Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хуйхӑ ҫапса хуҫнӑ пирки Марийка Лозневой ҫине пит сӑнасах пӑхмарӗ, ҫавӑнпа вӑл Лозневой ӑшӗнче мӗнле туйӑм пуррине те чухлаймарӗ.Пришибленная горем, Марийка плохо наблюдала за Лозневым и не догадывалась о его чувствах к ней.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Темскерле туйӑм ман, комиссар юлташ.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Мана сасартӑк тӗлӗнмелле туйӑм ҫавӑрса илчӗ, ҫул ҫинчи тусанпа витӗннӗ рикша кӗлетки ӳснӗ пек туйӑнчӗ, манран уйрӑлса пынӑҫем вӑл пысӑкрах та пысӑкрах курӑнчӗ.
Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.
Чжан Пэй-цзюнь тӗшмӗшлӗхрен кулаканччӗ, халӗ вара Цзинь-пу сӑн-сӑпачӗ, калаҫӑвӗ те вӑл темле, аван мар туйӑм ҫывхарнине палӑртнӑн туйӑнаҫҫӗ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Анчах ҫакӑнпа пӗрлех, вӑл Марьянӑра ҫавнашкал туйӑм та пулин вӑратма пултарнӑшӑн питӗ савӑнчӗ те.И вместе с тем он почувствовал гордое удовольствие, что возбуждает в Марьяне хоть это чувство.
XXXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ку туйӑм эпӗ хам пӗлнӗ туйӑмсенчен урӑхлаччӗ: пӗччен пурӑнса кичемленни тата мӑшӑрланма шухӑшлани евӗрлӗ те марччӗ, платонла таса юрату пек те марччӗ, ӳт юратӑвӗ евӗрлӗ те марччӗ вӑл.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Курӑпӑр!» — шухӑшларӗ вӑл, Оленинпа асӑрханса тыткалама кирлине сиссе тата ҫавна пула хӑй ӑшӗнче ӑна хирӗҫле ырӑ мар туйӑм хускатса.
XXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вара ӑна, вӗсем тӗттӗм вӑрманпа килелле утнӑ вӑхӑтра, темӗнле вӑйлӑ та хӑйшӗн ҫӗнӗ ачаш туйӑм ҫавӑрса илчӗ.
XXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӑрасса вӑл хӑраман, анчах та хӑй вырӑнӗнче урӑх ҫын пулсан, вӑл ҫынна хӑрушӑ пулма пултарнине туйнӑ, ҫавӑнпа та вӑл, тӗтреллӗ нӳрлӗ вӑрманалла уйрӑммӑнах хытӑ тинкерсе, сайра та вӑйсӑр сасӑсене итлесе, пӑшалне алӑран алла куҫарнӑ тата хӑйӗн кӑмӑллӑ та ҫӗнӗ туйӑм пуррине сиссе пычӗ.
XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Малтанах Ромашов именчӗ, килме килӗшнӗшӗн, ҫирӗп тӑрайманшӑн хӑйне хӑй кӳренчӗ, ӑна йӗрӗнӗҫлӗччӗ, тӑкӑсчӗ, кунашкал аван мар туйӑм вӑл ӳсӗрсем хушшине лекнӗ кашни урӑ ҫыннах пулса иртет.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӑнсӑрланса ӳкес умӗн пулакан мӑка, ҫӗткеленчӗк туйӑм евӗр, тӑкӑскӑ кӑтӑк евӗр, тӑсмаккӑн сурса, нӑйкӑшса кайрӗ Ромашовӑн кӑкӑрӗпе вар-хырӑмӗнче.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Темӗнле пысӑк, ҫӗнӗ, хыпкаланчӑк туйӑм вӗресе тӑратчӗ унра, ӗрӗхесшӗн ҫунатчӗ, тулалла тухасшӑн тапӑртататчӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов, ҫула майлӑн тенӗ пек, Хлебниковӑн сӑрӑ, мӗскӗн, ҫара пичӗ ҫине пӑхса илчӗ те, чунӗнче унӑн каллех темле килпетсӗр, чирлӗ туйӑм чӗпӗтсе, чӑрмаласа кайрӗ.
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак офицер Ромашовра яланах вӗчӗхӳллӗ те ӑнланмалла мар туйӑм хускатнӑ, шикленни пекрехскер те вӑл, кӑсӑкланнӑ евӗртерехскер те.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сӑр ҫинчи туйӑм мар вӑл, Пирӗн юншӑн — пӑлхату, Вара каллех шӑпланать.Это чувство неземное, Что волнует нашу кровь, И опять замолчит.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ пӗлетӗп, пӗлетӗп, тусӑм, туйӑм хивреленсе кайнине пула ҫапла ку, ҫак чун-чӗре ялкӑшса, хыпса илни вӑл — шел! — пурӗ те алкоголь нерва тытӑмне йӑштарса аркантарни ҫех, урӑх ним те мар.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пуҫӗ ырататчӗ унӑн, ҫурӑмӗ нӑйкӑшса туртӑшӑнатчӗ, чунӗ вара, калӑн, унта нихӑҫан нимӗнле шухӑш, асаилӳ, туйӑм ҫуралман, пуш-пушахчӗ; ни тарӑху-вӗчӗрхенӳ, ни кичемлӗх пурри палӑрмасть, пурӗ те темле пысӑкскер, тӗттӗмскер те сӳрӗкскер выртнӑ пек ҫеҫ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тепӗр туйӑм ӑна ҫаплах тарӑхтарчӗ те, пӑшӑрхантарчӗ те, ун пирки вӑл хӑй асне илме те хӑраса тӑчӗ.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак хаяр туйӑм пирӗн чунра вӗчӗлтетсех тӑни вӑл, тискер вӑрҫа кӗрсен, унта-кунта вилӗм курнӑ хушӑра та паттӑра тухма хӗтӗртет.
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Выҫлӑх тени вӑл аптраса вӗҫне ҫитнинчен те ытларах тарӑхтаракан туйӑм.
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.