Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Автомашинӑсем ӑҫтан япала турттарнине пӗлейрӗр-и хӑть?
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
«Хӑвӑртрах каҫ пулинччӗ хӑть, — пуҫа пырса кӗрет шухӑш, — Каҫпа ҫаврӑнкалама май пулӗччӗ. Тен, хырӑмпа шуса та пулин ку шакалсенчен пӑрӑнма пулӗ. Света…
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Хӑть мӗн те пулин пӗлинччӗ!
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Ку енчен хӑть хурлама май ҫук.
Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0
Ыхра-сухан - хӑть ҫавапа ҫул, метра яхӑн хӑпарать.
Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18
Хӑть хӑҫан та ӑна уйӑрмарӗ.
Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Хӑть те мӗнле ӗҫе вара мӑшӑрпа калаҫса тата ачасемпе пурнӑҫлани лайӑх.
Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17
«Хӑть хӑвӑнтан аслӑрах хӗрарӑм туп, пӗччен ҫеҫ ан пурӑн», — тенӗ.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Уйӑх сан ҫине те пӑхать-ши? Ҫын ретлӗ пытарсан кайса асӑнӑттӑмӑр хӑть.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Урама уҫӑлма чӗнесчӗ хӑть.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Хӑть тем тесен те кӑткӑ тӗммиех вӑл.
«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
— Пичче манӑн, Микулай, таврӑнаймарӗ вӑрҫӑран, эсӗ хӑть, Коля, сывӑ юлтӑн, вӑхӑт ҫитсен службӑна татса килӗн, — терӗ Укахви, аран-аран тӑрса ларса.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
«Хӑть те мӗн калаҫчӑр — мана пурпӗрех», — аллине сулчӗ хула майри."Пусть говорят, что хотят - мне все равно", - отмахнула рукой горожанка.
Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Шывра пулӑсем ишеҫҫӗ, хӑть алӑпа тыт, хӑмӑшсем хушшинче кӑвакалсем нартлатаҫҫӗ, темиҫе мулкач хӑрамасӑр ҫумранах чупса иртрӗ.
Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
Чӑн-чӑн хуҫа пулас килет тӗк, хӑть те мӗн чухлӗ ил те тӑрӑш.Хочешь быть настоящим хозяином - бери сколько хочешь и работай.
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
«Учитель-и, доярка-и, кирек мӗнле ӗҫре те вӑй хумалла, эпир мар тӑк халӑха сӗтпе кам тивӗҫтерӗ? Эсир чунтан юратакан печенире те сӗт пур-ҫке», – хӑть хӑш профессие те хисеплемеллине палӑртса татса хурать вӑл.
Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
– Тархасшӑн, хӑть халех тытӑнӑр...
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Петр Михайлович аттене итлемесӗр анне ҫинчен ялан мухтаса ҫыратчӗ, анне вара: «Халь те Петр пур, хӑть вӑл мана хисеплет», – тетчӗ.
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Пӗррехинче эпӗ анне макӑрнипе вӑранса кайрӑм, анне такам пирки аттене: «Мӗншӗн ӑна ҫырса патӑн ҫӑнӑх, вӑл манран сахал вырать, мана памастӑн, ачасене хӑть авантарах ҫитерӗттӗм».
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Макӑрса Турра кӗл тунӑ, Турӑран ыйтнӑ: – Эй, ҫӳлти Турӑ, ачасен ашшӗ чипер, сывӑ таврӑнмалла пулсан хӑть шӑрпӑк пӗрчи, улӑм пӗрчи тупӑнтӑр ҫул ҫинче, – тенӗ.
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11