Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ; 5. ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ, 6. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ, 7. вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем Иисуса каланӑ: Ҫӳлхуҫа [Туррӑмӑр] ҫак ҫӗре пӗтӗмпех пирӗн аллӑмӑра панӑ, унта пурӑнакансем пурте пирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫав ҫынсем ку арӑма каланӑ: [халӗ] пирӗн ҫинчен никама та пӗлтермесессӗн, эсир пӗтес вырӑнне пирӗн чун пӗтмелле пултӑр; Ҫӳлхуҫамӑр ҫак ҫӗре пире парсассӑн, эпир сана ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх кӑтартӑпӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иерихон патши Раав патне ҫынсем янӑ, патша хушнипе вӗсем: хӑв патна килнӗ ҫынсене тытса пар, вӗсем сан килне [ҫӗрле] ҫитсе кӗнӗ, вӗсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килнӗ, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ Иерихон патши патне хыпар ҫитернӗ: акӑ кӗҫӗр Израиль ывӑлӗсем хушшинчен темӗнле ҫынсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килчӗҫ, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, Нав ывӑлӗ, Ситтим хулинчен вӑрттӑн икӗ йӗрлевҫӗ янӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та ҫав ҫӗре тата Иерихон хулине пӑхса килӗр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ: 13. хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ; 14. сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр, 15. Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Иисус халӑха пӑхса тӑракансене ҫапла тума хушнӑ: 11. тапӑра кайӑр та халӑха хистесех калӑр: хӑвӑр валли ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрлӗр: тепӗр виҫӗ кунран сирӗн [аҫӑрсенӗн] Ҫӳлхуҫа Турри хӑвӑра еткерлӗхе паракан ҫӗре илмешкӗн ҫак Иордан леш енне каҫса каймалла пулать, тейӗр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫирӗп те хастар пул: Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене пама тупа тунӑ ҫӗре ҫак халӑха эсӗ валеҫсе парӑн; 7. анчах ҫирӗп те питӗ хастар пул, хӑвна Моисей, Манӑн чурам, халалласа хӑварнӑ пӗтӗм саккуна тӗплӗн уяса, пурӑнӑҫа килтерсе пыр; хӑвӑн пӗтӗм ӗҫне ӑслӑ-тӑнлӑ туса пырас тесессӗн, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисее каланӑ пек, урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш ҫӗре те Эпӗ сире паратӑп: 4. хетсен пӗтӗм ҫӗрне — пушхирпе ҫак Ливан патӗнчен пуҫласа аслӑ Евфрат юханшывӗ таранчченех — сире паратӑп; сирӗн ҫӗрӗр хӗвеланӑҫӗ енчи аслӑ тинӗс хӗррине ҫитичченех сарӑлса выртӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа вара Моисее шӑп ҫав кунхинех ҫапла каланӑ: 49. Моав ҫӗрӗнчи ҫак Аварим тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Нево тӑвӗ ҫине хӑпар та Эпӗ Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе паракан Ханаан ҫӗрӗ ҫине пӑхса ил; 50. вара ху улӑхнӑ ту ҫинче, Аарон пиччӳ Ор тӑвӗ ҫинче вилсе хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те вилсе хӑвӑн халӑхупа пӗрлеш: 51. Син пушхирӗнче, Кадесри Мерива шывӗ хӗрринче эсир Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Манӑн сӑваплӑхӑма кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн санӑн ҫапла вилмелле пулӗ; 52. хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑл ӑна тупнӑччӗ хӑрушӑ пушхирте, салху та тискер ҫеҫенхирте, хӳтӗлерӗ ӑна, сыхласа усрарӗ, Хӑйӗн куҫ шӑрҫине упранӑ пек упрарӗ; 11. ӑмӑрт епле йӑвине хӳтӗлет, чӗпписем ҫийӗн епле вӗҫсе ҫӳрет, ҫунаттине сарса, чӗпписене епле куҫарать вӑл урӑх ҫӗре, 12. ҫавӑн пек ӑна Ҫӳлхуҫа пӗччен ертсе ҫӳрерӗ, Унпа пӗрле ют турӑ пулман.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. ман патӑма хӑвӑр йӑхӑрсен аслӑ ҫыннисене, [хӑвӑр тӳрӗрсене,] хӑвӑра пӑхса тӑракансене пурне те пухӑр, вара эпӗ ҫакӑ сӑмахсене вӗсем илтмелле калӑп, кӳнтелен пулма тӳпепе ҫӗре чӗнӗп; 29. пӗлсех тӑратӑп: эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн эсир ирсӗрленсе пӗтетӗр те эпӗ халалласа хӑварнӑ ҫултан пӑрӑнса каятӑр, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара хӑвӑр аллӑрсенӗн ӗҫӗсемпе Ҫӳлхуҫа [Турра] ҫиллентерсе Унӑн умӗнче усал ӗҫсем туса пурӑннӑшӑн сире хӗн-асап ҫитӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Паян эпӗ сирӗн умӑрта тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп: сана эпӗ пурӑнӑҫпа вилӗм, пиллӗхпе ылхан сӗнтӗм.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак пӗтӗм сӑмаха — хӑвна пӗлтернӗ пиллӗхпе ылхана — хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру сапаласа янӑ халӑхсем хушшинче асна илсе чӗрӳне хывсассӑн, 2. эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, ху та, ывӑлусем те пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан Ҫӳлхуҫа Турру енне ҫаврӑнсассӑн, Унӑн сӑмахне итлесессӗн, 3. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн тыткӑнри ҫыннусене каялла тавӑрӗ, сана хӗрхенӗ, Ҫӳлхуҫа Турру сана урӑх халӑхсем хушшине сапаласа янӑ ҫӗртен каллех пӗр ҫӗре пуҫтарӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ ҫапла калӗҫ: хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн вӗсемпе халал хывнӑ, ҫав халала пӑснӑшӑн — 26. хӑйсем пӗлмен турӑсене, Турӑ вӗсене пӗлме те хушман урӑх турӑсене, ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапса пурӑнма тытӑннӑшӑн — 27. ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, Вӑл ҫак [саккун] кӗнекине ҫырса хунӑ [халалӑн] пӗтӗм ылханне ҫак ҫӗр ҫине янӑ, 28. акӑ куратпӑр ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗтӗм ҫиллипе, хаярлӑхӗпе, хӑрушла тарӑхса хӑйсен ҫӗрӗнчен урӑх ҫӗре кӑларса сирпӗтнӗ, тейӗҫ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Халӑхсем вара пурте: Ҫӳлхуҫа ку ҫӗре мӗншӗн каплах туса хӑварнӑ-ши? мӗн тӗрлӗ хаяр Унӑн ҫилли! тейӗҫ.24. И скажут все народы: за что Господь так поступил с сею землею? какая великая ярость гнева Его!
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иордан урлӑ каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсессӗн, пысӑк чулсем лартса хур та вӗсене акшарпа шӑлса тух; 3. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗре — аҫусенӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана хӑвна каланӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кӗмешкӗн [Иордан урлӑ] каҫсассӑн, эсӗ ҫав [чулсем] ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне ҫырса хур.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.