Поиск
Шырав ĕçĕ:
74. Чӑнах та, тӗнчере пурӑнакансен тӗлӗшпе Ҫӳлти Турӑ мӗн вӑхӑтчен вӑрах тӳсӗмлӗ пулчӗ, ҫакна вӗсемшӗн мар, Хӑй малтанах палӑртса хунӑ вӑхӑт пурӑнӑҫлантӑр тесе турӗ, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Акӑ вӑхӑт ҫитӗ: Эпӗ сана малтанах пӗлтерсе хунӑ паллӑсем ҫитӗҫ, вара халӗ пытарӑнса тӑракан хула курӑнса кайӗ, халӗ курӑнман ҫӗр те курӑнӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем Эпӗ Хам патӑма илнӗ ҫынсене, хӑйсем ҫуралнӑранпа вилӗме пӗлменнисене, курӗҫ, вара пурӑнакансен чӗри улӑшӑнӗ те, вӗсен туйӑмӗсем урӑхланӗҫ: 27. ӗнтӗ усаллӑх пӗтӗ, ултав ҫухалӗ; 28. ӗненӳ чечекленсе ҫӗкленӗ, аскӑнлӑха ҫӗнтерӗҫ, нумай вӑхӑт хушши ҫимӗҫ кӳмесӗр тӑнӑ чӑнлӑх ҫитӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тен, пире пула, ҫӗр ҫинче пурӑнакансен ҫылӑхӗсене пула тӳрӗ ҫынсене сӑвӑрас вӑхӑт вӑрахланӗ, терӗм.39. И, может быть, из-за нас не наполняются житницы праведных, и ради грехов живущих на земле.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫавӑнпа та мӗн акнине вырса тухмасӑр, усаллӑха акнӑ вырӑна пӑрахӑҫламасӑр ыррине акнӑ вырӑн килмӗ: 30. усал вӑрлӑхӑн пӗрчине чи малтан Адам чӗрине акса хӑварнӑ — ку таранччен вӑл мӗн чухлӗ ҫылӑхлӑ ӗҫ туса тултарман пулӗ, авӑн ҫапма вӑхӑт ҫитичченех ҫапла туса тӑрӗ!
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ манран мӗн ҫинчен ыйтни пирки вара сана ҫакна калатӑп: усаллӑха акса хӑварнӑ, анчах ӑна вырас вӑхӑт ҫитмен-ха.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑхӑт иртнӗ, ҫулсем те ирте-ирте кайнӑ, Эсӗ вара Хӑвна валли Давид ятлӑ чуруна ҫӗклентернӗ; 24. ӑна Хӑвӑн ятупа хула лартма, унта Хӑвӑн пурлӑхунтан Хӑвна парнесем кӳрсе тӑма хушнӑ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Палӑртса хунӑ вӑхӑт иртсессӗн, ҫыруҫӑсем патшана: шутсӑр йышлӑ пулнӑран иудейсене эпир ҫырса тухма пултараймастпӑр, тесе пӗлтернӗ; ҫитменнине тата вӗсем ытларахӑшӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнаҫҫӗ: пӗрисем килӗнчех пурӑнаҫҫӗ, тепӗрисем тӗрлӗ вырӑна саланса пӗтнӗ, ҫавӑнпа ку ӗҫе Египетӑн пӗтӗм пуҫлӑхӗ те туса пӗтереймӗ, тенӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кӑштах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, хаса тӳссе тӑна кӗрсессӗн, вӑл пӗрех нимӗн чухлӗ те ӳкӗнмен, хаяррӑн юнаса тухса кайнӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Никанор пӗр вӑхӑт Иерусалимра пулнӑ — пӗрре те юрӑхсӑр ӗҫ туман, пуҫтарӑннӑ халӑха каялла янӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт нумаях та иртмен, Лисий — патшанӑн пеккунӗ тата ҫывӑх тӑванӗ, патша лартнӑ ҫын — мӗн пулса иртнине питех те кулянса чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн 2. сакӑрвунӑ пин ҫынна ҫити ҫуран ҫар тата пӗтӗм утлӑ ҫарне пуҫтарнӑ та Иерусалим хулине ярса илсе ӑна эллинсем пурӑнакан вырӑн туса хурас тӗллевпе иудейсене хирӗҫ тухса кайнӑ, 3. суя тӗнлисене хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсемшӗн налук тӳлеттернӗ пек, вӑл Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗшӗпе те ҫавӑн пек тума, аслӑ священникӑн вырӑнне вара ҫулленех тӳлевлӗ вырӑн туса хума шутланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, патша пӗр ватӑ ҫынна, Афинӑ ҫыннине, иудейсене ашшӗсен саккунӗсене пӑрахма, Турӑ саккунӗпе пурӑнма чарӑнмашкӑн хистеме янӑ, 2. унӑн тата Иерусалимри Турӑ Ҫуртне ирсӗрлемелле, ӑна Олимп Юпитерӗн ятне памалла пулнӑ, Гаризинри Турӑ Ҫуртне вара, ку вырӑнта ютран килнисем пурӑннине кура, ҫул ҫӳрекенсене йышӑнакан Юпитер ҫурчӗ темелле пулнӑ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле Антиох Египет ҫине тепӗр хут вӑрҫӑпа кайнӑ.1. Около этого времени Антиох предпринял другой поход в Египет.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑншӑн вӗсене пысӑк инкек ҫитсе ҫапнӑ, хӑйсемшӗн тӗслӗх вырӑнне хунӑ, пур тӗлӗшпе те ҫавсем пек пурӑнма тӑрӑшнӑ ҫынсем вӗсен тӑшманӗсем, вӗсене хӗн кӑтартаканӗсем пулса тӑнӑ, 17. мӗншӗн тесессӗн Турӑ саккунӗсене хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗрсе пурӑнни хасасӑр иртмест, кайран вӑхӑт ҫакна хӑех кӑтартса парать.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Нумай ҫул иртсессӗн, Турра ҫырлахтаракан вӑхӑт ҫитсессӗн, Перси патши янипе килнӗ Неемия ҫав вут-ҫулӑма илмешкӗн ӑна пытарнӑ священниксен тӑхӑмӗсене янӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пирӗн хамӑр чунӑмӑра пусарма алӑра сӑваплӑ кӗнекесем пуррипе пире ҫав ҫыру кирлех те мар пулин те, 10. сирӗнтен сивӗнсе пурӑнас мар тесе, тӑванлӑхпа туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе ямашкӑн сирӗн патӑра ҫак ҫырӑва ярас терӗмӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир пирӗн патӑмӑра ҫырса янӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт ӗҫе меллӗ килсе пынине кура, Ионафан ҫынсем суйласа илнӗ те вӗсене Рим хулине Рим халӑхӗпе тунӑ туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе яма янӑ, 2. Спарта ҫыннисем патне те, ытти вырӑна та ҫавӑн ҫинченех ҫырса янӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Димитрий Ионафана акӑ мӗн калама хушса янӑ: майлӑ вӑхӑт ҫитсессӗнех, эпӗ саншӑн, санӑн халӑхушӑн ҫакна ҫеҫ мар тӑвӑп, сана хӑвна та, санӑн халӑхна та ҫав тери пысӑк чыс кӑтартӑп.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫарӗ тарса пӗтнӗ пулин те, пурпӗрех вӑрҫӑ вӑрҫмаллине пӗлсе, Иуда пӑшӑрханса ӳкнӗ: ҫӗнӗрен ҫар пухма унӑн вӑхӑт та пулман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑр чӗрӗре паянхи кунран каялла, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче чул ҫине чул та хуман чухнехи вӑхӑт еннелле, ҫавӑрӑр.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.