Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем яланах ҫитӗннисен куҫӗ умӗнче пулнӑ темелле.

Можно сказать, что дети всегда были перед глазами.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Акӑ мӗншӗн Михаил Игнатьев та пусӑм тусах палӑртрӗ: «Ҫапла хӑтланса ачасем хӑйсене сиен кӳреҫҫӗ».

Помоги переводом

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫулталӑкӑн чи ӑшӑ вӑхӑтӗнче велосипедпа, скутерпа, мопедпа ярӑнма кӑмӑллакан ҫул ҫитмен ачасем инкеке лекнӗ тӗслӗх нумайланать.

Помоги переводом

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Пытармӑпӑр: ачасем унӑн анлӑшӗнче вӑрах ларма хӑнӑхнинче ашшӗ-амӑшӗн те айӑпӗ пур: вӗсене хаклӑ телефон, айфон, планшет, ноутбук ют кукка туянса памасть вӗт.

Помоги переводом

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Паянхи ачасем питӗ пултаруллӑ, хастар, хӑюллӑ, темӗн те пӗлеҫҫӗ.

Современные дети очень способные, старательные, смелые, много чего знают.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Таврапӗлӳҫӗсен клубне вара ытларах ачасем ҫӳреҫҫӗ.

Клуб краеведов в основном посещают дети.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӗсем маттур та ӑслӑ ачасем — хӗрпе ывӑл — ҫитӗнтернӗ.

Они вырастили хороших и умных детей — дочку и сына.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Жюри членӗсем пӗр-пӗринпе канашласа пӗтӗмлетӳ тунӑ вӑхӑтра ачасем спорт ӑмӑртӑвне хутшӑнчӗҫ, чӑваш вӑййисене вылярӗҫ.

Пока члены жюри совещались друг с другом и подводили итог, ребята соревновались в спорте, играли в чувашские игры.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Хӗр ачасемпе арҫын ачасем тӑватӑ карталаннӑ ушкӑнран пӗр пысӑк вӑйӑ карти турӗҫ.

Девочки и мальчики из четырёх хороводов образовали один большой.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Акатуя ирттерме тӗплӗн хатӗрленни куҫ кӗрет: чӑваш юррисене шӑрантаракан музыка аппаратури‚ тӗрлӗ тӗслӗ шарсемпе‚ плакатпа илемлетнӗ сцена‚ ачасем хӑйсем пӗҫернӗ чӑваш апат-ҫимӗҫӗ валли лартнӑ «хӑна ҫурчӗ»‚ куракансене ларма ӑсталанӑ саксем.

Помоги переводом

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Хӑшӗ-пӗрисем хурӑнташӗсем ҫул ҫитсе вилнишӗн савӑнса, хӑйсем валли те ҫавнашкал телей килессе ӗмӗтленсе чӗркуҫҫи ҫине тӑрса кӗл тӑваҫҫӗ: «Асатте-асанне… Атте, анне, ачасем… тӑвансемпе хурӑнташсем — пурте пил тӑвӑр… Эпир ҫинине эсир те ҫийӗр… Эпир ӗҫнине эсир те ӗҫӗр… Эпир тутӑ — эсир те тутӑ пулӑр… Йывӑр тӑпрӑрсем ҫӑмӑл пулччӑр… Чунӑрсем сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳреччӗр…»

Помоги переводом

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ачасем те, учительсем те йӑлтах чӑваш ҫи-пуҫӗпеччӗ.

Помоги переводом

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Уява учительсемпе ачасем ҫеҫ мар, ачасен ашшӗ-амӑшӗ те хастар хутшӑнчӗ.

Помоги переводом

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫакӑн пек ачасем вӗсене пула мӗн тери хӗн кураҫҫӗ-ҫке!

Такие вот дети сколько горя терпят из-за них.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Хайлавсенчи тӗп сӑнарсем — ачасем.

Главный герой произведения - дети.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Кулленхи пулӑмсемпе ӗҫсенче хӑйне евӗрлӗхпе пысӑк пӗлтерӗш асӑрхаса ҫакна ачасем патне илсе ҫитерме тӑрӑшать Альбина Петровна.

Альбина Петровна замечает в обычных явлениях и в работах значимое, и это старается донести до детей.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Паллах, маттур ачасем яланах хатӗр.

Конечно, сильные ребята всегда готовы.

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫакӑн хыҫҫӑн ачасем ашкӑнма чарӑннӑ.

Помоги переводом

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ачасем итлеменни, урокра шавлани те пулнӑ.

Помоги переводом

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ, «Единая Россия» партин малтанхи сасӑлавӗн кунӗ, Чӑваш Еншӗн чӑнласах та пысӑк уява ҫаврӑнчӗ: шутлав участокӗсенче ирех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ, концертсем пулчӗҫ, чылай ҫӗрте пӗчӗк ачасем валли вӑйӑ кӗтесӗ йӗркелерӗҫ...

Помоги переводом

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней