Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗ старт илнӗ.

Помоги переводом

«Раҫҫей» куравра // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %80%d0%b0/

Терроризмпа экстремизм профилактики енӗпе ҫамрӑксен хушшинче ӗҫлекен «Планетӑра мир - ачасем телейлӗ» программа шайӗнче Хушӑлкари вӑтам шкулти 8-мӗш класра вӗренекенсем Афганистанра пуҫне хунӑ В.Яковлев ячӗллӗ ҫӑлкуҫра субботник ирттернӗ.

Помоги переводом

Хушӑлкари вӑтам шкулта вӗренекенсем В.Яковлев ячӗллӗ ҫӑлкуҫра субботник ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... rn-3792674

Пишпӳлекре ачасем валли вӑйӑ центрӗ пулӗ.

Помоги переводом

Давыдовсен ҫемйи Пишпӳлекре ача-пӑча валли вӑйӑ центрӗ уҫать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3792690

Татьяна Торговцева тренер ертсе пынипе ачасем занятисене 2008 ҫултанпа ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑтартуллисем – Патӑрьелсем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/50247-k-ta ... pat-relsem

Сирӗн килӗрсенче тӑнӑҫлӑхпа канӑҫлӑх, юрату тата ӑнлану пултӑр, ачасем вара хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе, пултарулӑхӗпе савӑнтарччӑр.

Помоги переводом

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Ку ӗҫ пӗр чарӑнмасӑр, канмалли кунсемсӗр, ашшӗ-амӑшӗшӗн яланах пӗрремӗш вырӑнта ачасем вӗт.

Помоги переводом

Федоровсен ҫемье телейӗн рецепчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... ch-3791307

Ачасем тупа туса кадет ятне тивӗҫлӗн тытса пыма сӑмах пачӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ, вальс ташларӗҫ.

Помоги переводом

5 «Г» кадет класне В.П.Сергеев аслӑ лейтенант ятне пачӗҫ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12007-5-g-ka ... tne-pach-c

Чи малтан ачасем памятник тавра территорие тасатнӑ – ҫумкурӑксене касса тухнӑ, ҫӳп-ҫапа шӑлса тасатнӑ, кивӗ турат хуҫӑкӗсене пуҫтарнӑ.

Помоги переводом

Эпир ҫак ӗҫе хамӑр тӳпе хывма пултарнипе мухтанатпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3786838

Ачасем святойсен пурнӑҫӗнчи интереслӗ фактсемпе паллашнӑ.

Помоги переводом

Ҫирӗклӗри ял клубӗнче " Тӗрӗс калаҫатпӑр!" пӗлӳ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3786856

Калаҫу интереслӗ те вӗрентӳллӗ пулнӑ, ачасем тупмалли юмахсемпе ребуссен тупсӑмӗсене пӗлнӗ.

Помоги переводом

Ачасене славян азбукипе, вырӑс алфавичӗн историйӗпе паллаштарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... rn-3786898

Ачасем студентсене хӑйсене интереслентерекен ыйтусене панӑ.

Помоги переводом

Шкула студентсем хӑнана килнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/v-rent/2024-05-2 ... ln-3788312

Заданисене пурнӑҫланӑ тата вӑййа вылянӑ чухне ачасем ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне урамра хӑйсене хӑрушсӑр тыткалама хӑнӑхнӑ.

Помоги переводом

Ача садӗнче ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... ln-3788360

Ҫуллахи каникул умӗн «Дюймовочка» ача сачӗн «Пчелки» (Йӑлпӑлакри филиал) тӗрлӗ ҫулхи ушкӑнӑн педагогӗачасене ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен пӗлнине ҫирӗплетме шутланӑ: хӗрачасемпе («Светофор» команда) арҫын ачасем («Образцовый пешеход» команда) хушшинче «Хаваслӑ жезл» КВН ирттернӗ.

Помоги переводом

Ача садӗнче ҫул-йӗр правилисене аса илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... ln-3788360

Малта тата ҫӗнни, чуна ҫавӑрса илекенни нумай-ха, анчах ҫак уява ачасем ӗмӗрлӗхех асра тытӗҫ!

Помоги переводом

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498

Уяв вӗренсе тухакансем тухнинчен пуҫланнӑ — ачасем темле тӳрех ӳссе ҫитӗннӗ пек туйӑнать: илемлӗ, капӑр, вӗсем шкул ачисем пекех пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498

Ҫӗнӗ форматлӑ центрта ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗртме пулӗ, ҫав шутра: «Бабушкино тепло» (йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшасси), «Торопыжкам с любовью» (палӑртнинчен маларах ҫуралнӑ ачасем валли ӑшӑ япаласем ҫыхасси), «Своих не бросаем» (ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳресси) тата ытти те.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ыр кӑмӑллӑх центрӗ уҫӑлнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%91/

Каярах вӗренӳ вӑхӑтне 9 ҫулччен кӗскетнӗ; Мария Фёдоровна императрица шутланӑ тӑрӑх, «кун пек нумай вӑхӑт иртсен ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен ютшӑнма пуҫлаҫҫӗ, вӗренсе пӗтерсен килӗсене таврӑнма тӑрӑшмаҫҫӗ», ҫапла вара 1797 ҫулта чи кӗҫӗн ҫулхи ӳсӗмрисене вӗрентессине пӗтернӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн вӗренекенсем виҫӗ ӳсӗме пайланнӑ: «сенкер», «сӑрӑ» тата «шурӑ» (асли); «мещен уйрӑмне» 10 ҫултанпа йышӑнма тытӑннӑ.

Позже срок обучения был сокращён до 9 лет; императрица Мария Фёдоровна считала, что «дети в продолжение такого долгого времени до того отвыкают от родителей, что, по окончании курса, возвращаются домой с отвращением» и в 1797 году был ликвидирован самый младший возраст; теперь воспитанницы разделялись на три возраста: «голубой», «серый» и «белый» (старший); в «мещанское отделение» стали принимать с 10 лет.

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Хам ачасем шкула кайнӑ чухне уявсем валли чечек ҫыххисем хатӗрленипе кӑна ҫырлахнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html

Ачасем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе воспитателӗсене валли илсе каясшӑн.

Помоги переводом

Ӗҫ савӑнӑҫ кӳрет пулсан... // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/ec-savanac-kyret- ... ulsan.html

Унӑн «Ҫӑкӑр хакӗ», «Кӗтӳ хӑвалани», «Пӳрнеске», «Пулӑҫпа пулӑ ҫинчен хывнӑ юмах» ӗҫӗсене тӗпе хурса ачасем валли Марина Карягина видеофильмсем тата автор ҫинчен «Халӑх хӗрӗ. Галина Изратова» телефильм ӳкернӗ.

Помоги переводом

«Ун пекки урӑх пулмасть…» // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d1%8c/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней