Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗ (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире кӗске вӑхӑтлӑха ырӑлӑх пачӗ, Вӑл, пирӗн халӑхӑн йӑлкӑмне сыхласа хӑварса, пире Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫинче тӗпленме ирӗк пачӗ, Туррӑмӑр пирӗн куҫсене ҫуталтарчӗ, чуралӑхра йӑл илме пачӗ.

8. И вот, по малом времени, даровано нам помилование от Господа Бога нашего, и Он оставил у нас несколько уцелевших и дал нам утвердиться на месте святыни Его, и просветил глаза наши Бог наш, и дал нам ожить немного в рабстве нашем.

1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».

13. От меня дано повеление, чтобы в царстве моем всякий из народа Израилева и из священников его и левитов, желающий идти в Иерусалим, шел с тобою. 14. Так как ты посылаешься от царя и семи советников его, чтобы обозреть Иудею и Иерусалим по закону Бога твоего, находящемуся в руке твоей, 15. и чтобы доставить серебро и золото, которое царь и советники его пожертвовали Богу Израилеву, Которого жилище в Иерусалиме, 16. и все серебро и золото, которое ты соберешь во всей области Вавилонской, вместе с доброхотными даяниями от народа и священников, которые пожертвуют они для дома Бога своего, что в Иерусалиме; 17. поэтому немедленно купи на эти деньги волов, овнов, агнцев и хлебных приношений к ним и возлияний для них, и принеси их на жертвенник дома Бога вашего в Иерусалиме. 18. И что тебе и братьям твоим заблагорассудится сделать из остального серебра и золота, то по воле Бога вашего делайте. 19. И сосуды, которые даны тебе для служб в доме Бога твоего, поставь пред Богом Иерусалимским. 20. И прочее потребное для дома Бога твоего, что ты признаешь нужным, давай из дома царских сокровищ. 21. И от меня царя Артаксеркса дается повеление всем сокровищехранителям, которые за рекою: все, чего потребует у вас Ездра священник, учитель закона Бога небесного, немедленно давайте: 22. серебра до ста талантов, и пшеницы до ста коров, и вина до ста батов, и до ста же батов масла, а соли без обозначения количества. 23. Все, что повелено Богом небесным, должно делаться со тщанием для дома Бога небесного; [смотрите, чтобы кто не простер руки на дом Бога небесного,] дабы не было гнева Его на царство, царя и сыновей его. 24. И даем вам знать, чтобы ни на кого из священников или левитов, певцов, привратников, нефинеев и служащих при этом доме Божием, не налагать ни подати, ни налога, ни пошлины. 25. Ты же, Ездра, по премудрости Бога твоего, которая в руке твоей, поставь правителей и судей, чтоб они судили весь народ за рекою, - всех знающих законы Бога твоего, а кто не знает, тех учите. 26. Кто же не будет исполнять закон Бога твоего и закон царя, над тем немедленно пусть производят суд, на смерть ли, или на изгнание, или на денежную пеню, или на заключение в темницу.

1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун вӑхӑтӗнче Вавилон патши Навуходоносор унӑн ҫӗрӗ ҫине вӑрҫӑпа килнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ та кайран унран хӑпнӑ.

Во дни его пришел Навуходоносор, царь Вавилонский, на землю, и он служил ему три года и отступил от него.

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Ун амӑшӗн ячӗ — Амитал, вӑл Ловна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ. Иоахаз кирек епле ӗҫе те, хӑйсен ашшӗсем пек, Турра юрӑхсӑр туса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинчи Девлафра тыткӑна илнӗ.]

[Имя матери его - Амитал, дочь Иеремии из Ловны. И сделал он лукавое пред Господом по всему, что сделали отцы его. И оковал его фараон Нехао в Девлафе, в земле Емафской, чтобы не царствовать ему в Иерусалиме.]

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Иосия ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсен мӗнпур ҫӗрӗ ҫинчи йӗрӗнчӗксене пӗтӗмпех аркатнӑ, Израиль ҫӗрӗнчи ҫынсене пурне те хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗҫлесе пурӑнма хушнӑ.

33. И изверг Иосия все мерзости из всех земель, которые у сынов Израилевых, и повелел всем, находившимся в земле Израилевой служить Господу Богу своему.

2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсене ун умӗнчех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Астарта юписене ҫӗмӗрнӗ вӑл, суя турӑсен касса та шӑратса тунӑ кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса салатнӑ, тусанне ҫав йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннисен тупӑкӗсем ҫине сапнӑ, 5. апӑссен шӑмми-шаккине лешӗсем хӑйсемех туса лартнӑ парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ, вара Иудейӑпа Иерусалима тасатнӑ, 6. Манассияпа Ефрем хулисенче, Симеон хулисенче — ӗнтӗ Неффалим йӑхӗ таранах — тата ҫав хутлӑхра пушанса юлнӑ вырӑнсенче те ҫавӑн пекех тунӑ, 7. чӳк парни вырӑнӗсене, Астарта юписене, суя тӗн туррисен кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса ҫӗмӗрнӗ, пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ ҫинчи кӗлеткесене аркатнӑ, вара Иерусалима таврӑннӑ.

4. И разрушили пред лицем его жертвенники Ваалов и статуи, возвышавшиеся над ними; и посвященные дерева он срубил, и резные и литые кумиры изломал и разбил в прах, и рассыпал на гробах тех, которые приносили им жертвы, 5. и кости жрецов сжег на жертвенниках их, и очистил Иудею и Иерусалим, 6. и в городах Манассии, и Ефрема, и Симеона, даже до колена Неффалимова, и в опустошенных окрестностях их 7. он разрушил жертвенники и посвященные дерева, и кумиры разбил в прах, и все статуи сокрушил по всей земле Израильской, и возвратился в Иерусалим.

2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Хыпарҫӑсем Ефремпа Манассия ҫӗрӗсенче хуларан хулана ҫӳренӗ, Завулон ҫӗрӗ патнех ҫитнӗ, анчах вӗсенчен кулнӑ кӑна, мӑшкӑлланӑ ҫеҫ.

10. И ходили гонцы из города в город по земле Ефремовой и Манассииной и до Завулоновой, но над ними смеялись и издевались.

2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Сирӗн аҫӑрсем хӗҫрен пӗтрӗҫ, пирӗн ывӑлӑмӑрсем, хӗрӗмӗрсем, арӑмӑрсем вара паянхи кунчченех [хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче мар,] тыткӑнра.

9. И вот, пали отцы наши от меча, а сыновья наши и дочери наши и жены наши за это в плену [в земле не своей] доныне.

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Халӗ акӑ кунта аммонсемпе моавсем тата Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакансем ҫитрӗҫ, Египетран тухса килнӗ чухне Эсӗ Израиль халӑхне вӗсен ҫӗрӗ урлӑ каҫма чартӑн, ҫавӑнпа вӗсем тавраран кайнӑ та ҫав ҫӗр ҫыннисене тивмен; 11. халӗ ӗнтӗ вӗсем пире ырӑшӑн еплерех тавӑраҫҫӗ: пире Эсӗ еткерлӗхе панӑ ҫӗр ҫинчен хӑваласа яма килчӗҫ.

10. И ныне вот Аммонитяне и Моавитяне и обитатели горы Сеира, чрез земли которых Ты не позволил пройти Израильтянам, когда они шли из земли Египетской, а потому они миновали их и не истребили их, - 11. вот они платят нам тем, что пришли выгнать нас из наследственного владения Твоего, которое Ты отдал нам.

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Иудейӑри пур тӗреклӗлетнӗ хулана та вӑл ҫар тӑратса тухнӑ, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх тата хӑйӗн ашшӗ Аса илнӗ Ефрем хулисем тӑрӑх вара хурал ҫарӗ вырӑнаҫтарнӑ.

2. И поставил он войско во все укрепленные города Иудеи и расставил охранное войско по земле Иудейской и по городам Ефремовым, которыми овладел Аса, отец его.

2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ: пӗтӗм ывӑлне Иудӑпа Вениамин ҫӗрӗ тӑрӑх мӗнпур тӗреклӗлетнӗ хулана салатнӑ; пурӑнма мӗн кирлине тулӑххӑн парса, вӗсем валли нумай арӑм та тупса панӑ.

23. И действовал благоразумно, и разослал всех сыновей своих по всем землям Иуды и Вениамина во все укрепленные города, и дал им содержание большое и приискал много жен.

2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене ҫывӑхри е аякри ҫӗре кайса ярсассӑн, 37. вӗсем унта, тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, тыткӑна лекнӗ ҫӗрте Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 38. хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 39. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине каҫарсамччӗ.

36. Когда они согрешат пред Тобою, - ибо нет человека, который не согрешил бы, - и Ты прогневаешься на них, и предашь их врагу, и отведут их пленившие их в землю далекую или близкую, 37. и когда они в земле, в которую будут пленены, войдут в себя и обратятся и будут молиться Тебе в земле пленения своего, говоря: мы согрешили, сделали беззаконие, мы виновны, 38. и обратятся к Тебе всем сердцем своим и всею душею своею в земле пленения своего, куда отведут их в плен, и будут молиться, обратившись к земле своей, которую Ты дал отцам их, и к городу, который избрал Ты, и к храму, который я построил имени Твоему, - 39. тогда услышь с неба, с места обитания Твоего, молитву их и прошение их, и сделай, что потребно для них, и прости народу Твоему, в чем он согрешил пред Тобою.

2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин синкер, мӗнле те пулин чир пулать-и, 29. пӗр-пӗр ҫын е Хӑвӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ — хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса — аллисене ҫак Ҫурт енне тӑссассӑн, вӗсен кӗллине, вӗсем тархасланине 30. илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара каҫарсамччӗ, Эсӗ кирек хӑш ҫынна та ун чӗри мӗнлине пӗлсе, унӑн пӗтӗм ӗҫне кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн, — 31. ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр, Санӑн ҫулупа ҫӳреччӗр.

28. Голод ли будет на земле, будет ли язва моровая, будет ли ветер палящий или ржа, саранча или червь, будут ли теснить его неприятели его на земле владений его, будет ли какое бедствие, какая болезнь, 29. всякую молитву, всякое прошение, какое будет от какого-либо человека или от всего народа Твоего Израиля, когда они почувствуют каждый бедствие свое и горе свое и прострут руки свои к храму сему, 30. Ты услышь с неба - места обитания Твоего, и прости, и воздай каждому по всем путям его, как Ты знаешь сердце его, - ибо Ты один знаешь сердце сынов человеческих, - 31. чтобы они боялись Тебя и ходили путями Твоими во все дни, доколе живут на земле, которую Ты дал отцам нашим.

2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Давид вара Израиль ҫӗрӗ ҫине аякран килнӗ ҫынсене пуҫтарма хушнӑ, вӑл вӗсен хушшинчен чул касакансене суйласа илнӗ те ҫавсене Турӑ Ҫурчӗ валли чул чутлама тӑратнӑ.

2. И приказал Давид собрать пришельцев, находившихся в земле Израильской, и поставил каменотесов, чтобы обтесывать камни для построения дома Божия.

1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Тепӗр кунхине филистимсем вилнӗ ҫынсене ҫаратма пынӑ та Гелвуй тӑвӗ ҫинче выртса юлнӑ Саулпа унӑн ывӑлӗсене тупнӑ, 9. вара унӑн тумтирне хывса илнӗ, пуҫне касса илнӗ, кӑралне илнӗ, унтан — хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен йӗрӗхӗсене тата халӑха пӗлтермешкӗн — ҫакна Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме янӑ.

8. На другой день пришли Филистимляне обирать убитых, и нашли Саула и сыновей его, павших на горе Гелвуйской, 9. и раздели его, и сняли с него голову его и оружие его, и послали по земле Филистимской, чтобы возвестить о сем пред идолами их и пред народом.

1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Манассия ывӑлӗсен ҫӗрӗ ҫумӗнчи Беф-Санпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Фаанахпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Мегиддопа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем, Дорпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласем.

29. А со стороны сыновей Манассииных: Беф-Сан и зависящие от него города, Фаанах и зависящие от него города, Мегиддо и зависящие от него города, Дор и зависящие от него города.

1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл пурӑнакан ҫӗр Ароертан пуҫланса Невона тата Ваал-Меона ҫитиччен сарӑлса выртнӑ; 9. тухӑҫ енчи ҫӗрӗ вара пушхир чикки патнех, Евфрат шывӗ патнех ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Галаад ҫӗрӗнче вӗсен кӗтӗвӗсем йышлӑ пулнӑ.

Он обитал в Ароере до Нево и Ваал-Меона; 9. а к востоку он обитал до входа в пустыню, идущую от реки Евфрата, потому что стада их были многочисленны в земле Галаадской.

1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинче, Ривла хулинче, тӗрмене лартнӑ, Иудея ҫине хырҫӑ — ҫӗр талант кӗмӗл тата [ҫӗр] талант ылтӑн — хунӑ.

33. И задержал его фараон Нехао в Ривле, в земле Емафской, чтобы он не царствовал в Иерусалиме, - и наложил пени на землю сто талантов серебра и [сто] талантов золота.

4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ассири патши Израиль ҫӗрӗ ҫине тапӑнса кӗнӗ, Самари патне ҫитнӗ, ӑна виҫӗ ҫул хушши хупӑрласа тӑнӑ.

5. И пошел царь Ассирийский на всю землю, и приступил к Самарии, и держал ее в осаде три года.

4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара Ассири патши каялла кайнӑ, Израиль ҫӗрӗ ҫинче тытӑнса тӑман.

И пошел назад царь Ассирийский и не остался там в земле.

4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней