Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑхӑт шеллемест.
Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
Хӗлле те кӗрӗк арки йӑваласа ларма вӑхӑт ҫук унӑн.
Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, аттене ҫухатрӑмӑр.
Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Унччен вӑхӑт пур-ха, анчах шутлӑ кунсем хӑвӑрт, сисӗнмесӗр иртессе пӗлет вӑл.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Ҫакна пула Андрей ытларах ашшӗпе вӑхӑт ирттернӗ.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Шӑпах пӳлӗмри ӳсен-тӑрана тымарлантарса ӗрчетмелли вӑхӑт вӑл.
Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№
Пӗр вӑхӑт тӑнсӑр пулса та выртнӑ.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
Нумай вӑхӑт хушши анлӑн тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫак вунӑ пахалӑх шутне ҫаксене кӗртнӗ: хӑвӑртлӑх, тӳсӗмлӗх, мӑнаҫлӑх, нумай пӗлме тӑрӑшни, туйӑмлӑх, йӑла-йӗркене шута илсе пурӑнни, ӑсталӑх, пӗрлӗх, ҫине тӑни тата тӗллев патне ӑнтӑлни.
Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№
Пӗр вӑхӑт чиперех ӗҫлерӗҫ-ха.
«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Малалла вара ҫирӗппӗн, Раҫҫей парламенчӗн ҫӳлти палатинчи лару-тӑрӑва пӗлсе-ӑнланса калаҫрӗ: «Ҫӗр ҫинче пирӗн ҫарсем ҫапӑҫмӗҫ, авиаципе кӑна усӑ кураҫҫӗ - вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫлени ҫинчен МИХсенчен пӗлетӗр. Пирӗн ҫар ҫыннисем унта мӗн вӑхӑт пулӗҫ - хальлӗхе никам та татса калаймӗ».
Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Доктор диссертацине те хатӗрлеме пуҫланӑ иккен, анчах халь ӑна хӳтӗлемешкӗн вӑхӑт тупӑнасси пирки иккӗленнине пытармарӗ.
Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Резников депутат полномочийӗсене вӑхӑт ҫитмесӗрех вӗҫлеме хӑй ыйтса ҫырнӑ.
Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
В.Р.Вильямс академик «Тырпул тухӑҫӗн тӳпи ҫук, пур ҫӗрте те кашни гектартан 100 центнер тырӑ туса илес вӑхӑт инҫех мар» тесе ҫырни те пурччӗ ботаника кӗнекинче.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Выльӑх пӑхма та вӑхӑт ҫитерет вӑл.
Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
— Пӗри: «Вӑхӑт ҫук», тепри: «Ман ӗҫ мар», — тесен мӗн пулать?
Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
Хальхи вӑхӑт тӗлне хресченсене 300 миллионне куҫарса панӑ.
Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
Чи кӗҫӗннине, тӗпкӗче Юрике, авлантарма вӑхӑт ҫитрӗ.Настало время для женитьбы самого младшего, наследника Юрика.
«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Мария Константиновна кун-ҫулӗнче савӑнӑҫлӑ самант та, манӑҫми кун та, кулянмалли вӑхӑт та пайтах пулнӑ.
Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Вӑхӑт тӗлӗк пек малалла шӑвать.
Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
— Вулама вӑхӑт тупатӑпах.
Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№