Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑлтӑр (тĕпĕ: ҫӑлтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир мана вилӗмрен ҫӑлтӑр — халӗ тата пирӗн патӑрта пулма манран ирӗк ыйтатӑр!

— Вы спасли мне жизнь — и вам нужно мое разрешение, чтобы бывать у нас!

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсӗ пур чух унсӑрах Пӗтӗм пит пӗҫерет, Хумханать чун-чӗре, Ҫӗрлехи ҫӑлтӑр пек Йӑлтӑраҫҫӗ куҫсем.

И без них при тебе Жжет румянец лицо, И волнуется грудь, И блистают глаза, Словно в ночи звезда.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Генеральша епле тумланнине каласа пама та ҫук, генералӗн вара икӗ ҫӑлтӑр.

Генеральша так одета, что и рассказать нельзя, а на генерале две звезды.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑна туртса кӑларма пулнӑшӑн христус ҫӑлтӑр сана, атту эпӗ пӗччен кӑларас ҫукчӗ: унӑн, мӑйракаллӑ лашан, йывӑрӑшӗ виҫӗ пӑтран кая пулас ҫук.

Спаси Христос, что помог его вытянуть, один бы я не управился: в нем же, в рогатом мерине, не меньше трех пудов будет…

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӑха чун-чӗререн юратма пӗлекен писателӗн сӑнарӗ Коммунизмӑн аслӑ идейисемшӗн пыракан кӗрешӳре ӗмӗр-ӗмӗрех малалла чӗнекен ҫӑлтӑр пек ҫуталса тӑрӗ.

Помоги переводом

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

— Таса ҫӑлтӑр вӑл.

— Это священная звезда.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Сопдит ҫӑлтӑр ку, — тенӗ патша.

— Это звезда Сопдит, — ответил царь.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Мӗн ятлӑ ҫак ҫӑлтӑр, ман савнӑскерӗм? — ыйтнӑ вӑл.

— Как называется эта звезда, мой возлюбленный? — спросила она.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Чӳрече витӗр тӳпенелле пӑхнӑ та — ҫунса пӗтекен каҫа ҫӗрлехи тӗттӗм ҫӗнтерсе пынӑ ӗнтӗ унта — куҫӗсене йӑвашшӑн та ачашшӑн чӗтренекен сенкертерех ҫутӑ ҫӑлтӑр ҫинче чарса тӑратнӑ Суламифь.

Глядя в окно на небо, где ночь уже побеждала догорающий вечер, Суламифь остановила свои глаза на яркой голубоватой звезде, которая трепетала кротко и нежно.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хир чӑххисен шӑршинче пӗр ҫӗре таччӑн ҫыпӑҫса пӗтӗҫнӗ тем тӗрлӗ шӑршӑ сӗвемӗсем те пур, ҫавӑнпа та тилӗ аҫин, ҫавсене шӑршласа тӑранас тесен, тӗмеске ҫинчен анмалла, ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса выртакан юр ӑшӗнчен урисене кӑлармасӑр, ҫӑмӗ пӑрланнӑ ҫӑмӑл хырӑмне хытхура тӑррисем тӑрӑх сӗтӗрттерсе, пӗр аллӑ чалӑша яхӑн йӑпшӑнса шӑвӑнмалла.

В запахе куропаток так много плотно ссученных оттенков, что лисовину, для того чтобы насытить нюх, надо сойти с кургана и проплыть, не вынимая из звездно искрящегося снега ног, волоча покрытое сосульками, почти невесомое брюшко по верхушкам бурьяна, саженей пятьдесят.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Маччине сенкер глазурьпе витнӗ, унта ылтӑн хӗвел ҫиҫнӗ, кӗмӗл уйӑх ҫуталнӑ, шутласа кӑларма ҫук нумай ҫӑлтӑр мӗлтлетнӗ, ҫуначӗсене яри сарнӑ вӗҫен кайӑксем ярӑннӑ.

Потолок же был покрыт голубой глазурью, и на нем сияло золотое солнце, светилась серебряная луна, мерцали бесчисленные звезды, и парили на распростертых крыльях птицы.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Алтӑр ҫӑлтӑр аври горизонт хӗррине перӗнес пекех усӑнса тӑрать.

Почти касается горизонта дышло Большой Медведицы.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун пуҫӗ тӑрринче, сӳнсе ларайман кӑвайт евӗр, Алтӑр ҫӑлтӑр тӗлкӗшсе ҫунать.

Над ним вверху непогасшим костром тлели Стожары.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗлтлетсе куҫакан пунктирсем евӗр ҫӑлтӑр ҫутӑсем Мускав шывӗ тӑрӑх чӑлпар сапаланчӗҫ, шыв тӗкӗрӗ ҫине ӳксе, тавралӑха ҫутатрӗҫ.

Стремительно бегущими пунктирами мгновенно рассыпались огни над Москвой-рекой и повторились в ее зеркале.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӑлтӑр календарӗ тӗлӗшпе унӑн пӗлӳлӗхӗ халӗ те нумаях мар, анчах апрелӗн 30-мӗш кунне вӑл ирттермест, астусах тӑрать.

В звездном календаре он все еще разбирается плохо, но день 30 апреля никогда не пропустит.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тӳпе тулли ҫӑлтӑр тухрӗ.

Над нами вызвездило.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ан тив, кунта та пулсан ҫӑлтӑр наукине пӑртакҫӑ тӗсмӗртни мана пулӑштӑр.

Пусть хоть тут пригодятся мне мои звездные знания.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла калӑр Симка аппӑра: Василий Жмырев, тейӗр, планетарие чӗнет, ирӗкре ҫӑлтӑр шутласшӑн мар вӑл манпа.

Так и скажите вашей Симочке: Василий, мол, Жмырев звал в Планетарий звезды смотреть, раз на воле со мной не желает.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хамӑр чӑнах та телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнине эпир ахаль те пӗлетпӗр.

Мы и так все знаем, что родились под счастливой звездой.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунта нимӗнле ҫӑлтӑр асамӗ те ҫук.

Никакая это не звездная магия.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней