Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗсене (тĕпĕ: пуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашисем шӑлӗсене пит хӑрушла кӑтартса пуҫӗсене сулла-сулла кӗҫеннӗ…

Ржали лошади, страшно оскаливая зубы, взмаживая головами…

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Пуҫӗсене чиксе, ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн малалла, вилнисемпе аманнисене пуҫтарма чупнӑ.

Наклонив головы, люди группами бросились вперёд подбирать мёртвых и раненых.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Кам кӑшкӑрать? — тесе ыйтрӗ вӑл хыттӑн, хӑва турачӗсем витӗр виҫӗ пулӑҫӑн йӗпӗ пуҫӗсене курсан.

Кто орет? — спрашивает он строго, увидав сквозь ветви ивняка три мокрые головы рыболовов.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Юлташӗсем килӗшсе пуҫӗсене сулчӗҫ.

Друзья кивнули головами.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кашни лавҫӑранах вӑл вӗтеленчӗк Лискӑна пӗр самантрах тытса йӗвен тӑхӑнтартма, кӳлсе тӑратма, тӑвӑр та кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑкпа тӗнӗл пуҫӗсене ниҫта перӗнтермесӗр чуптарса иртме ыйтрӗ; ҫавӑн пекех вӑл, кашни лавҫах хӑйӗн юлташӗн хутне кӗме, пӗр-пӗр пӗчӗк сӑлтавшӑнах мӑн ҫынсене элеклемелле мар тесе вӗрентрӗ.

От каждого возчика он требовал, чтобы тот мог в считанные минуты словить, взнуздать и запрячь в телегу норовистую Лиску и проехать на ней узким кривым проулком, ни за что не зацепив осями; требовал он также, чтобы каждый возчик умел постоять за товарища, не жаловаться по пустякам взрослым.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫӗсене те ҫӗклемеҫҫӗ.

— Спины не разгибают.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем ешӗл купӑста пуҫӗсене ҫатӑртаттарса тата-тата илчӗҫ, тутисемпе хӗрлӗ кишӗрсене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара кӑларчӗҫ, хӑярӗсене ҫырта-ҫырта пӑрахрӗҫ, помидорсене шӑршла-шӑршла пӑхрӗҫ.

Они с хрустом разгрызали зеленые вилки капусты, губами выдергивали за ботву розовые хвостики моркови, надкусывали огурцы, недоверчиво обнюхивали помидоры.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Улӑха тухсанах Санька, авӑнакан хӑва хуллине хуҫса илсе, чечек пуҫӗсене, вӑрӑм курӑксен тӑррисене ҫапса тата-тата ӳкерчӗ.

И, когда вышли на луг, Санька выломил гибкий прутик ракиты и принялся сбивать головки цветов, метелки высоких трав.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем ӑна пӑхса ӑсатрӗҫ, пуҫӗсене каҫӑртса, пӗлӗт ҫинелле пӑхрӗҫ.

Ребята проводили ее взглядами и, запрокинув головы, долго смотрели на небо.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Илья Ильич пӗр пар лаша та туянчӗ, анчах, хӑй асӑрхануллӑ пулнӑран, лашисем юлхав: пушӑпа виҫӗ хут ҫапсан тин крыльца патӗнчен тапранаҫҫӗ; пӗрре-иккӗ ҫапсан, пӗр лаши, сулӑнать те аяккалла туртӑнать, унтан иккӗмӗш лаши сулӑнать те аяккалла туртӑнать, вара, мӑйӗсене, ҫурӑмӗсене, хӳрисене тӑсса, иккӗшӗ те харӑс тапранаҫҫӗ те пуҫӗсене сулласа чупаҫҫӗ.

Илья Ильич завел даже пару лошадей, но, из свойственной ему осторожности, таких, что они только после третьего кнута трогались от крыльца, а при первом и втором ударе одна лошадь пошатнется и ступит в сторону, потом вторая лошадь пошатнется и ступит в сторону, потом уже, вытянув напряженно шею, спину и хвост, двинутся они разом и побегут, кивая головами.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чавси ҫине таянса ҫывӑракан ямшӑк лашисене чакарма пуҫларӗ, чӑхсем каллех хӑранипе пур еннелле те чупса тарчӗҫ, чӳречерен темиҫе ҫын пуҫӗсене кӑларса пӑхрӗҫ.

Кучер, спавший опершись на локоть, начал пятить лошадей; куры опять, в тревоге, побежали в разные стороны; в окно выглянуло несколько голов.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Каҫхи апат хыҫҫӑн пӗрне-пӗри чуптуса хӗрес хураҫҫӗ те хӑйсен вырӑнӗсем патнелле саланаҫҫӗ, вара вӗсен ним шухӑшсӑр пуҫӗсене ыйхӑ ҫавӑрса илет.

После ужина, почмокавшись и перекрестив друг друга, все расходятся по своим постелям, и сон воцаряется над беспечными головами.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун ҫывӑхӗнче Настасья Ивановнӑпа Пелагея Игнатьевна пуҫӗсене чиксе лараҫҫӗ, вӗсем праҫник кунӗ Илюшӑна е ун ашшӗне парнелеме, е хӑйсем валли пикенсех тем ҫӗлеҫҫӗ.

Подле нее сидит Настасья Ивановна да Пелагея Игнатьевна и, уткнув носы в работу, прилежно шьют что-нибудь к празднику для Илюши, или для отца его, или для самих себя.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр чухне йытӑсем ҫапла чӳрече янахӗ ҫине лараҫҫӗ те, пуҫӗсене хӗвел питне хурса, пур иртен-ҫӳрене те тӗплӗн пӑхса ӑсатаҫҫӗ.

Так иногда собаки любят сидеть по целым дням на окне, подставляя голову под солнышко и тщательно оглядывая всякого прохожего.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑйсем пурте мӑшӑлтатаҫҫӗ, ахлатаҫҫӗ, анаслаҫҫӗ, пуҫӗсене хыҫкалаҫҫӗ, шӑмшакӗсене ҫемҫетеҫҫӗ, аран-аран вӑранса ҫитеҫҫӗ.

Все это сопит, охает, зевает, почесывает голову и разминается, едва приходя в себя.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хура тинӗс флотне тунӑ Лазарев, Севастополе хӳтӗлесе паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫӗсене хунӑ Корниловпа Истомин адмиралсем те ҫавӑнтах выртнӑ.

Здесь уже лежали останки строителя Черноморского флота адмирала Лазарева и убитых раньше героических защитников Севастополя — адмиралов Корнилова и Истомина.

Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Туссем пуҫӗсене пӑркаласа иллюминатор шырарӗҫ.

Восьмиклассники завертели головами, пытаясь найти иллюминатор

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ачасем пуҫӗсене сулахаялла пӑрчӗҫ те зала виҫӗ тӗттӗм мӗлке кӗнине курчӗҫ.

Ребята вытянули шеи влево и увидели, как в темноту зала ступили три фигуры.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пуҫӗсене анратса яма.

— Чтобы запутать и задержать их.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл ачасен пуҫӗсене хул айне хӗстерсе тытрӗ те ҫывӑхри тӗмсем еннелле ҫул тытрӗ.

Он сунул головы подростков себе под мышки, и пошел к ближайшим кустам.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней