Поиск
Шырав ĕçĕ:
45. Унтан вӗренекенӗсем патне пырать те калать вӗсене: эсир халӗ те ҫаплах ҫывӑратӑр, канатӑр; акӑ вӑхӑт ҫитрӗ, Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ; 46. тӑрӑр, каяр: акӑ Мана сутаканӗ ҫывӑхрах, тет.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Пайтах вӑхӑт иртсессӗн ҫав чурасен хуҫи таврӑнать те лешӗсем ҫав укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать.19. По долгом времени, приходит господин рабов тех и требует у них отчета.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсир тарасси хӗллене е шӑматкуна ан килтӗрччӗ тесе кӗлтӑвӑр: 21. ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Икӗ питлӗскерсем! эсир пӗлӗт тӗсне уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллине уйӑрма пӗлместӗр.Лицемеры! различать лице неба вы умеете, а знамений времен не можете.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ кунта пире вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫавӑнпа та тӳрӗмарлӑхпа унӑн ӗҫӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр: 53. ӗнтӗ нумай та вӑхӑт иртмӗ — тӳрӗмарлӑха ҫӗр ҫинчен сирӗҫ, сирӗн тӗлӗшшӗн тӳрӗлӗх пуҫ пулӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӗнче ӗнтӗ хӑйӗн ҫамрӑклӑхне ҫухатрӗ, вӑхӑт ватӑлӑхалла ҫывӑхарса пырать: 11. тӗнче ӗмӗрӗ вуникӗ пая пайланнӑ — унӑн тӑхӑр пайӗпе вуннӑмӗш пайӗн ҫурри иртсе кайнӑ ӗнтӗ, 12. апла икӗ пай ҫурӑ ҫеҫ юлать.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Курӑнӑва ҫапла ӑнланмалла: эсӗ тинӗс варринчен ҫӗкленсе тухакан ара курнӑ, 26. ӑна Ҫӳлти Турӑ нумай вӑхӑт астуса тӑрать, Вӑл Хӑй мӗн пултарнине ун урлӑ хӑтарӗ: чӗрӗ хӑварнисен шӑпине ҫавӑ татса парӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑваттӑшӗ ҫав вӑхӑт вӗҫленсе пыричченех сыхланса юлӗ, иккӗшӗ вара вӗҫне ҫитичченех сыхланса юлӗ.четыре сохранятся до того времени, когда будет близок конец его; а два сохранятся до конца.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсенчен иккӗмӗшӗ пуҫ пулма тытӑнать те патшалӑха ыттисенчен пуринчен те ытларах вӑхӑт хушши тытса тӑрать.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл пӗтӗм ҫӗре ярса илчӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хаяррӑн пусмӑрласа хуҫаланчӗ — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче вӑл унччен пулнӑ пур ҫунатран та ытларах вӑхӑт хушши влаҫ тытса тӑчӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн та вӗҫӗ ҫывӑхарса килчӗ, вӑл та, пӗрремӗш ҫунат пекех, ҫухалмаллаччӗ ӗнтӗ, 15. анчах акӑ ӑна каланӑ сӑмах илтӗнсе кайрӗ: 16. эй, итле эсӗ, ҫӗре нумай хушӑ тытса тӑнӑскер! ҫухалма тытӑниччен акӑ мӗн калатӑп сана: 17. сан хыҫҫӑн никам та ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑраймӗ, ҫакӑн ҫурри чухлӗ те пуҫ пулаймӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Акӑ ӗнтӗ сылтӑм енчен пысӑк ҫуначӗ ҫӗкленчӗ те пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тӑчӗ, 13. пуҫ пулса тӑчӗ те пӗтрӗ, ун вырӑнӗ курӑнми пулчӗ; унтан тепӗр пысӑк ҫуначӗ ҫӗкленчӗ те пуҫ пулса тӑчӗ; ку нумай вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑчӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ Турӑ мӗн тунине тӗрӗс тесе йышӑнатӑн пулсан, вӑхӑт ҫитсен ывӑллӑ та пулӑн тата арӑмсем хушшинче чапа тухӑн.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑхӑт ҫитсессӗн, амӑш варӗ хӑйӗнче сыхланса юлнине, ӳтленсе ӳснине ҫуратса парать.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ хама хам каларӑм: чунӑм! ӑслӑлӑха шыра, ӑнланма тӑрӑш, 5. эсӗ хӑв ирӗкӳпе килместӗн тата каяссу килмен чухнех каятӑн, сана кӗске вӑхӑт ҫеҫ пурӑнма ирӗк панӑ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
100. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: апла пулсассӑн ӳтрен уйрӑлнӑ чунсене Эсӗ мӗн каланине курмашкӑн вӑхӑт параҫҫӗ-и? терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та эсӗ хӑвна Турра уяма пӗлмен ҫынсемпе ан хутӑштар, хӑвна асап курас ҫынсен шутне те ан кӗрт, 77. мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлти Турӑ патӗнче упранакан ӗҫсен мулӗ пур; анчах та ӑна сана юлашки вӑхӑт ҫитиччен кӑтартмӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилӗм хыҫҫӑн, урӑхла каласан, эпир кашнийӗ хамӑр чуна панӑ хыҫҫӑн, Эсӗ чӗрчуна ҫӗнӗрен тӑвас вӑхӑт ҫитиччен эпир канӑҫра пулатпӑр-и е тӳрех асапланма пуҫлатпӑр-и? терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.