултавҫӑсем хӑйсен кунҫулӗн ҫуррине те ҫитеймӗҫ.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑйне шанакансене ҫавӑн пек шӑпа кӗтет, хӑйсен сӑмахӗпе киленекенсен пурӑнӑҫӗ ҫапла вӗҫленет.14. Этот путь их есть безумие их, хотя последующие за ними одобряют мнение их.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйсен ҫӗрне хӑйсен ятне параҫҫӗ пулин те, вӗсен ӗмӗрхи ҫурчӗ, сыпӑкран сыпӑка пыракан килӗ виле шӑтӑкӗ пулӗ.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑ, эпир хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр, Эсӗ авалхи кунсенче, аттемӗрсен вӑхӑтӗнче, тунӑ ӗҫ ҫинчен аттемӗрсем пире кала-кала паратчӗҫ: 3. Хӑвӑн аллупа Эсӗ халӑхсене пӗтернӗ, аттемӗрсене вара вырӑнаҫтарнӑ; ют ӑрусене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӗсене вара вырӑнаҫтарса тухнӑ: 4. ҫав ҫӗре аттемӗрсем хӗҫпе ҫӗнтерсе илмен, вӗсене хӑйсен вӑйӗ ҫӑлман — Санӑн сылтӑм аллу, Санӑн вӑю, Сан сӑнун ҫутийӗ ҫӑлнӑ вӗсене, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене кӑмӑлланӑ.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.